Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Сентябрӗн 2020, 14:22

Ĕмĕр урлă каçнă пĕлÿ çурчĕн алăкĕсем яланах уçă

Нумаях пулмасть редакцие Авăркас тăрăхĕнчи Нукасак ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Анфиса Павловна Антонова (Васильева) шăнкăравларĕ. Вăл хăй пĕлÿ илнĕ Пелепейĕнчи педагогика училищин (халĕ гуманитарипе техника колледжĕ - авт.) шăпипе кăсăкланать.

Анфиса Павловна ыйтнине тивĕçтерес тесе асăннă вĕрентÿ заведенийĕн педагогика уйрăмĕнче педагогика преподавателĕ пулса ĕçлекен Елена Ивановна Каримовапа çыхăнтăмăр. Елена Ивановна хăй те 1986-1990 çç асăннă училище студенчĕ пулнă. Халĕ вара çамрăксене учитель профессине алла илме пулăшать.
Пушкăртстан Республикинчи Пелепей хулинчи Советский урамĕнче хĕрлĕ чултан тунă капмар та илемлĕ çурт ларать. 1986 çулта анне мана çакăнта вĕренме илсе килчĕ. Унтанпа 30 çул иртрĕ, эпĕ каллех кунта. Вун çичĕ çул ĕнтĕ преподаватель пулса тăрăшатăп.
Учитель - тĕнчери чи авалхи, чи яваплă профессисенчен пĕри. Вăл паянхи куншăн та питĕ актуаллă, мĕншĕн тесен обществăна кирек хăçан та воспитани тата пĕлÿ паракансем кирлĕ. Учитель вӗренекенсене ачалӑх, çамрӑклӑх ҫулӗсем витӗр ертсе пырать. Вăл кулленех паттăрла ĕç тунине вара нумай чухне никам та асăрхамасть.
Тĕрлĕ информаципе тата пăлханупа тулнă паянхи общество пӗр-пӗрин хаярлӑхне ӳстернипе палăрса тăрать. Хальхи вăхăтри фильмсем, программӑсем, компьютер вӑййисем усал пулăмсемпе тулнӑ. Ҫакӑ паянхи куншăн йӗркеллӗ пек шутланать. Хальхи çамрӑксем кӗнеке вулас вырăнне компьютер вӑййисем выляма, театра боевикпа, спорт вӑййисене тĕрлĕ ушкӑнсене çÿренипе улăштарма кӑмӑллаҫҫӗ. Ку - вĕсен ирĕкĕ. Шкула çÿресси çеç ачасен тивĕçĕ шутланать. Шăпах пĕлÿ çуртĕнче ачан ӳт тӗсне, социаллӑ шайне пӑхмасӑрах пӗр-пӗринпе чӑтӑмлă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, юратма вĕрентеççĕ.
Педагогика колледжӗ Пелепей хулинчи чи ватă вĕрентÿ учрежденисенчен пĕри шутланать. Вăл ҫултан ҫул тӗрлӗ шкулсенчен студентсем йышӑнса, пуçламăш, вăтам шкул учителĕсене, шкул çулне çитичченхи учрежденисен воспитателĕсене вĕрентсе кăларать. Халĕ ĕнтĕ вăл (2014 çултанпа) Пелепейĕнчи гуманитарипе техника колледжӗн педагогика уйрӑмӗ шутланать.
Пелепейĕнчи педагогика колледжне 1914 ҫулта Пелепейĕнчи учительсен семинарийӗ пек йӗркеленӗ. Учительсен семинарийĕн никĕсĕ çинче вырăс тата тутар педагогика курсĕсем пуçарса янă. 1922 ҫулта вӗсене Пелепейĕнчи тутар-пушкӑрт педагогика техникумне пӗрлештернӗ. Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Пелепейĕнчи педагогика училищи туса хунă. 1969 ҫулта училище «ВЛКСМ 50 ҫул тултарнӑ» хисеплӗ ята тивĕçнĕ. 1982 ҫулта шкул çулне çитичченхи уйрăм ĕçлеме пуҫланă. 1994 ҫулта пушкӑрт, 1996 ҫулта «Технологи» уйрӑмӗсем уҫӑлнă. 2001 ҫулта училище педагогика колледжӗн статусне илме тивĕçнĕ.
Педагогика колледжӗн 100 ҫулхи историне Л.Г. Габидуллина, И.М. Салихов, С.Г. Иванов, А.И. Кудряшова, И.К. Загребин, И.М. Порваткин, Р.Ш. Хисамутдинова, Л.Д. Сущенко, Л.Г. Габидуллина, Г.А. Алексеев, Х.Л. Яхина, А.Н. Тихонов, М.Н. Тихонова, Н.А. Бочкова, Л.В. Евграфова, Г.А. Лаврова, В.А. Иванова, Т.Т. Валеева, Л.М. Сулейманова тата ытти вĕрентекенсен ячĕсем кĕнĕ.
Паян кун колледжра куçăн мелпе «шкул çулне çитичченхи вĕрентÿ», «пуçламăш классенче вĕрентесси», «пуçламăш классенчи коррекциллĕ педагогика» тата куçăн мар мелпе «шкул çулне çитичченхи педагогика» специальноçсене алла илме пулать.
Колледж нумай правительство наградине тивĕçнĕ. Çав шутра ПАССР Аслă Канаш Президиумĕн, КПСС Тĕп комитечĕн, СССР Министрсен Канашĕн, ВЦС ПС тата ВЛКСМ Тĕп комитечĕн, СССРпа РСФСР Çут ĕç министерствисен тата ытти Хисеп хучĕсем те пур.
Колледж выпускникĕ, поэт-фронтовик, тутар поэзийĕн классикĕ Фатих Карим колледж ятне чапа кăларнă. Ун ячĕллĕ литература премийĕ пур. Ăна çак кивĕ вĕрентÿ çуртĕнче çулсерен иртекен «Хавхалану çăлкуçĕсем» регионсем хушшинчи поэзи фестивалĕн çĕнтерÿçисене парса чыслаççĕ.
Пĕр ĕмĕр урлă каçнă вĕрентÿ учрежденийĕ хăйĕн кун-çулĕнче республикăри вĕрентÿ заведенийĕсем валли 16000 специалист вĕрентсе кăларнă. Вĕсен шутĕнче - К.Ф. Андреев, П.Е. Васильев, А.Ф. Гнусин, В.Ф. Тарасенко Совет Союзĕн Геройĕсем; А.П. Кузнецов Мухтав Орденĕн тулли кавалерĕ; С.Ю. Субаев, И.К. Якушев СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕсем; А.А. Юлдашев, С.Н. Тайчинов, И.Г. Кадыров, Р.С. Аюпов, А.З. Рахимов, И.Н. Никифоров паллă ăсчахсем; Т.И. Аминев, Л.С. Багаутдинова, В.Г. Михайлова, Е.А. Никитина РФ тата ПР тава тивĕçлĕ учительсем; Ф. Карим, Г. Кашшаф, Г. Латып, Т. Тагиров, Ю. Гарей, Ф. Вуколов-Эрлик çыравçăсем; А.Н. Алимасов Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; Р.М. Бикмухаметова РСФСР тава тивĕçлĕ икусство деятелĕ; С.Г. Латыпов, М.Х Хузин ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, журналистсем.
Лицензипе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра колледжра вăтам звено специалисчĕсене тата 14 специальноçпе служащисем, 16 профессипе вăтам професси пĕлĕвĕ илеççĕ.
Паян кун педагогика уйрăмĕнче наука кандидачĕсем, хисеплĕ ята илнĕ педагогсем, ПР тава тивĕçлĕ учителĕсемпе вĕрентÿ отличникĕсем тăрăшаççĕ.
Çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕ кĕртнĕренпе кашни çулах преподавательсен 20-30% квалификаци ÿстереççĕ, семинарсемпе стажировкăсенче пулаççĕ.
Шкул педагогикипе психологин ятарлă комиссийĕн йышĕнче аслă категориллĕ преподавательсем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ çулсенче çак вĕренÿ заведенийĕнчех пĕлÿ илнĕ: А.Р. Шаяхметова, Е.И. Каримова, Е.Ю. Сиротюк, В.А. Кузнецова, И.Р. Рашитова. Маларах çак йыша педагогика тата психологи преподавателĕсем Л.Д. Сущенко, Л.Н. Емельяненко, Л.Г. Габидуллина тата ытти профессионалсем кĕнĕ.
Пирĕн вĕренÿ заведенийĕн историйĕ питĕ пуян. Ирĕксĕрех «мĕне пула пирĕн училище çакăн пек çитĕнÿсем тунă?» текен ыйту çуралать. Паллах, ăслă та итлекен, хăш чухне итлемен, анчах ачасене юратакан, вĕсем патне туртăнакан ырă студентсене пула.
Колледжа 9 тата 11 класс вĕренсе пĕтернĕ шкул ачисене илеççĕ. Вырăн пур чухне хушма набор та пулать. Колледжа вĕренме кĕрессипе çыхăннă информацие колледжăн официаллă сайтĕнче (www.fgobmst.ru) пĕлме пултараççĕ.
Хăй пурнăçне ачасене халаллама шутланă çамрăк ăрăва эпир хапăл тусах кĕтетпĕр.
Елена КАРИМОВА,
шкул педагогикипе
психологийĕн ятарлă комиссийĕн преподавателĕ.
Пелепей хули.
Читайте нас: