Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 13:36

Ситексен культура вучахĕ пуян та асамлă «Арчара» упранать

«Арча» тесе ят патăмăрЯлăн чăваш музейне.Ахах-кĕмĕл нухратран та Пулĕ хаклă вăл пире…» тесе çырать Людмила Романова ялти вĕрентекен хăйĕн сăввинче.

Сăмах кунта Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнчи обществăлла музей пирки пырать. Нумаях пулмасть эпир те унта çитсе çак асамлă кĕтес хăй патне мĕнпе туртнине хак пама тăрăшрăмăр. Çак ĕçре пире Иван Григорьев чăваш хастарĕ пулăшрĕ. Хастар тени кăна кунта çителĕксĕр, Иван Кириллович ял старости, музее йĕркелекенĕ тата паянхи кун çак пархатарлă ĕçе туса пыраканĕ.
«Театр çаккăчран (вешалка) пуçланать» тенĕ евĕр «Арчари» пурлăхпа паллашасси тăрăллă хапхаран пуçланчĕ. Хапхи вара аслă çул хĕрринчех вырнаçнă тесен те йăнăш пулмĕ. Унăн тăррине хальхи самана ыйтнă пек профнастилпа мар, пушăт хуппипе витнĕ. Çавăнпа та вăл хăех аваллăх тĕнчине илсе кĕрет. Кунтах, урамра уçă вырăнта, шыв арманĕ вырнаçтарнă, çатанран тунă çунапа урапа та темле асамлă вăйпа хăй патне туртаççĕ. Хапхапа юнашарах ял пуçланса кайнине асра тытса кăвак чултан лартнă тăпăл-тăпăл палăк.
- Пирĕн тăрăхра пысăк кăвак чул тупма çăмăлах мар, çавăнпа та чылай шырама тÿр килчĕ. Палăкне хамăр вăйпах ăсталарăмăр. Ситек ялĕ вара XVIII ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче никĕсленсе кайнă. Кăçал 260 çулхи юбилейĕ пулчĕ, - паллаштарать Иван Кириллович музей алăкне уçса шалалла кĕме сĕннĕ май.
Шурă кирпĕчрен купаланă пĕр хутлă çуртра малтан колхоз кантурĕ вырнаçнă пулнă. Чăвашлăхшăн çунакан «Урожай» ООО ертÿçи Юрий Иванов хăйсем çĕнĕ çурта куçсан çак кĕтесе музее çавăрма ирĕк панă. Лаптăкĕ те, пÿлĕмĕсем те çителĕклех кунта. Çавăнпа та кашни пай валли уйрăм пÿлĕм уйăрнă. Акă, эпир «Вăрçă тата паттăрлăх» пÿлĕмне кĕретпĕр. Кунта Ситек ялĕнче çуралса ÿснисем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен таврăнайман 87 тата таврăннисен 87 ячĕ-хушамачĕсемпе паллашма пулать. Çавăн пекех Афган тата Чечен вăрçисен паттăрĕсене, ялти паллă çынсене те манса хăварман, кашнин сăн ÿкерчĕкне тупса ятран асăннă. 1946 çултанпа Ситек каччисем салтакра пулнисене халалласа сăн ÿкерчĕксен стендне туни хăйне евĕр çĕнĕлĕх темелле. Хальлĕхе вĕсен шучĕ 250 çынна çитет, анчах та музей ертÿçи çак хисеп малашне ÿсессе пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне Иван Кириллович пограничниксем валли кунта вырăн уйăрассине те систерчĕ. Куç тĕлне лекнĕ тепĕр самант çинчен те пĕр-ик сăмах каласа хăварас килет. Ситек ялĕпе юнашар Покровка текен пысăках мар вырăс ялĕ пулнă. Çак ялта Совет Союзĕн Геройĕ Василий Федотович Титов çуралса ÿснĕ. Паянхи кун Покровка çĕр пичĕ çинче çук, анчах та ситексем хăйсен кÿршĕ ялти паттăрне манмаççĕ - музейре унăн кĕтесĕпе те паллашма май пур. Иван Григорьевăн тепĕр пуçарăвне ырăпа асăнса хăвармалла. Унăн ашшĕ Кирилл Николаевич Тăван çĕршывăн аслă вăрçин фронтовикĕ пулнă. Вăл сывлăш десант çарĕн старшини пулнă май, çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн икĕ орденпа пилĕк медале тивĕçнĕ, тăван яла ырă-сывă таврăнса мирлĕ ĕçе хутшăннă. Паллах, кун пек паттăра манса хăвараймастăн - ăна халалланă кĕтес кирек кама та хăй патне туртать.
Çавăн пекех «Арча» алăкне уçса кĕрсен «Ял ăстисем», «Ĕлĕкхи ял çыннин çурчĕн ăш-чикки», «Шкул пурнăçĕ тата телерадиоаппаратурăсем» пÿлĕмсенче чылайччен чарăнса тăрас кăмăл çуралать. Кашни пÿлĕм мĕнле япаласемпе пуян пулнине ячĕсенченех тавçăрса илме пулать. Чи пахи вара мĕнле экспонат çинче чарăнсан та иртнĕ пурнăç куç умне тухса тăрать, чылайччен асаилÿсен авăрне путатăн.
- Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть. Хавхалану кирлĕ, чĕре туртни пулмалла. Тунă ĕç хăвна кăна мар, ыттисене те тивĕçтертĕр. Акă, музейри «Ĕлĕкхи ял çыннин çурчĕн ăш-чикки» кĕтесе илемлетнĕ чухне кăмака ăсталамалла пулса тухрĕ. Пуçри шухăша экспоната çавăриччен икĕ эрне маташмалла пулчĕ,- тунă ĕçпе хăй те кăмăллă пулнине палăртать «кăмакаçă».
Çакăн хыççăн сисмесĕрех сăмах «Арча» хуçи çине куçрĕ. Иван Григорьев хăй вăхăтĕнче 30 çул, 1984-2014 çулсенче, Çурçĕрте вăй хунă. Яла таврăнсан вырăнти халăх кашни хăйĕн тĕнчипе, сÿрĕкрех пурăннине туйнă. Тен, çавăнпах пулĕ иртнĕ пурнăç никĕсĕ çинче малашлăха йĕркелеме шут тытнă. Паллах, пĕр шухăшлисем пулăшнипе, канаш панипе. Ун пек чухне ыран мĕн тумалли те витĕр курăнать-çке.
- Малашне тата колхоз мĕнле пуçланса кайнине сăнласа паракан пÿлĕм те уçма кăмăл пур. Материалĕсем те çителĕклех. Ункайне тупса йĕркелетпĕрех, - сăмаха çирĕплетсе пĕлтерет Иван Кириллович. Çакна манăн шанасах килет, мĕншĕн тесен çакăн пек чăваш арĕн сăмахĕ çилпе вĕçес çук. Унсăр пуçне Иван Кирилловичăн пулăшаканĕсемпе ăна ăнланакансем те çителĕклех. Вĕсен ячĕсене асăнса хăварсан та ытлашши пулмĕ: Наталья Ивановна Клишина ал ĕç ăсти, Людмила Ивановна Романова вĕрентекен, Светлана Алексеевна Суркова тивĕçлĕ канури пенсионер, Юрий Иванович Иванов хуçалăх ертÿçи тата ыттисем те. Тепĕр ята та палăртмалла - ку вăл И.К.Григорьевăн мăшăрĕ, Людмила Михайловна. Çуртра хĕрарăм килĕшÿпе ирĕк памасан пуçланă ĕçе вĕçне çитересси питĕ те иккĕленÿллĕ. Тепĕр тесен килти ĕçсене тумасăр обществăлла тивĕçсене пурнăçланипе çемье тутă пулас çук-çке. Тем тесен упăшкин шалти тĕнчине, ăна мĕн пăшăрхантарнине ăнланать çак хĕрарăм, май пур таран пулăшма тăрăшать. Сăмах май, Людмила Михайловна музей çумĕнче нумаях пулмасть йĕркеленĕ «Çеçпĕл» ансамбле ертсе пыма та мехел çитерет. Унта ытларах çулланнă ватăсем пухăнаççĕ. Çав вăхăтрах ялта «Çăлкуç юрри» пултарулăх ушкăнĕ те тухăçлă ĕçлет.
Курни-илтнине хак панă хыççăн «Арча» музее манăн музей çеç тесе калама нимĕнле те чĕлхе çаврăнмасть. Кунта халăх культурин, йăли-йĕркин вучахĕ амаланать. Чăваш халăхĕн. Апла пулсан вăл культура центрĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртет. Ан тив, хальлĕхе обществăлла пуçару шайĕнче, анчах та вăхăт иртнĕ май çынсен шухăшлавĕ улшăнса самани те урăхла пулĕ. Паянхи кун пуррине упраса хăварнине вара чылайăшсем ырăпа аса илĕç. Ман шутпа, Иван Григорьевпа пĕр шухăшлисем çакна ăнланса тăрăшаççĕ те. Турă вĕсене кулленхи пурнăçра пулăшса пытăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пшпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.
Читайте нас: