Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Сентябрӗн 2020, 13:22

Кану кунĕсене ăçта ирттермелле?

Ямантау тăвĕБелорецк хулинчен çурçĕрелле вăрттăнлăхсемпе‚ каварлашсемпе (интриги) тата каварсемпе пуян кĕтес - Ямантау тăвĕ - вырнаçнă. Вăл Кăнтăр Уралти чи пысăк тусенчен пĕри шутланать. Унăн çÿллĕшĕ - 1640 метр.

Пушкăрт чĕлхинчен куçарсан «Яман» - «начар»/«япăх»‚ «Тау» ту тенине пĕлтереççĕ. Мĕншĕн апла ят панине ăнлантарса панă:
1) Ту çывăхĕнче упасем йышлă пурăнаççĕ. Вĕсем вырăнти халăхпа туристсене сахал мар тăрмашу кÿреççĕ.
2) Чăнкă та иртме йывăр тăвайккисем. Вĕсем пысăк чул катрамĕсемпе витĕннĕ. Апла пулсан кунта выльăхсене кĕтме хăрушă.
3) Çут çанталăкăн хаяр факторĕсем: çăра тĕтре - çавна пула сехечĕпе аташса çÿреме пулать; юрлă тÿпесем - вĕсем август уйăхĕччен те çухалмаççĕ; тайгаллă тата шурлăхлă вырăнсем; кĕтмен çĕртен улшăнакан çанталăк.
Асăннă сăрт-ту Кăнтăр-Урал çут çанталăк заповедникĕнче вырнаçнă. Вăл хăйĕн историне пĕлнĕ пек тулти тĕнчерен уйрăлнăн туйăнать: хĕвел анăç енчен ăна Нара‚ çурçĕртен - Машак‚ хĕвел тухăç енчен Кумардак‚ кăнтăртан вара Белятур тата Юша ту хырçисем (хребты) хÿтĕлесе тăраççĕ.
Ямантау тăвĕпе çыхăннă халапсем
1960-мĕш çулсенче çак вырăна тĕрлĕ шайри профессионалсем - геологсем‚ проект тăвакансем‚ строительсем - пухăнма тытăннă. Çавăн чухне ту çинче чи вăрттăн çар объекчĕ хăпартнă. Совет Союзĕ аркансан стройкăна чарса лартнă. Анчах 1990 çулсенче ăна çĕнĕрен пуçарса янă. Çапла майпа кунта бетон завочĕ‚ сăрт-ту комбиначĕ вăй илнĕ. Тĕрлĕ шухăшсем тăрăх‚ асăннă объектсемсĕр пуçне тата ыттисем те пур. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнни‚ вĕсене çутăпа‚ çыхăну линийĕпе тата метропа тивĕçтерни çинчен те сăмах çÿрет.
Чи анлă сарăлнă халап - ту ăшĕнче В.В. Путинăн вăрттăн бункерĕ вырнаçни. Инкек сиксе тухсан вăл çавăнта пытанма тата пĕр вăхăт пурăнма пултарать иккен. Çак сас-хурана журналистсем кăларса янă. Вĕсем 2000 çул пуçламăшĕнче В.В. Путин Абзаково тупа сăрт курортĕнче канма юратнă тесе пĕлтернĕ. Курорт çывăхĕнче Ямантау тăвĕ пулнине те палăртса хăварнă.
Иккĕмĕш халаппа килĕшÿллĕн кунта В.В. Путинăн пулас резиденчĕ тата команда пункчĕ вырнаçнă. Унсăр пуçне кунта çĕршывăн çĕр айĕнчи пуянлăхне‚ укçа-тенкĕ саппасне илсе килеççĕ теççĕ.
Тĕрлĕ сас-хура сарăлсан та паянхи кун пĕрне те çирĕплетсе калама май çук. Вĕсене шанассипе шанмасси - кашни çыннăн уйрăм ĕçĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: