Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 12:58

Уçă сывлăшпа хĕвел çирĕп сывлăх никĕсĕ

Мĕнле чăтăмсăррăн кĕтетпĕр эпир çу кунĕсене. Çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ тесе калама пулать çак тапхăра. Уйрăмах ăна ача-пăчасем тÿсĕмсĕр кĕтеççĕ. Сарă хĕвел, уçă сывлăш пурне те урама йыхравлать.

Хĕвел шевлисем ачасен сывлăхĕшĕн те питĕ усăллă. Çавăнпа та аслисем çулла пуçланичченех ачисене ăçта канма ярасси пирки шутлама тытăнаççĕ. Анчах та пур çемье те хăйсен ачисене ăшă çĕршывсене илсе каяймасть. Чылай ача çуллахи кунсене ача садĕнчех ирттерет.
Пирĕн Алексеевка ялĕнчи ача садĕнче çулла икĕ дежурнăй ушкăн ĕçлерĕ. Çуллахи вăхăтра садри кун йĕрки çулталăкăн ытти вăхăчĕсемпе танлаштарсан самай уйрăлса тăрать. Ачасем чылай вăхăт урамра уçăлса çÿреççĕ. Ирхи зарядка та уçă сывлăшра иртет.
Ирхи апат хыççăн воспитательсем ачасем валли тĕрлĕ вăйăсем йĕркелеççĕ. Сывлăха çирĕплетме шăрăх вăхăтра шăпăрлансем курăк çинче çаран çÿреççĕ, пĕр-пĕрне ăшă шывпа сапса выляççĕ. Унсăр пуçне аслисем ачасене çут çанталăка сăнама, упрама тата унăн илемĕпе киленме вĕрентеççĕ.
Воспитательсем кашни куна ачасемшĕн интереслĕ тăвас тесе тăрăшрĕç. Çулла пуçламăшĕнчех вĕсем валли «Çулла – чи илемлĕ вăхăт», «Хĕвел, сывлăш тата шыв – пирĕн туссем» мероприятисем ирттерчĕç. Унсăр пуçне асфальт çинче тĕрлĕ ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче кашни шăпăрлан хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕ.
Ача садне çÿрекен ачасемшĕн çуллахи кунсем усăллă иртрĕç тесе çирĕплетсе калама пулать.
Ирина ТИМОФЕЕВА,
ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: