Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Сентябрӗн 2020, 12:27

Кану кунĕсене ăçта ирттермелле?

Мурадăм ту хушăкĕ«Мурадăм ту хушăкĕ» çут çанталăк паркĕ, Пушкăртстанри чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри, Кугарчăпа Зилаир районĕсенче вырнаçнă.

Ăна 1998 çулта Пысăк Ик юхан шывĕ хĕррипе йĕркеленĕ. Паркăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 23 пин гектар ытла йышăнать. Асăннă вырăнăн тĕп уйрăмлăхĕ çĕр хăвăлĕсем пурри. Кунта вĕсен шучĕ 40 ытлана çитнĕ. Мурадăм ту хушăкĕн паллă çĕр хăвăлĕсен шутне Кивĕ Мурадăм‚ Çĕнĕ Мурадăм тата Голубиный грот кĕреçĕ.
Кивĕ Мурадăм çĕр хăвăлĕн вăрăмăшĕ - 210 метр. Унăн стенисем çинче хĕрлĕ охрапа ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксем пур. Вĕсен çÿлĕ - 10 пине яхăн. Шел‚ паллă вырăна килсе çÿрекенсем çĕр хăвăлĕн стенисене хăрăмлатса пĕтернĕ. Çавăнпа унăн иккĕмĕш ячĕ Копченая та пур.
Çĕнĕ Мурадăм çĕр хăвăлĕ чи вăрăмми шутланать. Унăн пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕ 1850 ‚ тарăнăшĕ 108 метрпа танлашать. Гротсен ячĕсем те хăйне евĕрлĕ: Концерт Залĕ‚ Топограф Приючĕ‚ Ырă Фейăсен грочĕ‚ Геолог Ĕмĕчĕ тата ыт.те.
Голубиный гротра палеолит вăхăтĕнче çынсем пурăннă. Çак археологи палăкне археологсем 1960 çулта тупнă. Голубиный грот вăрăмăшĕ - 69 метр. Унта кĕмелли вырăнĕ питĕ пысăк - сарлакăшĕ 18‚ çÿллĕшĕ 3 метр.
Ледовая çĕр хăвăлĕ те хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Çулталăкĕпе унăн тĕпĕнче 0‚5 метрлă пăр выртать. Çĕр хăвăлĕн тăршшĕ - 72 метр.
Мурадăм ту хăвăлĕ флорăпа тата фаунăпа пуян. Кунта 500 яхăн ÿсен-тăрана‚ сĕтпе тăранса пурăнакан (млекопитающие) 40 чĕр-чуна‚ 122 тĕрлĕ кайăка‚ 5 тĕрлĕ çĕлен-калтана‚ 5 тĕрлĕ амфибие тата 9 тĕрлĕ пулла курма пулать.
Туристсен ытларах пайĕ Кивĕ Мурадăм çĕр хăвăлĕ çывăхĕнче чарăнать. Мĕншĕн тесен кунта лагерьсем валли ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ.
Читайте нас: