Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Сентябрӗн 2020, 13:32

Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВА

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ аннене, сăваплă та хисеплĕ кукамая Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗ, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗ, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑ пуриншĕн те хаклă аннемӗре, кукамая ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Нихӑҫан та хавшами ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, иксӗлми телей, пархатарлӑ кун-ҫул, вӑрӑм ӗмĕр сунатпӑр.
Пурнăç çулĕ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăху.
Тулăх кĕр пек пуянлантăр
Ырăпа сан кăмăлу.
Çĕнĕ ĕмĕт вăй-хал кÿтĕр,
Сиртĕр йывăр кунсене,
Чун ăшши нихçан ан сÿнтĕр
Сан хĕвеллĕ чĕрÿнте.
Хĕрÿллĕ салампа - Людмила хĕрĕпе Александр кĕрÿшĕ,
Алеша, Света, Дима, Алена мăнукĕсемпе вĕсен мăшăрĕсем
тата кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: