Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 12:38

Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ

Сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чекмагуш тăрăхĕнчи Юмаш шкулĕнче Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен наци тумĕн кунне халалласа чăваш чĕлхи урокĕсем иртнĕ (вĕрентекенĕ - И.Н. Сунагатулина).

Учитель урок мелĕсене ачасен ÿсĕмне кура суйласа илнĕ. 11 класс ачисем вырăнти ял библиотекинче лекци итленĕ пулсан, 5-мĕш класс ачисен урокĕ вăйă евĕр иртнĕ. Наци тумĕ халăхăн кун-çулне уççăн çутатса панине шута илсе Ирина Николаевна ачасене чăваш тумĕпе çеç мар, хамăр халăх историйĕпе те, йăли-йĕркипе те паллаштарнă. Çавăн пекех ачасем вăйă, ташă видеокуравĕсене, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе каланисене пăхса киленнĕ, чăваш тумĕн ячĕсене вĕреннĕ.
Куç алчăраса каймалла чăвашлăх илемĕнчен: тенки, хушпăвĕпе тухйи, масмакĕ, тĕрлĕ улача кĕпи тата ытти авалхи чăваш эрешĕсемпе тумĕсем. Çак тумсене, капăрсене пĕтĕмпех алăпа, чĕпкуç çутипе ăсталанă вĕт-ха. Вăййи-ташши, юрри-кĕвви тата! Пирĕн мăн асаттесем хăлхана наушник тăхăнса юрă итлемен. Сăмахĕсене те хут çинчен пăхса юрламан. Сăмах-юмаха куллен, пурнăçран вĕренсе пынă.
Ирина Сунагатулина вĕрентекен пĕлтернĕ тăрăх, çакăн йышши мероприятисем çитĕнекен ăрăва хамăр халăх йăли-йĕркипе, чĕлхипе интереслентерме май параççĕ, тăван халăха юратма вĕрентеççĕ. Ахальтен мар урока «чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ» текен шухăшпа пĕтĕмлетнĕ. Урок уяв çеç мар, аваллăхпа малашлăха пĕрлештерекен пулăм та пулса тăнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Чекмагуш районĕ.
Юмаш ялĕ.
Читайте нас: