Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Сентябрӗн 2020, 11:08

Агафия Ананьевна МИТРОФАНОВА

Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ытарайми ырă кăмăллă та тимлĕ кукамая, мăн кукамая Агафия Ананьевна МИТРОФАНОВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Хаклă çыннăмăра уяв ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламласа çирĕп сывлăх, нихçан сÿнми савăнăçпа телей тата ырлăх сунатпăр. Малашне те çавăн пекех чи лайăххи пул, ыррине шанса çĕнĕ куна яланах ăшă кулăпа кĕтсе ил.
Юратнă аннемĕр, пире кун-çул парнелесе ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕшĕн, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр. Эсĕ пуррипе кил-çурт ăшă та таса, çутă. Сĕтел тулли апат-çимĕç. Пире савăнтарса тата та нумай-нумай çул пурăн!
Ăшă салампа - хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас: