Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 13:53

Пирĕн ача сачĕ - чи лайăххи

Кашни çулах ылтăн кĕркуннепе пĕрле паллă уяв - ача садĕнче ĕçлекенсен кунĕ - килет. Çак ята тивĕçнĕ çынсене çут çанталăк та хăйĕн ырлăхне панăн туйăнать, сарă, хĕрлĕ, ылтăн çулçăсен вăййипе саламлать.

Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнчи ача сачĕ 1987 çулта уçăлнă. 2003 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл шкул çуртне куçнă. Паянхи кун унта тĕрлĕ ÿсĕмри пĕр ушкăна 14 шăпăрлан çÿрет. Коллектива педагогика ĕçне парăннă‚ пултаруллă та хастар А.В. Петрова ертсе пырать. Вăлах воспитатель тивĕçĕсене те пурнăçлать.
Алена Владимировна Пелепей хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухсан ялти шкулта музыка учителĕ‚ кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ‚ пионер вожатăй ĕçне те туса пынă. 2004 çултанпа вырăнти ача садĕнче воспитатель тивĕçĕсене пурнăçлать. А.В. Петрова садикре ĕçлемех çуралнă тейĕн: пĕчĕккисене кирлĕ условисем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшать‚ вĕсен ашшă-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вăл яланах çĕннине‚ паянхи саманана тивĕçтерекеннине шырать‚ ĕçе творчествăлла йĕркелесе пырать. Унăн пÿлĕмĕ - чăн-чăн педагогика арчи. Унта кирек хăш воспитани ыйтăвĕ çине те хурав тупма пулать. Кашни мероприятие - ушкăнри заняти-и вăл е уяв программи - педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене тĕпе хурса‚ чун-чĕре витĕр кăларса хатĕрленет. Вăл кашни ача хăйне пултаруллă тесе шутлатăр‚ унăн куçĕсем савăнăçпа кăна çиçсе тăччăр текен тĕллевпе çеç ĕçе пуçăнать. А.В. Петрова мероприятийĕсене юрă-ташăпа‚ пысăк ăсталăхпа илемлетни ачасене те‚ вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те çав тери килĕшет‚ пурне те савăнтарать. Ырă кăмăллă воспитатель шăпăрлансене ирхине яланах кăмăллă кулăпа ăшшăн кĕтсе илет те кунĕпех юмах тĕнчинче ертсе çÿрет, кашни кунах çĕннине вĕрентет, пурнăçпа тан утма хăнăхтарса пырать. Унсăр пуçне ачасене ĕçчен‚ сăпайлă та илемлĕ пулма хăнăхтарать. Вăл воспитанниксемпе кăна мар‚ вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе те яланах ăшă кăмăллă. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн воспитатель хăйĕн çăмăл мар ĕçне пĕлсе‚ чунтан парăнса йĕркелесе пырать.
Ача пахчинчи тирпей-илем хуçи - Светлана Васильевна Соколова. Кĕçĕн воспитатель ĕçĕ - чи йывăррисенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл та садик заведующийĕ пек çирĕп йĕрке юратать. Çавăнпа ачасем киличчин пÿлĕме тасатса тирпейлет‚ чечексене шăварать. Унтан ачасене апатлантарма вăхăт та çитет. Светлана Васильевна сĕтел хатĕрлеме васкать. Пĕчĕкреххисене хăех çитерет вăл. Уçăлма тухма вăхăт çитсен воспитателе шăпăрлансене тăхăнтартма пулăшать. Кĕçĕн воспитатель ĕçĕ питĕ нумай. Çавăнпа хĕрарăм ĕçĕсене пурне те каласа та‚ шутласа та пĕтереймĕн. Пĕтĕмлетсе каласан, уçă та ырă кăмăллă Светлана Васильевна тăрăшнипе пирĕн ача садĕнче яланах таса та хăтлă.
Чи тутлă ирхи‚ кăнтăрлахи тата кахал (полдник) апачĕсене Роза Тагировна Газиева пĕçерет. Вăл ачасене кашни кун техĕмлĕ те вĕри апатпа‚ икерчĕ-пÿремĕчпе тивĕçтерсе тăрать. Роза Тагировна пĕçернĕ яшкасемпе пăтăсене шăпăрлансем питĕ юратса çиеççĕ.
Çапла пирĕн ялти ача садĕнче виçĕ çынран тăракан пысăках мар‚ анчах тăрăшуллă коллектив ĕçлет. Чи пĕлтерĕшли вара‚ вĕсем пултаруллă‚ ачасене чунтан юратакан тата вĕсемпе пĕр чĕлхе тупакан çынсем пулни.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн‚ тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă тĕпренчĕксене Тетĕрпуç ача садĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Ача садĕнче ĕçлекенсем пуçласа пĕчĕккисене пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхтараççĕ, конкурссене те явăçтараççĕ. Çак ĕçре ачасене чăннипех те чун-чĕререн юратакан çынсем çеç тăрăшаççĕ.
Меллĕ самантпа усă курса эпĕ шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕсен ятĕнчен Тетĕрпуç ача сачĕн коллективне чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Тайма пуç сире‚ ача садĕнче ĕçлекенсем. Уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп‚ хисеплĕ те пархатарлă ĕçре яланах ăнăçу сунатăп.
Юлия СОКОЛОВА.
Çтерлĕпуç районĕ‚ Тетĕрпуç ялĕ.
Читайте нас: