Кашни ял-хулан хăйĕн визит карточки пур. Ытларах чухне вăл йăлана кĕнĕ пĕр-пĕр уявпа çыхăннă. Авăркас районĕнчи Кепеç ял хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн Чечексен кунне ирттересси кашни çулах пурнăçа кĕрсе пырать. Кăçал ăна кепеçсем 25-мĕш хут йĕркеленĕ. Çакă, паллах, ырă пуçарăва манманнине çирĕплетет.