Лилия Анатольевна кÿршĕ Бакалă районӗнчи Юлтимировка текен чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1988 ҫулта Октябрьский хулинчи медучилищĕре ятарлă пĕлÿ илнĕ. Качча тухнӑ хыҫҫӑн (1992ҫ) Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕре пурӑнма пуҫланă.
Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийӗ Л.А. Трофимова Укияспа Туртÿллĕ ялĕнче пурăнакансен, пурĕ 500 яхăн çын, сывлăхне тимлесе тăрать. Çав шутра пӗчӗк ачасем те, шкул çулĕнчисем те, вӑтам тата аслă çулхи ҫынсем те пур. Ялти фельдшерăн ĕçĕ сахал мар. Вăл кунта чăн-чăн тухтăр вырăннех. Профилактика прививкисем тăвасси, патронажсем пурнӑҫласси, йывӑра юлнă хĕрарăмсене шута илесси, тухтӑр панă хушусем тăрăх тӗрлӗ процедурӑсем ирттересси, васкавлă медицина пулӑшӑвӗ парасси, ача сачӗсемпе шкулсенче, ӗҫ вырӑнӗсенче профилактика ĕçĕ ирттересси - çаксем пурте медицина ĕçченĕн тĕп тивĕçĕсен шутне кĕреççĕ.
Лилия Трофимова - аслă категориллĕ специалист. Хĕрарăм хӑйӗн ӗҫне чунтан юратса пурнăçлать. Пациентсемпе вӑл яланах тимлĕ, кăмăллă пулма тăрăшать. Ҫынсем те ӑна шанаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ.
Тÿртÿллĕ ялӗ уншӑн иккӗмӗш кил кӑна мар, хӑйӗн ҫемье телейне тупнӑ тата ҫынсен сывлӑхне тимлеме чӗнсе илнӗ вырӑн та пулса тӑнӑ.
- Лилия Анатольевна - яваплӑ, кирек епле çынпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлекен ҫын. Хӑйӗн ĕçри тивĕçĕсене вăл яваплăха туйса, тирпейлĕн пурнăçлать. Унсăр пуçне вăл активистка та, професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсене ӑнӑҫлӑ хутшӑнать, - тет Шаран район тĕп больницин аслӑ фельдшерĕ З.Р. Зиганшина.
Медицина сферинче нумай ҫул ӗҫленӗ тата халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тӗлӗшпе пысăк тÿпе хывнă Л.А. Трофимова Шаран район больницин, Шаран район администрацийĕн, Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Лилия Анатольевна Юрий Трофимов мăшĕрĕпе пӗрле виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ, мӑнукĕ те пур. Аслӑ хӗрӗ Олеся качча тухнӑ ĕнтĕ, Светлана ӗҫлет, кӗҫӗн Анастасия вырӑнти шкулӑн 6-мӗш класне куҫнӑ.
Ҫак кунсенче Лилия Анатольевна ылтӑн юбилейне паллӑ турӗ. Ӑна пурнӑҫри ҫак пӗлтерӗшлӗ датӑпа саламлатпӑр тата ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, ҫемьере ырлӑх сунатпӑр!
Маргарита АХМЕТОВА.
Шаран районĕ,
Тÿртÿллĕ ялĕ.