Мĕн вăл прививка?
Вăл мĕн тума кирлĕ?
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн даннăйăсем тăрăх‚ çулсерен Çĕр планета çинче пурăнакан кашни пиллĕкмĕш çын гриппа чирлет. Çулталăкне çак чиртен 250-500 пин çын вилет.
Нумай çулхи практика кăтартнă тăрăх‚ грипран тунă прививка чирлекенсен шутне 1‚5‚ больницăра сипленекенсен шутне 2 хут чакарать. Унсăр пуçне вăл йывăр чирлессинчен тата вилĕмрен хăтăлма пулăшать.
Вакцина мĕнле ĕçлет?
Вакцина çыннăн организмне грипп вирусĕпе кĕрешме антителасем туса кăларма пулăшать. Антитела - белок‚ вăл организма лекнĕ микробсемпе вируссене уйăрса илет‚ вĕсемпе кĕрешет. Пĕр уйăхран тулли вăйпа ĕçлеме тытăнать‚ çулталăк вĕçĕччен çын организмĕнче пурăнать. Çавăнпа асăннă прививкăна çулсерен‚ ноябрь уйăхĕччен, тума сĕнеççĕ. Эпидеми сезонĕ тĕлне тусан‚ чирлес хăрушлăх ÿсет. Мĕншĕн тесен организмра грипп вирусне хирĕç иммунитет çирĕпленсе çитме вăхăт кирлĕ. Январь уйăхĕн вĕçĕ - февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче чирлекенсен йышĕ вăйлă ÿсет.
Прививка хакĕ?
Ăна ăçта тăваççĕ?
Асăннă прививка тÿлевсĕр. Чăн малтан çак категорине кĕрекен çынсене тÿлевсĕр прививка тăваççĕ:
- 6 уйăхран аслăрах пепкесене;
- шкул ачисене‚ аслă тата вăтам професси шкулĕсенче ăс пухакан студентсене;
- медицинăпа вĕрентÿ организацисенче‚ транспортпа коммуналлă сферăра ĕçлекенсене;
- йывăр хĕрарăмсене;
- 60 çултан аслăрах çынсене;
- çара кайма çул çитнисене;
- вăраха кайнă чирсемпе‚ çав шутра ÿпке‚ чĕрепе юн тымар‚ самăрлăх чирĕсемпе чирлекенсене.
Ыттисем те тÿлевсĕр прививка тума пултараççĕ паллах. Анчах‚ каярах. Прививка тума кăмăл пур пулсан вырăнти поликлиникăна каймалла. Унта сире прививка тумалли вакцина пирки‚ ăна хăçан тăвасси çинчен туллин каласа парĕç. Енчен те сирĕн кĕтме вăхăт пулмасан‚ вакцинăна уйрăм клиникăсенче те тума пулать. Унăн хакĕ - 1000 тенкĕ.
Йывăр хĕрарăмсене те прививка тума юрать-и?
Паллах‚ юрать. Вĕсем ăна вăхăтлă тумалла. Анчах пахалăхлă вакцина суйласа илмелле. Тин çăмăлланнă хĕрарăмсене те прививка тума юрать. Мĕншĕн тесен начарланнă организмăн инфекци çаклатас хăрушлăх пур. Грипп вара йывăра куçма пултарать. Ун пек чухне прививка пĕчĕк пепкене те чиртен хÿтĕлемелли майсенчен пĕри шутланать. Хÿтĕлев клеткисем амăшĕн сĕчĕпе ачине куçаççĕ.
Ачана ашшĕ-амăшĕ ирĕк памасăр прививка тума пултараççĕ-и?
Çук. Саккунпа килĕшÿллĕн çак медицина манипуляцине пациент ирĕк парсан çеç ирттерме пултараççĕ. Çул çитменнисене прививка тăвас тесен‚ ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри е саккунлă представителĕ хут çинче çырнă килĕшÿ памалла.
Прививка хыççăн
чирлеççĕ-и?
Вакцина грипп чирне пуçарса ямасть. Мĕншĕн тесен вăл хутшăну процесĕнче вирусра чир пуçарса яраканнине тĕп тăвать‚ хÿтĕлев йĕркелемеллине çеç сыхласа хăварать.
Енчен те эсир прививка тунă хыççăн чирлерĕр пулсан сирте тепĕр вирус инфекцийĕ аталаннине‚ эсир грипп вирусĕпе хÿтĕлев (çакăн валли пĕр уйăх кирлĕ) йĕркеленсе ĕлкĕреймен тапхăрта «тĕл пулнине»‚ ку чăн-чăн грипп‚ анчах прививка тунипе вăл çăмăл иртме пултарнине пĕлтерет.
Вирус яланах мутацие парăнать пулсан‚ тухтăрсем мĕнле прививка тумаллине ăçтан пĕлеççĕ?
Чăн та‚ грипп вирусĕсем яланах мутацие парăнаççĕ. Çавăнпа çулсерен грипп вакцинине çĕнетеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ ирттернĕ тĕпчевсемпе опыт никĕсĕ çинче çулсерен вакцина хутăшне пичетлесе кăларать. Унсăр пуçне иртнĕ çулхи препаратсен кăтартăвĕсене те шута илет. Сăмахран‚ кăçал вакцинăра штаммăн тăватă пайрăмĕ (компонент) пур.
Прививка тума юраман сăлтавсем
Грипран тумалли прививкăн ытти вакцинăсенни пекех ăна тума юраман сăлтавĕсем пур:
- Чăх белокне аллерги пур çынсене тумаççĕ. Хăш-пĕр вакцинăсен хутăшĕнче унăн пайĕсем пурри паллă. Çавăнпа тухтăра аллерги пуррине пĕлтермелле.
- Ултă уйăх тултарман пепкесене.
- Енчен те унччен организм препаратăн пĕрер пайрăмне туйса хуравланă пулсан.
- Грипран хÿтĕлекен прививка вăхăтлăха тума юраманнине çирĕплетекен хут пур пулсан. Ăна çивĕч инфекци чирĕпе чирленисене е вăраха кайнă чир вăйлăланнă вăхăтра параççĕ. Ун пек чухне пациент пĕтĕмпех сывалса çитиччен 2-4 эрне кĕтмелле. Енчен те çын тин çеç чирлеме пуçланă пулсан‚ прививка тума васкамалла мар.
Вакцинаци ирттерме
епле хатĕрленмелле?
Грипран прививка тума ятарлă хатĕрленÿ иртме кирлĕ мар. Асăннă вакцинăна ытти вакцинăсемпе пĕрле‚ туберкулеза хирĕç кĕрешекеннисĕр пуçне‚ тума юрать. Анчах икĕ вакцинăна ÿтĕн тĕрлĕ пайĕсене тумаллине шута илмелле.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.