Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 13:42

Тÿпере тăрнасем вĕçеççĕ

Пуйăсран ансан, кутамккана çурăм хыçне уртса яратăп та хир урлă тăсăлакан тикĕсех мар çулпа ял еннелле уттаратăп. Станцăран яла çитме çывăхах мар пулин те пĕрре те васкамастăп.

Пыратăп майĕпен. Вăхăт-вăхăт пуçа пăркаласа, унталла-кунталла пăхкаласа илетĕп, тавралăх илемĕпе киленетĕп. Çут çанталăкăн ытармалла мар кĕрхи ылтăн сăнне хамăн чĕремре упраса хăварма тăрăшатăп. Чăнах та! Ма васкас-ха çав териех пÿрт ăшне кĕрсе пытанма, унăн ырă та анлă ытамĕнчен тарма? Уйрăлсан хăçан тĕл пулăп эпĕ унпа çак вырăнта? Хăçан эпĕ унпа чи шанчăклă туспа пÿпленĕ пек калаçăп. Хăçан яр-р! уçăп чĕремри вăрттăн сăмахсен хутаççине?
Уй-хирпе тата çырма-çатра урлă выртакан çак çулпа нумай çул хушши çÿретĕп пулин те, кашнинчех пĕрремĕш хут утнăн туйăнать. Мĕншĕн тесен вăл кирек хăш вăхăтра та мана хăйĕн кăшт та пулин улшăннă сăнĕпе кĕтсе илет. Ак, халь те çул хĕррипе ларакан йывăçсем çинчен, пĕр-пĕрне хăваланăн, пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ тĕслĕ çулçă вĕçсе анать çĕр çине. Леререх, сылтăм енчи вăрман умĕнче, ешĕл хырсем сарăлса ÿсеççĕ. Унтах ял кĕтĕвĕ çÿрет.
Эпĕ утакан çулăн икĕ айккипе, хир анлăшĕпех, сап-сарă хăмăл выртать. Ĕçчен ял халăхĕ тыррине вырса пуçтарнă, улăмне те урана хывма ĕлкĕрнĕ. Унта та кунта çÿллĕ те вăрăм улăм урисем лараççĕ. Анине алман-ха, вăхăт çитереймен курăнать.
Утсан-утсан пĕчĕк юхан шыв умне çитсе чарăнатăп. Кунта выльăхсене ĕçме шыв пухăнтăр тесе пулĕ пысăках мар пĕве пĕвеленĕ. Ытлашши шыв пĕверен юхмасса пăрăхран валак пекки туса хунă. Шăнкăр-шăнкăр! юхать шывĕ валакран. Юхса тухать те васкать вăл пĕр вĕçĕмсĕр анаталла. Васкамалла çав унăн, васкамалла. Хăйĕн çулĕ çинчи курăксене, чечексене шăвармалла, çырма-çатрари йывăçсене пурăнма çул памалла.
Ал ывăçĕпе шыв ăсса илетĕп те пите шывпа сапса, пăртак уçăлтаратăп, чарăнса тăратăп. Кăшт çурăма вăй илтеретĕп.
Унтан, майĕпен çеç ял еннелле çул тытатăп. Яла çитме инçе те мар халь. Пуçри шухăшсене вĕçмелĕх те çук.
- Эй, шухăшсем, шухăшсем! Мĕн чухлĕ-ши эсир пуçра?
Çут çанталăк манпа пÿпленĕ евĕр, тÿпере ачаран илтнĕ тăр-лик! тăр-лик! сасă илтĕнсе кайрĕ. Çавăнтах тÿпенелле тинкеретĕп: манран инçетре, чи çÿлти пĕлĕт айĕнче, виç кĕтеслĕ тăрна карти кăнтăралла çул тытнă иккен. Тăр-лик, тăр-лик! илтĕнет çÿлтен чуна пырса тивекен асамлă сасă.
Ку сасса малта ертсе пыраканни парать пулмалла. Манран тăрса ан юлăр тет пуль ĕнтĕ.
- Тăр-лик! тăр-лик! - сас параççĕ хыçрисем.
- Юлмастпăр, юлмастпăр, - сас параççĕ ыттисем.
Çапах та кăшт кая юлнисем те пур. Мĕн-ма-ши? Тен, вăйĕсем пĕтнĕ. Кăшт вăхăт иртсен, тăрнасем пурте пĕр вырăнта çаврăнса вĕçме пуçларĕç. Каç пуличчен апатланма, кăшт канма шутларĕç пуль. Халь ĕнтĕ хăйсене килĕшекен вырăн, шыв-шур шыраççĕ пулĕ. Ырă çул сире, тăрнасем. Çитес çуркунне каллех килĕр тăван тăрăха. Çуркунне çитсен эпир сире хаваспа кĕтсе илĕпĕр. Сирĕнпе ман Пушкăртстанăм тата та илемлĕрех курăнать-çке. Çапла хам тĕллĕн калаçса яла çитсе кĕретĕп.
Георгий ТИХОНОВ.
Салават хули.
Читайте нас: