Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Сентябрӗн 2020, 13:17

«Пире тăван кĕтсе тăрать» юрă пуххи пичетленсе тухрĕ

Чăваш çынни ĕмĕрех юрлама юратнă. Юрă йывăр ĕçре хавхаланса, кал-кал вăй хума пулăшнă, уявра савăнăç парнеленĕ. Чĕрене хуйхă-суйхă касать-и, тунсăх пусать-и, пĕчченлĕх аптăратать-и - пĕр юрă çаврăмĕ ĕнĕрлесенех çăмăлрах пек. Кĕвĕ-çемĕ пирĕн халăх пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ваттисен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ: «Лайăх юрă вилĕмсĕр. Юрă - чун уççи. Юрă вилнĕ çынна та чĕртнĕ тет. Лайăх юрă сассипе макăракан ача та макăрма чарăнать…»

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Пире тăван кĕтсе тăрать» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унта шăпах халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсем кĕнĕ. Кĕнекене Геннадий Кириллов пухса хатĕрленĕ, редакторĕ - Валерий Алексеев, ӳнерçи - Светлана Бритвина. Тиражĕ - 3000 экземпляр.
Юрă-такмак пуххине кĕнĕ хайлавсене пĕччен те, ушкăнпа та юрлама юрать. Нумайăшĕ паллă юрăçсен, художество коллективĕсен тата эстрада ушкăнĕсен репертуарне кĕнĕ. Кăларăм «Тăван çĕршыв» Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕпе тата «Алран кайми» чăваш халăх юррипе пуçланать. Кĕнеке пĕтĕмĕшле çичĕ пайран тăрать. «Чăваш çĕрĕ-шывĕ» сыпăк тăван кĕтесе, Чăваш çĕрне, çуралнă яла халалланă юрăсене пĕрлештерсе тăрать: «Чăваш çĕрне килсе курсамăр», «Янташлăх юрри», «Тăван ялăм», «Пĕчĕк юхан шыв»…
«Тăван хуламăр - Шупашкар» пайра тĕп хуламăрпа мăнаçланни, унăн илемĕпе киленни мала тухать. Кунта «Шурă Шупашкар», «Юрату сӳнмест чĕрере», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?», «Шупашкар каçĕсем», «Шупашкара кил» тата ытти юрăпа паллашма пулать.
«Чунăма чи çывăх тăвансем…» ярăмра атте-аннене сума-суни, тăвансемпе уяв кĕрекинче савăнни, тĕлпулушăн хĕпĕртени тĕпре. Чылайăшĕ халăхра анлă сарăлнă ĕнтĕ. Вĕсене эпир радиопа та, телевизорпа та тăтăшах илтетпĕр, сăмахĕсене тахçанах астуса юлнă. Кам пĕлмест-ши, сăмахран, «Пĕррехинче çурхи лăпкă каç», «Тĕнче тытăмĕ - анне», «Аннене анне тееççĕ», «Ман аттен çуралнă кунĕ», «Аттепе анне пулсассăн», «Атте лаша панă пулсан», «Эп телейлĕ хĕрарăм», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Кукаçипе куками», «Кăрчама», «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?», «Вĕç-вĕç, куккук», «Çичĕ чӳрече» тата ытти юрăсене? Хăшне-пĕрне халăх юрри пекех йышăнаççĕ чăвашсем. Кĕнекере сăвă тата кĕвĕ авторĕсене палăртнă, çавăнпа юратнă юрра кам çырнине-кĕвĕленине пĕлме кăсăклă пулĕ.
«Ан пурăнăр пĕр кун та юратмасăр…», «Ай-хай юрату - çамрăк чуншăн ырату…», «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?..» пайсенче хĕрӳ туйăмсем хуçаланаççĕ. Çепĕçлĕхпе юнашарах кĕвĕçĕвĕ, савăнăçĕпе çумăн хурланăвĕ çӳрет, йăл-кулă куççульпе ылмашăнать. Йăлтах - юратăва пула. «Юрă пыл та мар, çу та мар, çапах та унсăрăн пурăнма çук», - тенĕ ваттисем. Юрăсăр юратма та çук-тăр. Чун туртăмне, вăрттăн шухăшсене пĕлтерме вăл темрен те аванрах пулăшать. Сасăпа калама вăтаннине шăрантарса пама пулать. Тен, савнă тус шахвăртнине сисĕ?..
Шăпчăксем хавассăн юрă пуçласан,
Çĕмĕртсем шап-шурă чечеке ларсан,
Ан кĕттерччĕ, тусăм, хăвăртрах килсем,
Сансăр пурнăç çуккă, эс çавна пĕлсем.
(«Ан кĕттерччĕ, тусăм».)
«Пурăннă чух савăнмалла» пай пĕтĕмлетӳ пĕлтерĕшлĕ туйăнать. Кунта «Ĕмĕр сакки сарлака…», «Сас паракан пулмарĕ», «Пулăпăр-ха пĕрле», «Линкка-линкка», «Илемлĕ, илемлĕ» тата ытти юрă кĕнĕ. Пурнăç хăналăх пулнине, çавăнпа кашни саманта хакламаллине аса илтереççĕ вĕсем.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Читайте нас: