Пĕррехинче Ульха кранри шыв кап! кап! туса ларнине асăрхарĕ.
- Ай, анне, сан кранусем шыв юхтараççĕ иккен, - терĕ амăшне асăрхаттарса.
- Юхтараççĕ çав, хĕрĕм, - сăмах хушрĕ амăшĕ. - Юсакансене темиçе хутчен те чĕнтертĕм, усси пулмарĕ. Укçине пин тенкĕрен те ытла илсе каяççĕ, анчах шывĕ çаплах юхма чарăнмасть.
- Паян кая юлтăм ĕнтĕ, юлашки маршрут çине ĕлкĕрес пулать. Ыран ирпе кĕрсе юсаса хăварăп, - терĕ хĕрĕ амăшне хирĕç.
- Эй, ачам, эс çавна та юсама пĕлетĕн-и? - ыталарĕ хĕрне амăшĕ.
Тепĕр ирхине Ульха кирлĕ инструменчĕсене илчĕ те амăшĕ патне кайма пуçтарăнчĕ. Çула май пасара кĕрсе саппас пайсем туянса трамвай чарăнăвне васкарĕ.
- Акă эпĕ çитрĕм, - терĕ Ульха амăшне сывлăх сунса.
- Атя, ирт, - терĕ амăшĕ хавассăн.
Ульха кивĕ халатне тăхăнчĕ те шыв тытман крана юсама пуçларĕ.
«Халех эс, кран, юхма чарăнăн», - калаçрĕ Ульха кранпа. Чăн та, нумай та вăхăт иртмерĕ, икĕ кранĕ те тăп! тесе шыв юхтарми пулчĕç. Амăшĕ хĕрĕн пултарулăхĕнчен савăнса та тĕлĕнсе ним калама аптраса тăчĕ.
Георгий ТИХОНОВ. Салават хули.