Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 12:27

Кану кунĕсене ăçта ирттермелле?

Транссибир магистралĕн 1710-мĕш çухрăмĕнче вилнисене асăнса.1989 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пушкăртстанри Улу-Теляк станци çывăхĕнче газ пĕлĕтне лексе икĕ пассажир поезчĕ - Новосибирск-Адлер тата Адлер-Новосибирск - çуннă. Унта 500 ытла çын вилнĕ‚ 600 ытла суранланнă.

Вилнисене палăк
Июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче çынсем кануран таврăннă, теприсем канма çул тытнă. Вĕсен шучĕ пин ытла пулнă. Пур япалара та ăнсăртлăх тени‚ Турă малашлăха курни пур. Пепке çут тĕнчене килтĕр тесе поездсенчен пĕри чарăну тунă‚ хăйĕн вăхăтĕнчен çичĕ минут юлса пынă. Кам пулнă-ши çак çын? Мĕншĕн унăн пурнăçĕшĕн 500 ытла çын пурнăçĕ татăлнă? Паллах‚ кунта çак пепке айăплă мар. Вăл çав тери пурăнас килнипе пĕр станци маларах «тухнă».
Аварийĕн сăлтавĕ - çынсем ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлени. Газ тухса тăнă. 00:30 сехет. Взрыв. Вут-çулăм 1‚5 çухрăма çĕкленнĕ. Вакунсем çаврăнса ÿкнĕ. Çĕр темиçе çухрăм çуннă.
Паян çак вырăна килсен хăрушă пулса каять. Чунра хурлăх çуралать.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: