Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Сентябрӗн 2020, 13:28

Халăхăн сумлă ывăлне чыслама Чăваш наци конгресĕ йыхравлать

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче, „Урал сасси” хаçатăн 51№ эпир чăваш халăхĕн чи паллă историкĕн, пĕрремĕш философĕн, этнографĕн, общество деятелĕн, писатель-педагогăн Гурий Иванович Комиссаров - Вантерăн (1883-1969) вил тăприне (вăл вилни 50 çул иртнĕ) Киров облаçĕнчи Санчурск поселокĕнче шыраса тупнине пĕлтернĕччĕ. Çак пархатарлă ĕçе тума пире унăн тăванĕсем пулăшрĕç.

Киров облаçне темиçе хут кайса Г.И. Комиссаровпа унăн арăмĕн вил тăприне шыраса тупма пултарнишĕн эпир питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Анчах вĕсен вил тăприне аллă çул ытла тирпейлесе тăракан пулманни пирĕн чун-чĕрене ыраттарса хурлантарчĕ. Хăй виличчен Гурий Иванович арăмĕпе хăйĕн ÿтне тăван çĕршыва - Чăваш Республикине куçарса пытарма тархасласа халал çырса хăварнă.
Г.И. Комиссаров-Вантера чысласа историллĕ ĕç туса ирттерес тĕлĕшпе эпир, Урал енчи чăвашсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтнăччĕ. Пирĕн, хальхи ăрăвăн, çав халала пурнăçа кĕртмелле тесе шутласа вăл пирĕнпе килĕшессе çирĕп ĕненетпĕр. Мĕншĕн тесен вăл ĕмĕр тăршшĕ чăваш халăхĕшĕн тăрăшнă, çуннă... Гурий Вантер 1918 çултах Ĕпхÿре «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?» кĕнекене çырса пичетлесе кăларнă. Халь те тăрать çак хăрушă ыйту пирĕн умра. 1921 çулта Хусанта «Чăваш халăхĕн историне» кун çути кăтартнă. Унта вăл пире çивĕччĕн тĕртсе çапла çырать: «Хамăр халăхăн иртнĕ пурнăçне пĕлмесĕр ют халăхсене мар, эпир хамăр та кам иккене пĕлместпĕр, сĕм вăрманти пек пурăнатпăр. Хамăр халăхăн авалхи пурнăçне пĕлмесĕр эпир хамăра ним вырăнне те хуми пултăмăр, хамăршăн хамăр çынсен умĕнче «чăваш» тесе чĕнесрен хăраса çÿрекен пултăмăр». Унăн тата та нумай витĕмлĕ ĕçсем, кĕнекесем…
Пуçлăх ячĕпе янă пирĕн çырăва Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пăхса тухнă хыççăн Киров облаçĕн Правительствинчен хурав ыйтнă. Çакăн çинчен пире министр çумĕ Е.Г. Чернова хыпарланăччĕ (30.03.2020 № 01/13-2284).
Киров облаçĕн губернаторĕ И.В. Васильев хушнипе пире Санчурскри муниципаллă хула округĕн пуçлăхĕ А.Г. Попов хуравларĕ (О рассмотрении обращения 08.06.2020 № 1284-10-02). Çак хуравра вăл хальхи кăшăлвирус пандемийĕпе çыхăннă карантин иртсен Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшÿллĕн Комиссаровсен ÿчĕсене эксгумацилеме хирĕç марри çинчен пĕлтерчĕ.
Халĕ, Санчурскри муниципаллă округ ирĕк панă хыççăн, паллă наци патриотне, Гурий Иванович Комиссаров-Вантерпа мăшăрне, хăйĕн халалĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республики шайĕнче чыс та хисеп туса Çĕрпÿ районĕнчи тăван Патăрьел (Богатырево) ялне куçарса пытарас ыйтупа, ЧНК шайĕнче те канашлас тесе, Шупашкара август уйăхĕн вĕçĕнче кайса килтĕмĕр.
Çак тĕллевпе эпир Чăваш наци конгресĕн (ЧНК) президенчĕпе Николай Угасловпа тĕл пулса калаçрăмăр. Пуçтарнă документсене сÿтсе явнă хыççăн вăл пире конгресс ячĕпе çак ĕçе пĕрле тума укçа-тенкĕпе те май пур таран пулăшма шантарчĕ. ЧНК вице-президенчĕсем Анатолий Ухтияровпа Тимĕр Тяпкин чăваш хастарĕсене тĕслĕх кăтартса, Чăваш паттăрне чыслас ĕçе хутшăнма сĕнсе, хăйсен ячĕпе кашни пĕрер пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Вĕсемех укçа-тенкĕпе пулăшакансен списокне те алă пусса пуçласа ячĕç. Шупашкарти Г.И. Тафаев профессор тата Чăваш Енри халăх ăстисен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Л.В. Балтаева 500-шер тенкĕ пачĕç. Эпир те, ялти тăванĕсем пуçланă тепĕр списока хутшăнса, кашни 2500-шер тенкĕ хутăмăр.
ЧНК ятĕнчен Тимĕр Тяпкинпа Анатолий Ухтияров Пушкăрт енчи чăвашсене те çак сăваплă ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каларĕç. Паллă патриота хисеплекенсем, чăваш хастарĕсем, кам мĕн чухлĕ ыр кăмăлтан параять, Сбербанк картти çине куçарма пултарать (карта номерĕ - 4276 8060 1639 6136). Эпир шутланă тăрăх, урăх региона кайса эксгумаци ĕçне тума тата икĕ çĕрте палăк хатĕрлесе лартма, паллах, тăкаксем пысăк пулмалла. Çак сăваплă ĕçе вĕçлесен ЧНК ячĕпе укçа-тенкĕ енĕпе тĕплĕ отчет хатĕрлесе хастар пулăшакансене пурне те хаçатра пичетлесе палăртмалла пулĕ.
Шупашкарта эпир Г.Вантерăн Мавра ятлă йăмăкĕн хĕрĕ (Зинаида Григорьевна Сорокина) килĕнче хăнара пултăмăр. Гурий Иванович хăйĕн халалне виличчен ун патне çырса янă. Зинаида Григорьевна çак пархатарлă ĕçе тăванĕсемпе йĕркелеме тăрăшать.
Ятарласа Гурий Вантерăн тăван ялĕнче те пултăмăр. Унта, Зинаида Григорьевна сĕннипе, виççĕмĕш сыпăкри тăванĕпе, Олег Алексеевич Беловпа тата унăн мăшăрĕпе ял администрацийĕнче ĕçлекен Ираида Михайловнăпа курса калаçрăмăр. Вĕсем тăванĕсемпе калаçса татăлса кирлĕ хутсене хатĕрлеме, укçа-тенкĕ пуçтарма пуçланă. Çак пархатарлă ĕçе Чăваш Енри хастарсем те хутшăнаççĕ. Чăваш Енри Беловсен çемйипе 8-917-671-02-07 (Олег Алексеевич) тата 8-919-657-81-89 (Ираида Михайловна) телефонсемпе çыхăнма пулать. ЧНК вице-президенчĕ Тимĕр Тяпкин (унăн телефонĕ 8-903-358-07-50) паллаштарнипе, эксгумаци ĕçĕсене йĕркелес ĕçре ЧНК юрисчĕ С.В. Павлов документсем хатĕрлеме Беловсене пулăшма шантарчĕ. Гурий Вантерăн халалĕ пирки ыйтусем çуралсан, Пушкăртстанра информаци илмелли телефонсем: 8-917-433-77-27 (И.В. Ефимов) тата 8-917-402-41-27 (В.М. Ерохин).
Гурий Ивановичăн тăван ялĕнче пулнă хыççăн эпир Çĕрпÿ район администрацине кĕрсе тухма шутларăмăр. Район пуçлăхĕ вырăнта пулман пирки унăн çумĕпе Валерий Александрович Патшинпа курса калаçма тÿр килчĕ. Пире тимлĕн итленĕ хыççăн вăл район пуçлăхĕпе çак ыйтăва сÿтсе явăпăр терĕ.
Шупашкарта пире Афанасьевсен çемйи хăйсен килĕнче пысăк хăна шайĕнче йышăнчĕ. Сăмах май каласан, кил хуçин Иван Алексеевичăн (вăл Иван Васильевич Ефимовăн пуçанăшĕ пулать) мăшăрĕ Мария Исааковна Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарта аэроклубра вĕренсе Мария Исааковна Афанасьева (Никитина) ăмăртусенче «Спорт мастерĕ» ята илнĕ (высший пилотажпа). Вĕсем пире кил хуçин тăван енри Йĕпреçре чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçĕн, авалхи çурчĕсен музейне кăтартрĕç тата Çеçпĕл Мишшин тăван ялĕнчи музейĕпе паллаштарчĕç. Пысăк тав вĕсене пире пулăшнăшăн. Вĕсемсĕр эпир Чăваш Енри палăртнă ĕçсене ăнăçлă пурнăçласа ĕлкĕреймен пулăттăмăр.
Паллах, çак сăваплă ĕç Чăваш Республики 100 çул тултарнă ятпа пĕтĕм чăваш халăхĕн чăмăртанăвĕшĕн те, Чăваш наци Республикин сумне, патриотизм туйăмне çĕклес енчен те витĕмлĕ пулăм пулса тăрĕччĕ. Халĕ кăшăлвирус пандемийĕ чăрмав кÿрет пулсан та чăвашсен паллă патриочĕн - Гурий Вантерăн халалне манар мар, тăвансем!
Иван ЕФИМОВ, ЯРУХХА Витти,
чăваш наци академикĕсем.
Читайте нас: