Çывăх çыннăмăра çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Ĕмĕрÿ инçе çул евĕр вăрăм, сывлăху чăваш юманĕ пек çирĕп пултăр. Пурнăçри кашни самант савăнăçпа тулса питÿ çинче яланах йăл-кулă çиçтĕр. Малашне те хальхи пек мăнукусемпе, ывăлу-кинÿсемпе, хĕрÿ-кĕрĕвÿсемпе, тăван-хурăнташусемпе, тăхлачу-хăтусемпе килĕштерсе, киленсе пурăнмалла пултăр. Çĕр çинчи мĕн пур ырри санпа пĕр çулпа уттăр. Яланах çакăн пек уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пул. Эпир санпа мăнаçланатпăр.
Саншăн çутаттăр илемлĕ çут çăлтăр,
Саншăн çĕклентĕр ăш пиллĕ хĕвел.
Савăк саркайăк çĕн юрă юрлатăр,
Сунатпăр сывлăх та пысăк телей.
Ăшă салампа - Зоя хĕрĕпе Эдуард кĕрÿшĕ, Ангелинăпа Виктор мăнукĕсем, Татьяна мăнукĕпе Андрей кĕрÿшĕ.