Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Сентябрӗн 2020, 14:34

Фермер ĕçĕ - чун туртăмĕ

Вăйлă тыр-пул ÿстерме мĕн чухлĕ вăй-хал, ăсталăхпа хастарлăх кирлĕ. Çакна çĕр ĕçĕпе çыхăннă çын кăна пĕлет. Ял хуçалăх производствин технологине çирĕп пăхăнса пымалла, çĕрпе, удобренисемпе, техникăпа тата ытти пурлăхпа туллин усă курмалла, ял хуçалăх наукин çитĕнĕвĕсемпе малта пыракансен опытне ĕçе кĕртмелле... Кăçал республика уй-хирĕнче япăх мар тыр-пул çитĕнчĕ. Ăна лайăх пахалăхпа, тăккаламасăр пухса кĕртесси - кашни хуçалăх умĕнче тăракан паянхи çивĕч задача.

Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ Виктор Николаев хресченпе фермер хуçалăхне 21 çул каялла пуçарса янă. Пелепейĕнчи совхоз-техникумĕнче техник-механик специальноçне алла илнĕскер хăй пĕлĕвне ял хуçалăхĕнче пурнăçа кĕртме шут тытнă. Унсăр пуçне çамрăка çак ĕçе пуçарса яма ашшĕ - Владимир Михайлович - тĕслĕхĕ те хавхалантарнă.
- Ялта çуралса ÿснĕ çынна çĕр хăй патне туртатех. Вăй хума пĕлсен вара унăн ытамне ытларах та ытларах кĕрсе пыратăн. Фермер хуçалăхĕ йĕркелени ман пурнăçа урăх сĕм кĕртрĕ, тĕнче çине урăхла пăхма пуçларăм, - тет В.Николаев кăмăллăн.
Паллах‚ ĕçе пуçласа яма çăмăл пулман. Çав вăхăтра уншăн пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕçе йĕркелеме Виктор Владимировичăн пысăках мар çĕр лаптăкĕ пулнă. Паянхи кун вăл 1300 гектара çитнĕ. Малашлăхра КФХ пуçлăхĕ ака-суха лаптăкне 2000 гектара çитересшĕн. В.Николаев çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçлас тесе пайçăсен тата район фончĕн çĕрĕсене арендăна илет. Аренда килĕшĕвĕ тăрăх‚ ял çыннисене - тырă‚ район фондне - укçа-тенкĕ. Çакнашкал меслет - ытти хуçалăхсенче те анлă сарăлнă «схема». Виктор Владимирович хуçалăхĕнче техникăпа пурлăх бази те пуян:
- Ĕç çи ăнăçлăхĕ техника епле ĕçленинчен нумай килет. Тыр-пул пуçтарса илме пирĕн «Acrоs-550»‚ «Acrоs-585» çĕнĕ саманана тивĕçтерсе тăракан комбайнсем пур. Пĕрремĕш хир карапне пĕлтĕр 7 млн тенкĕ парса туянтăмăр пулсан‚ теприне кăçал 10 млн тенкĕлĕх илтĕмĕр. Вĕсемпе Герман Николаев тата Алексей Черепанов ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне кăçал пирĕн хуçалăх RSM 2375 тракторлă та пулчĕ. Канада тракторне Ростсельмаш пуçтарнă. Унăн хакĕ 11‚5 млн тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех запасра К-700 та тăрать. Çак техникăсем çинче Игорь Семеновпа Юрий Васильев вăй хураççĕ. Çу паракан тата пăрçа йышши культурăсене вырмалли‚ кăшман кăлармалли жаткăсем туянни те ĕçре нумай пулăшаççĕ. Пухса илнĕ тыр-пул тухăçне упрама 4 склад пур. Нумай пулмасть ял халăхне сутмалли улăм валли 5-мĕш склад уçрăмăр‚ - терĕ КФХ пуçлăхĕ Виктор Николаев.
Трактор-машинăран «аслă» текенни 43 çулта. Анчах трактор çине пăхсан ун пек калаймăн. Хуçи ăна тирпейлĕ тытнăран вăл нумай пулмасть заводран тухнă пек курăнать. Çакă хуçалăхра хурçă «утсене» юсама запчаçсем çителĕклĕ илеççĕ тенине пĕлтерет. Усă курманнисене, çаклатса çÿремелли хатĕрсене хĕлле хÿтлĕхе лартаççĕ.
Августра кĕр аки пуçланать. Çĕр ĕçченĕсем ăна тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Виктор Владимирович каланă тăрăх‚ август уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне вĕсем кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ. 300 гектар çинчи ырашпа (115 га) тулла (185 га) вырса-çапса пĕтернĕ. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ‚ 1 гектар пуçне шутласан‚ 35 центнерпа танлашнă. Кăçал пăрçа йышши культурăсем кунта 100 гектар йышăннă. Çак культурăна фермер 3 çул каялла акма пуçланă иккен. Вĕсене те вырса тата çапса тĕшĕлес ĕçе вĕçленĕ. Пăрçа тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 25 центнерпа танлашнă. Унсăр пуçне çĕр ĕçченĕсем хура тула‚ сахăр кăшманĕпе хĕвел çаврăнăшне те пуçтарса илнĕ. Кăçалхи тухăç çине çанталăк условийĕсем пысăк витĕм кÿнĕ. Çакна Виктор Владимирович фермер та палăртать.
Пĕччен сурнипе кÿлĕ нихăçан та пулмасть, çĕрпе те пĕччен ĕçлесе тухăç илесси пирки шухăшламалли те çук. В.Николаев тылĕ чăннипех те çирĕп. Техника паркне çитсен кунта чăн-чăн хресчен туйăмлă çынсем ĕçленине курма пулчĕ. Агрегатсене ĕçе лайăх пĕлекен, опытлă механизаторсене шанса панă. Йĕтем çинче ялти арçынсем тăрăшаççĕ. Яланах кунта ĕçлекенсем - тăваттăн. Герман Николаев хуçалăхра 14 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Алексей Черепанов вара 7-мĕш çул кунта тăрăшать. Юрий Васильевпа Игорь Семеновăн ĕç опычĕ сахалрах пулсан та кирек мĕнле ĕçе тума ăста‚ тĕрлĕ техникăпа та çÿреме пултараççĕ.
- Хĕрÿ тапхăрта çак çынсем туслăн та пĕр шухăшлăн тăрăшаççĕ. Вĕсене шанса панă ĕçе чунтан тăрăшса тÿрĕ кăмăлпа‚ яваплăха туйса пурнăçлани уйăрса тăрать, - пуçланă калаçăва малалла тăсрĕ хуçалăх пуçлăхĕ.
Мĕнле туслăн ĕçлесен те ĕç çи вăхăтĕнче ĕç алли çитменни палăрать. Çавăнпа фермер сезон вăхăтĕнче ял çыннисене ĕçлеме илет. Çĕр ĕçченĕ кунта пысăк хисепре пулнине палăртса хăвармалла. Çур акире‚ вырмара механизаторсене кунне икĕ хут вĕри апат çитереççĕ.
Кĕр акине вăхăтра, пахалăхлă ирттерни - вăйлă тыр-пул никĕсĕ. Çавăнпа кунта вăрлăхсене çуллен çĕнетсе тăраççĕ. Виктор Николаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕ малтанах паха сортсен элита вăрлăхĕсене хатĕрленĕ. Вĕсене фермер республикăра тата республика тулашĕнче туянать.
Уй-хир пушаннă‚ кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ. Апла хаш! сывласа яма та пулать. Анчах çĕр ĕçне чунтан парăннă çыншăн ĕçĕ тупăнсах тăрать. Паянхи кун хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ тухăçа вырнаçтарассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлать. Унăн ĕçченĕсем вара кÿршĕ хуçалăхсене тыр-пул пухса илме пулăшаççĕ. Виктор Владимирович умри йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнать.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ,
Уйăлка ялĕ.
Читайте нас: