Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Сентябрӗн 2020, 12:57

Çемье пурнăçĕн ылтăн юбилярĕсем

Ылтăн туйĕсене паллă тăвакан мăшăрсем çинчен статьясем вуланă май‚ нумай çул хушши пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрев пулнă‚ хăйсен юратăвне упраса хăварнă çынсемшĕн эпĕ уйрăмах тĕлĕнсе савăнатăп.

Çур ĕмĕр пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнни çемьен паха та пĕлтерĕшлĕ енĕсемпе çыхăннă. Çак хаклăх юратакан икĕ çын тăрăшнипе çулсерен никĕсленнĕ. Сумлă мăшăр йывăрлăхсене хыçа хăварса пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утнине, чунтан юратнине‚ хисепленине‚ шаннине кăтартса парать. Çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Мăшăр хуйхипе суйхине‚ савăнăçне те хăйсем витĕр сахал мар ирттернĕ пулĕ. Апла пулсан та çемье телейĕшĕн нумай тăрăшнă. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă телейлĕ мăшăр яланах хисепе тивĕç.
Пелепей районĕнчи Сименкке ял Канашĕнче пурăнакан Владимир Михайловичпа Зоя Григорьевна Лебедевсем август уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç. Аллă çул каялла çак кун вĕсем пĕр хушаматлă арăмпа упăшка пулса тăнă. Мăшăр паянхи кун та юратуллă куçсемпе пăхни‚ шăкăлтатса пурăнни мĕне тăрать. Лебедевсен юрату çимĕçĕ - пилĕк ачипе йăха тăсакан ултă мăнукĕ. Владимир Михайловичпа Зоя Григорьевна 50 çул каяллă пĕрлешнĕ пулсан та хăйсене ĕнер паллашнă хĕрпе каччă пек туяççĕ. Вĕсен сăнĕсенче савăнăçпа телей ялкăшать.
- Аллă çулхи çемье пурнăçĕ пĕр кун пек иртрĕ. Çапла алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакне такăрлататпăр. Халĕ чи пĕлтерĕшли - пурнăç хавхаланăвне упрасси‚ çавăн пекех пĕр-пĕрне юратса‚ хакласа пурăнасси. Ырă кăмăлпа пурнăç çулĕпе утсан пурте лайăх пулĕ‚ - тет çемье пуçĕ.
Çак кунсенче Сименкке ял Канаш ĕçченĕсем культура тата медицина ĕçченĕсемпе пĕрле хисеплĕ мăшăра ылтăн туй ячĕпе саламларĕç‚ вĕсене ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров тата Сименкке ял Канаш пуçлăхĕ Анатолий Никитин ячĕсенчен асăнмалăх парнесем парнелерĕç.
Татьяна САВЕЛЬЕВА‚ культорганизатор.
Пелепей районĕ‚
Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: