Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Сентябрӗн 2020, 13:25

Çырать-ха музыкçă‚ çырать

«Çырать-ха‚ музыкçă‚ çырать.Вăл юрă-кĕвĕ ăсталать‚Хитре саспа ăста юрлать.Юррисенче чăваш кĕвви...Талантлă çын вăл çав тери!Эсир ăна пĕлетĕр-и?»

Çак йĕркесенче сăмах кам çинчен пырать-ха? Паллах‚ Пушкăртстанри Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче çуралса ÿснĕ‚ халĕ те çав ялтах пурăнакан пултаруллă хастар‚ хамăр патра та‚ Чăваш Енре те паллă (вăл çырнă юрăсене унта та юрлаççĕ) юрă-кĕвĕ ăсти - Валентин Николаев çинчен.
Пурăнан пурнăçра мĕн ачаранах çут çанталăк пурне те пĕр пек талант памасть çав. Пултарулăх тени йăхран-йăха пыракан вăрлăх тĕввинчен килет. Пĕрисем - пĕтĕм тĕнчипе пĕлекен паллă çынсем: ăсчахсемпе çыравçăсем‚ сăвăçсемпе ÿнерçĕсем‚ скульпторсемпе музыкантсем‚ юрăçсемпе актерсем‚ летчик-космонавтсем пулса тăраççĕ тейĕпĕр. Теприсем ахаль халăх йышĕнче кушталанаççĕ. Виççĕмĕшĕсемшĕн – «ик айкки те тăвайкки». Ун пеккисем çаратма тата вăрлама пултарнипе‚ киревсĕр ĕçсем хăтланнипе‚ бомжа çаврăннипе‚ эрех-сăрапа иртĕхнипе çеç çырлахаççĕ. Пĕрремĕш ушкăна Валентин Николаев композитора‚ сăвăçа‚ çыравçа та кĕртни ытлашши пулмĕ. Çыннăн, талантлă пулса çуралнисĕр пуçне, пултарулăха аталантарас тесен нумай çул тар тăкма тивет. Тепри хăйне килĕшнĕ ĕçре темĕнле тăрăшсан та ытлашши çĕкленеймест‚ «хăлхи çине упа пуснă» евĕр килсе тухать. Тепĕр енчен каласан‚ вĕсен «тĕлĕрнĕ» пултарулăхĕ тăрук‚ кĕтмен çĕртен «вăранса» кайма пултарать.
Валентин Александровичăн Турă панă пултарулăхĕ мĕн ачаранах палăрнă пулмалла. Урăхла каласан‚ вăл ахальтен мар культура ĕçченĕ пулса тăнă. Анчах та ял ачи-пăчи (уйрăмах чăвашсен) шкул сакки çинче ÿснĕçемĕн чи малтан кил-çурт пирки‚ пурнăçа çителĕклĕ йĕркелесе ярасси çинчен шухăшланă. Çавăнпа пулĕ В. Николаев 1969-1971çç Çтерлĕри СПТУра вĕренсе тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ. 1971-1973 çç чăваш каччи Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1974-2012 çулсенче вăл Йĕкенпуç ялĕнчи клубра вăй хунă. Валентин Александрович 1983 çул куçăн мар майпа Çтерлĕри çут ĕç культура (культпросвет) училищинче оркестр уйрăмĕнче вĕренсе професиллĕ специалист пулса тухнă. Вăл «СССР клуб ĕçĕн отличникĕ» (1983 ç.) тата «ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1993 ç.) ятсене тивĕçлĕ пулнă.
Хальхи вăхăтра Валентин Александрович тивĕçлĕ канура пулсан та хăйĕн юратнă культура ĕçне пăрахмасть. Пултарулăхĕпе чăваш халăхне усă кÿрет. Пĕр май юрăсем кĕвĕлет‚ юррисен сăмахĕсене çырать тата вĕсене хăех юрлать. Унăн юррисене халăхра питĕ юратаççĕ. Аранжировкине те хăех ăсталама пултарать. Унсăр пуçне вăл баянпа та ăста калама вĕреннĕ. Çамрăк чухне Ĕпхÿри хор обществинче тăхăр уйăхлăх баянистсен курсне пĕтернĕ. Концертсенче вара Валентин Николаев аккомпаниатор ĕçне йĕркелесе пырать. Çапла вăл вокал ăсталăхĕпе уйрăлса тăрать.
Пĕр вăхăтра Валентин Александрович темиçе енлĕ специалист пулни курăнать. Çакăн пек пултаруллă çынсем пирĕн халăх хушшинче нумаях мар. Кашни çын хăйĕн уйрăмлăхĕпе (пултарулăхĕпе) палăрса тăрать: е вăл тульккă сăввине çырать‚ е кĕввине çеç йĕркелет‚ е хăйĕн кĕвĕ туйăмне (слух) шеп пулсан та, сасси начар тухнипе, юрлама пултараймасть. Çакăн пек çынсем паллă композиторсем хушшинче те пайтах.
«Урал сасси» хаçатра‚ эпĕ сăнаса пынă тăрăх‚ В. Николаевăн юррисем тăтăшах пичетленеççĕ. Тĕслĕхрен‚ «Сисмесĕрех ватăлтăмăр»‚ «Ан ятла»‚ «Тăван яла» тата ыт.те. Вĕсемсĕр пуçне Александр Савельев-САСăн «Тăван ял»‚ «Чĕкеç вĕçет вирхĕнсе...»‚ Нина Федорован «Каялла таврăнсам» тата манăн «Сан çуралнă кунна чысласа»‚ «Мухтавлă çĕрĕм Пушкăртстан» сăвăсем тăрăх юрăсем кĕвĕленĕ.
«Юрри пулсан‚ ăна хак параканĕ, юрлаканĕ тупăнать» теççĕ. Юрă тени çапла вăл - халăха сывлăш евĕр кирлĕ. Унсăр пĕр пуху та‚ уяв та иртмест. Сăпка ачине те юрăпа утьăкка туса лăплантарса çывратса яраççĕ. Халăх эпосĕ сăвă-юрăсенчен тăрать. Юрă‚ сăвви-кĕввине кура хурлантарать те‚ макăртать те‚ савăнтарать те‚ кăмăла çĕклет‚ лăплантарать‚ чун ыратнине сиплет‚ татулăха çирĕплетет...
Валентин Николаевăн (хăй каланă тăрăх) юррисен шучĕ утмăла яхăн çывхарать.
«Талантлă çын пур енчен те талантлă» теççĕ. Пултаруллă музыкçă çыравçă ĕçĕнче те тухăçлă ĕçлет. Тарăн шухăшлă ăста çыравçă 2019 çулта «Ирĕксĕр таркăн» ятлă пысăк роман çырса кĕнеке туса кăларма вăй-хал çитерчĕ. Халĕ вăл çав романăн иккĕмĕш кĕнекине хатĕрлет.
Ял пурнăçĕн‚ уйрăмах çуркуннехипе çуллахи‚ ылтăн кĕркунне вăхăтĕнче, йывăр ĕç-хĕлне ял çынни çеç ăнланать пулĕ. Ĕçĕ нумай пулнăран мĕнпурне вăхăтлă туса ĕлкĕрмелле-çке. Хĕл хырăмĕ пысăк‚ упа пек ура тупанĕ çуласа выртаймăн...Çакăнта хам çырнă сăввăн пĕр ярăмĕ вырăнлă пек:
Ÿркенмесессĕн ĕçлеме:
Пахча çимĕç нÿхреп тулли;
Хур-кăвакал‚ чăххи-чĕппи‚
Выльăх-чĕрлĕх карта тулли.
Çак йĕркесем В.Николаевăн ял пурнăçне аса илтереççĕ. Тар тăкмасан ял çĕрĕнче нимĕн те пулмасть. Çакăн çумне тата хушас килет: ватти-вĕттине пăхасси. Çĕр улмин пысăк лаптăкĕсенче колорадо нăрри хуçаланни мĕне тăрать. Кĕрешсе пăх-ха унпа. Пенси ÿсĕмне çитменнисен ĕçе çÿремелле. Юрать-ха ĕçĕ пулсан. Хальхи саманара ĕçсĕр ларакансем хушшинче ĕçке ярăннисем те чылай. Ун пеккисене «карланкă пăкки» çеç интереслентерет. Ай‚ Турă! Çапла вăл тĕнчи...(каçарăр‚ тĕп темăран пăрăнтăм).
Валентин Николаевăн нумаях пулмасть çуралнă кунĕ пулнă. Çавăнпа эпир ăна (каярах пулсан та) саламлатпăр. Çуралнă кун ячĕпе сана‚ ĕçтешĕмĕр! Ырлăх-сывлăх‚ телейлĕ кун-çул сунатпăр. Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр‚ чĕрÿ яланхи пекех хастар ĕçлетĕр. Пултарулăх анинче ĕçÿсем ăнсах пыччăр. Кĕскен каласан‚ чăвашсен культура вучахĕ ан сÿнтĕр.
Вера ФОМИНА.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.
Читайте нас: