Пурнăç çулĕпе хавхаланса утма, тăван кил ăшшине упраса пурăнма, ачасемпе тата мăнукусемпе савăнма ырлăх, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Ĕмĕтленнисем пурнăçланса пыччăр, кăмăл пуянлăхĕпе ĕçченлĕх, çын хушшинчи хисеп ан иксĕлтĕр. Чунупа хальхи пекех çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн. Эпир сана питĕ-питĕ юрататпăр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр, эс пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Аннемĕр, пурăн ĕмĕр-ĕмĕр сывă
Пире тĕрек те вăй-хăват парса.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ тата Софияпа Милана мăнукĕсем.