Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 12:22

ЧĂВАШ АЛЛИ - ЫЛТĂН АЛĂ

Сирĕн умра Пелепей хулинче пурăнакан алă ăстин Тамара Ивановна Павлован мулинепе тĕрленĕ ĕçĕ. Çак ÿкерчĕк çинче Мадонна Литта пĕчĕк пепкине алă çинче тытса кăкăр çитернине сăнласа панă.

Тамара Ивановна тивĕçлĕ канура пулсан та пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Вăхăт тупса мулинепе тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе тĕнчене илемлĕ ĕçсем кăтартать. Пурнăçа юратса, ентешĕсене тата килтисене савăнтарать. Паянхи кун тĕлне унăн пултарулăх арчинче темиçе теçетке ал ĕçĕ пур. Вĕсем пÿлĕмсенчи стенасем çинче илемлĕн вырнаçнă.
Сăмах май каласан, Тамара Ивановна пирĕн паллă чăваш çыравçин, Рудольф Илькелрин, мăшăрĕ пулать.
Татьяна ИВАНОВА. Пелепей хули.
Читайте нас: