Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Сентябрӗн 2020, 13:51

Йăмранри «Алексей Маресьев»

Алексей Филиппович Васильев Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1939 çулта çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсен малалли пĕлĕвне Ĕпхÿри кооператив техникумĕнче тăснă. Кунта Алексей летчиксем хатĕрлекен ДОСААФ кружокне çÿренĕ. 1943 çулта çамрăк качча Кармаскалă район çар комиссариачĕ Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ.

Алексей Васильев 108-мĕш аваиаци полкĕн инçете вĕçекен самолет летчикĕ пулнă. Авиаци чаçĕсем Тĕп Ставкăна (И.В. Сталина) тÿрремĕнех пăхăнса тăнă. Çавăнпа вĕсем тăшманăн пысăк та пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене çеç тĕп тунă. Çак дивизине 1942 çулхи март уйăхĕнче йĕркеленĕ. Вăл хăйĕн çар тивĕçĕсене Çурçĕр-Хĕвел анăç фронтĕнче пурнăçланă. Унăн экипажĕсем çĕрлехи вăхăтсенче Псков‚ Лугăпа Дно чугун çулĕсене‚ Гривочки тата Рельбица аэродромĕсенчи тăшман самолечĕсене‚ хĕç-пăшалпа горючи склачĕсене аркатнă.
Пирĕн ентеш тăхăр пысăк çар операцине хутшăннă. Чи юлашки - 1944 çулхи июль уйăхĕн 5-20-мĕшĕсенче пыракан Вильнюс операцийĕ.
- 1944 çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕ. Ялти хĕрарăмсемпе ачасем уй-хирте çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Ĕçрен килсен Алексей фронтран таврăннине пĕлтĕмĕр. Кашнинех «вăл вăрçă хирĕнче пирĕн тăвансемпе çывăх çынсене курман-ши?» текен ыйту кăсăклантарчĕ. Çак тĕллевпех халăх клуб çурчĕ умĕнче пухăнчĕ. Алексей пухăннисене Совет Çарĕн паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Вăхăт малалла шурĕ. Кунĕпе ĕçлесе ывăннă пулсан та пĕрин те киле каяс килмерĕ. Ентешĕмĕр совет салтакĕсен хаяр çапăçури иксĕлми паттăрлăхĕ çинчен каларĕ те каларĕ. Киле саланас умĕн Алексей Ĕпхÿ хулине самолет илме килнине пĕлтерчĕ. Апла ыран вăл ял çийĕн вĕçсе иртмелле. Çуллахи кун çутăла пуçларĕ. Ирхине пулчĕ. Тÿпере самолет сасси илтĕнчĕ. Çынсем пĕр вырăна пухăна-пухăна тăчĕç. Тимĕр кайăк Ĕпхÿ енчен вĕçсе килет иккен. Самолет ял çийĕн виçĕ хутчен анса ларас пек аялтан вĕçсе çаврăнчĕ. Алексей пирĕнпе сывпуллашнă пекех туйăнчĕ. Унтан вăл хĕвел анăç еннелле çул тытрĕ. Хирсенче ĕçлекен хĕрарăмсемпе ачасем тутăрĕсене салтса «Алексей‚ таврăн!» тесе кăшкăрчĕç‚ алă сулчĕç. Пирĕн ентешĕмĕр таврăнмарĕ. Унăн тăванĕсемпе пĕр ял çыннисем вăл çар летчикĕ пулнине пĕлнĕ паллах. Çавăнпа Алексей вилнине пĕрин те шанас килмен‚ - тесе каласа панă тыл ĕçченĕ Ульяна Матвеевна Городничева çак пулăм пирки.
1944 çулхи август уйăхĕн 2-мĕшĕнче çар летчикĕн амăшĕ Пелагея Петровна ывăлĕ вилнине пĕлтерекен хута илнĕ. Унта «Сирĕн ывăлăр Алексей Филиппович‚ ПАССРти Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче çуралнă‚ кĕçĕн лейтенант Тăван çĕршывшăн пынă вăрçăра‚ çар присягине чун-чĕрипе парăннăскер‚ паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса 1944 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче çар заданийĕнчен чаçе таврăнман. П/п 21917 часть командирĕ Голенев майор» тесе çырнă.
Алексей Васильева Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I степень орденĕпе наградăланă. Пирĕн ентешĕмĕр икĕ паттăрла - 1944 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче тата июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче - ĕç тунă.
Награда хутĕнче çырнинчен: «Алексей Филиппович Васильев кĕçĕн лейтенант‚ 108-мĕш авиаци полкĕн летчикĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орден илме тивĕç пулнă. Вăл Хĕрлĕ Çар йышĕнче 1943 çулхи октябрь уйăхĕнчен хĕсметре тăнă. Çарти аслă командирсен приказĕсене çĕрле‚ тĕрлĕ условисенче‚ экипаж йышĕнче пурнăçлать. Фронтра вăл 25 ытла çар вĕçевĕ тунă. Вĕсем пурте çĕрле пулса иртнĕ. Унăн çар тапăнăвĕ (налет) 104 сехетпе танлашать. Вĕçевсем вăхăтĕнче Васильев экипажĕ чугун çул узелĕсемпе аэродромсене‚ фронтпа арми тылĕнчи нефть куçаракан заводсене фото аппарат çине ÿкернĕ‚ вĕсене тĕп тунă. Вăл çарта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнипе‚ çар тĕллевĕсене туллин пурнăçлассипе уйрăлса тăрать. Унра ИЛ-4 самолетпа вĕçес ăсталăх вăйлă палăрать. Алексей хăйне полкра чи лайăх çамрăк летчик пек кăтартать. Летчик айăпĕпе аварисем пулни‚ техника ванни‚ çухатусем тÿсни пулман.
Васильев юлташ- дисциплинăллă офицер. Ватă летчиксен ĕç опытне алла илме тăрăшать. Мораль тата кăмăл-сипет енчен çирĕп çын. Ленинпа Сталин партийĕн тата Социализмла çĕршывăн ĕçне чунтан парăннă çамрăк. Командованийĕн çар заданийĕсене пурнăçланă вăхăтра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн правительство наградине - Хĕрлĕ Çăлтăр орденне - тивĕç» тесе çырнă 1944 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче 108-мĕш авиаци полкĕн капитанĕ Шурухин.
Пирĕн ентешĕмĕр правительство наградине илме тивĕçнине дивизи командирĕ Дрянин генерал-майор та заключени парса çирĕплетнĕ.
РФ Оборона министерствин тĕп архивĕн даннăйĕсем тăрăх‚ Алексей Филиппович Васильев Александр Петрович Кустов штурманпа 1944 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вильно хули çывăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вĕсене пĕрле пытарнă. 1944 çулхи август уйăхĕн 2-мĕшĕнче иккĕшне те Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I степень орденĕсемпе наградăланă. Шел‚ ентешĕмĕр наградăна вилсен çеç илме тивĕçнĕ. Асăннă ордена паттăрăн амăшне Пелагея Петровна Васильевана панă. Пирĕн ентешĕмĕре Алексей Маресьев летчик-истребительпе танлаштарма пулать. Мĕнре унăн паттăрлăхĕ? - тесе ыйтатăр пуль эсир. Мĕншĕн апла каланине те уçса парăп.
Тĕп Аслă Командовани тăшманăн чугун çулпа çăк турттаракан эшелонне тĕп тума авиаци маршалне А.Е. Голованова ятарлă сывлăшри операци ирттерме план хатĕрлеме хушу панă. Летчиксен тĕллевĕ - Хĕвел анăç Белорусси‚ Польшăпа Литва коммуникацийĕсен паллă узелĕсене тĕп тăвасси. Çав вăхăтрах çÿлерех асăннă регионсенче партизан юхăмĕсем вăйлă аталаннă. Вĕсен тĕллевĕ те летчиксен задачипе тÿр килнĕ.
Самолет экипажĕ Алексей Филиппович Васильев командиртан‚ Александр Петрович Кустов штурмантан‚ Федор Яковлевич Пикулицкий стрелок-радистран‚ сывлăш стрелокĕнчен Константин Парфаньевич Татарошвили сержантран тăнă. Пикулицкий радист А.Ф. Васильевăн паттăрла ĕçĕ çинчен çакна каласа панă: «Васильев командир çар заданине пурнăçлама хăпартланса вĕçетчĕ‚ хăйĕн экипажне тăшман истребителĕсенчен хÿтĕлеме тăрăшатчĕ. 1944 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче‚ çĕрле‚ Вольно çывăхĕнчи чугун çул узелĕсене сăн ÿкернĕ чухне кĕçĕн лейтенант Васильев экипажне Ю-88 тăшман истребителĕ атакăларĕ. Пĕрремĕш тапăнуран ШК АС пулеметпа Татарошвили тата УБТпа Пикулицкий вут-çулăм кăларса çăлăнтăмăр. Пĕр харăсах сылтăм енчен те‚ хыçран та тăшманăн иккĕмĕш истребителĕ пынă пулнă. Вăл пирĕн самолета çунтарса ячĕ. Командир хушăвĕпе килĕшÿллĕн Татарошвили юлташ самолетăн ытти членĕсемпе пĕрле парашютпа сывлăша сикнĕ...»
Çар операцийĕсен журналĕнчен илнĕ сыпăкран: 1944 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче 108-мĕш авиаци полкĕн экипажне‚ Васильев летчикпа Кустов штурман Вильно çывăхĕнчи чугун çул узелне тĕп тунă чухне‚ Ю-88 тăшман истребителĕ персе ÿкернĕ. Самолета аялтан та‚ айккинчен те атакăланă. Ăна вут-çулăм хыпса илнĕ. Татарошвили стрелок çунакан самолетран парашютпа сикнĕ. Çĕр çине чиперех аннă. Каярах вăл çунакан самолет çĕр çине ÿкнине асăрханă. Татарошвили вырăнти халăх пулăшнипе Пикулицкие тупнă. Унтан вăл партизансемпе çыхăнăва тухса самолет ÿкнĕ вырăна - Гелуджи ялĕнчен 3 çухрăмра хĕвел анăç еннелле - тупса палăртнă. Партизан пĕлтернĕ тăрăх‚ Васильев летчик çĕр çине татăлнă урасемпе килсе аннă (самолет ÿкнĕ вырăнтан 5 çухрăмра хĕвел анăç еннелле). Партизансем Васильева килсе аннă вырăнтан аякра мар пытарнă. Унăн докуменчĕсемпе пистолетне хăйсенче хăварнă. Кустов штурман самолет ăшĕнчех çуннă (маларах ăна сывлăшра вĕлернĕ тенĕ). Штурмана та партизансем самолет çывăхĕнче пытарнă. Хĕрлĕ Çар чаçĕсем килсе çитсен Пикулицкипе Татарошвилие госпитале ăсатнă. Унтан вĕсене Молодечно хулине янă. Сывлăхĕ начар пулнипе Пикулицкий радист Минскри госпитальте сипленнĕ.1944 çулхи июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче Татарошвили стрелок хăйĕн чаçне таврăннă.
АДД-Ил-4 экипажăн çар çулне тĕпченĕ май самолет командирĕ Алексей Филиппович Васильев тата Александр Петрович Кустов çар заданине пурнăçласа Вильно хули çывăхĕнче 1944 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ тесе çирĕппĕн калама пулать. Пирĕн ентешĕмĕре Гелуджи ялĕнче пытарнă.
Алексей паттăрлăхне çирĕплетекен информацие эпир 70 çул иртсен «Мемориал» тата «Подвиг народа» сайтсенчен çеç пĕлтĕмĕр. Ял çыннисем ун çинчен çак çулсенче çеç пĕлчĕç. Кашни çул ялта «Вилĕмсĕр полк» акци иртет. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисен портречĕсене йăтса тăванĕсемпе çывăх çыннисем‚ шкул ачисем урам тăрăх пыраççĕ. Вĕсен хушшинче шлем тăхăннă летчик та пур. Вăл - пирĕн Алексей.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн‚ Алексей Васильев хисепе тивĕç. Унпа эпир чăннипех те мăнаçланма пултаратпăр. Вăрçă çулĕсенче чылай каччă пуçне хунă. Пирĕн ентешĕмĕр 22 çулта паттăрла ĕç туса ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Эпĕ Алексей пек паттăр та хăюллă çынсемпе мухтанатăп. Тайма пуç сире‚ сирĕн паттăрла ĕçĕрсем умĕнче!
Вера НИКОНОРОВА,
чăваш наци академикĕ.
Кармаскалă районĕ‚ Йăмран ялĕ.
Читайте нас: