Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Сентябрӗн 2020, 13:20

Масар çинчи çÿп-çап кама кирлĕ?

Пĕр вăхăтра «Экология-Т» ООО çÿп-çап турттарнишĕн укçа пухма вилнĕ çынсемшĕн те квитанци ярса пани пирки халăх пăлхав çĕкленине астăватăр пулĕ. Паянхи кун тĕлне çак ыйтăва татса пачĕç‚ çынсем шăпланчĕç.

Нумай пулмасть Пелепей районĕнчи Брикалга ялĕнче пурăнакансем çак пăтăрмаха тепĕр хут аса илчĕç. Масар территорине тасатма субботник йĕркеленĕ вăхăтра çакă паллă пулчĕ: хытă каяшсене илсе тухмалли закон проектне хатĕрленĕ чух масар çинчи çÿп-çапа шута илмен иккен. Вилнисем каяшсем пухмаççĕ‚ пухсан та вĕсем тÿлеме пултараймаççĕ.
Масар çинчи çÿп-çапа (çулнă курăк‚ хăрăк турат) çунтарма юраманнине асăрхаттарсах тăраççĕ. Унчченхи пек варсенче свалкăсем йĕркелеме те ирĕк памаççĕ. Пухнă çÿп-çапа хытă каяшсен полигонне илсе тухма халăхăн кирлĕ транспорчĕ çук. Ăна тара тытма укçа-тенкĕ çитерсе пулмасть.
Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри тĕп управленин пушара хирĕç кĕрешекен службин 12-мĕш пушарпа хăтару отрячĕн 43-мĕш чаçĕн начальникĕн çумĕ Вадим Хасанов çакна пĕлтерчĕ:
- Пушкăртстан Республикин вăрман фондĕнче пушар хăрушлăхĕн 4 класлă тапхăрĕ 19 муниципалитетра сыхланса тăрать. Кунта Элшейпе Абзелил‚ Баймакпа Пелепей‚ Буздякпа Бурзян‚ Зилаирпа Кугарчă‚ Кушнаренковăпа Куюргазă‚ Мелеузпа Çтерлĕпуç‚ Çтерлĕпе Туймазă‚ Федоровкăпа Хайбулла‚ Чекмагушпа Чишма районĕсем тата Ĕпхÿ хула округĕ кĕреççĕ. Пушар хăрушлăхĕн 4 класлă тапхăрĕнче граждансене вăрмана кĕрсе çÿреме чарнă. Унсăр пуçне вăрман çывăхĕнчи туристсен чарăну территорийĕсенче кăвайт чĕртме юрамасть. Çавăн пекех садсемпе пахчасенчи çÿп-çапа çунтарма юраманнине те аса илтеретпĕр.
Чĕртнĕ шăрпăк пĕрчине типнĕ курăк хушшине‚ сÿнтермен пирус-сигарет тĕпне ăçта килчĕ унта пăрахма юраманнине те палăртса хăвармалла. Унсăр пуçне вăрманта бензинпа‚ керосинпа тата çунакан шĕвексемпе вараланнă материалсене‚ вăрман уçланкинче бутылка‚ кĕленче татăкĕ тата ытти çÿп-çапа пăрахса хăварма юрамасть.
«Экология-Т» ОООн килĕшÿсем тăвакан уйрăмĕн начальникĕ Регина Прокопьева:
- 1998 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнчен вăй илнĕ «Производствăри каяшсем тата вĕсемпе усă курасси пирки» 89№ Федераллă саккунăн 1-мĕш статйи çакна палăртать: хытă коммуналлă каяшсен шутне çынсем куллен усă курнă хыççăн пурăнмалли çуртсенче пухăнакан каяшсем‚ çавăн пекех çынсем усă курнă хыççăн тепĕр хут усăланма юрăхсăр таварсем кĕреççĕ. Çак категорине уйрăм предпринимательсемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕ хыççăн пухăннă каяшсем кĕнине те палăртмалла.
89№ Федераллă саккунăн 24‚7 статйипе килĕшÿллĕн харпăрçăсем регионти операторсемпе каяшсене пуçтарнăшăн‚ турттарнăшăн тата вĕсемпе усă курнăшăн килĕшÿ тумалла. Каяшсене турттарнăшăн çирĕплетнĕ тарифа пăхăнса тÿлемелле.
Лартнă ÿсен-тăрана пăхнă чух пухăнакан каяшсем (çÿлерех асăннă туратсемпе çапăсем‚ çулçăсем‚ йывăç юлашкисем) 89№ Федераллă саккун йышăннă ăнлантарăва кĕмеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пурăнмалли çурт тулашĕнче пухăннă каяшсем шутланаççĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: масар çинчи çÿп-çапа илсе тухас тесен укçа-тенкĕ пухмалла‚ спонсорсене шырамалла. Апла пулсан вилнисемшĕн пурпĕрех тÿлеме тивет.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: