Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 13:38

Тăван çĕршывшăн

К. ятлă хуларан пĕр 60-70 çухрăмра танкпа пехота чаçĕ вырнаçнă. Кунта килни икĕ эрнерен ытла пулмасан та Павăл тавралăха лайăх пĕлсе çитрĕ. Мĕншĕн тесен К. хулине час-часах çĕнĕ танксем илме командировкăна килетчĕ. Акă паян та вăл 12 сехетре чаçе таврăнчĕ. Пĕчĕк çеç ятсăр çырма хĕрринче пехота чаçĕ икĕ эрне тăрать ĕнтĕ. Кашни ирхине юхан шыв хĕррине салтаксем çăвăнма анаççĕ. Паян та вĕсем темскер çинчен тавлашаççĕ, хушăран вăрçăшнă пек сас хăпартса та илеççĕ. Ирпе çынсен сасси çырма тăрăх питĕрех те ян! каять. Павăл салтаксемпе кĕске вăхăт хушшинче туслашма пултарчĕ. Вăл вĕсене тавлашуллă самантсенче те, сиксе тухакан ыйтусене татса пама та пулăшатчĕ.

Кĕрхи кунсем вĕçленсе пыраççĕ, çанталăк сивĕтрĕ, часах юр та çума пуçларĕ. Анчах вăрçă пурнăçĕн хĕн-хурне тÿсме хăнăхнă салтаксем хĕл пуçламăшĕн сиввине парăшмаççĕ-ха, сивĕ шывпа çăвăнса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ çеç.
- Эпир ăшă шывпа çăвăнма нимĕçсем мар-çке, - теççĕ пĕр-пĕрне хавхалантарса.
Чăннипе те хĕл сиввине тÿсме хăнăхман нимĕç салтакĕсем пичĕсене те, урисене те ăшă шывпа çунă. Çак сăмахсене нимĕç оккупацине лекнĕ ял-хула хĕрарăмĕсем калатчĕç. Украина икĕ çула яхăн нимĕçсен пусмăрĕнче пулчĕ-çке. Мĕн чуль асап тÿсме тивнĕ халăхăн, миçе ял-хула вутра çунман ун чухне?
Зоринăн кăмăлĕ паян салху, ăна темĕнле хуйхă пуснă пек туйăнать. Пĕлме çук, тен, аван мар хыпар илнĕ вăл килĕнчен. Анчах никам та унран ыйтса пĕлме хăймарĕ. Пурте салтакла тенĕ пек васкаса çăвăнчĕç те утнă çĕртех ал шăллипе шăлăнса çар чаçĕ вырнаçнă вырăна утрĕç. Уя путнă Зорин хăй юхан шыв хĕрринче пĕччен тăрса юлнине сисмен те. Салтаксен сассисем илтĕннĕ пек те туйăнать, те халь вăл, те тахçанах пулса иртнĕ. Вăхăт çинчен манса кайнă Павăл пĕр саманта уй-шухăшран тухса васкаса шăлăнчĕ. Утнă май хăйне хăй ыйтусем пачĕ, хуравларĕ: «Вера? Мĕнле Вера? Ма ыйтмарăм-ха хушаматне, ăçта тĕл пулнине? Çара уран... Мĕншĕн?». Çапла аташса пырса сисмен те казармăна çитнине. Павăл çиесси-ĕçесси çинчен те манса кайрĕ, вырăн çине таянса шухăша путрĕ: «Ăçта-ши вăл халĕ? Мĕнле майпа тĕл пулас? Унпа курнăçса пулĕ-ши?».
Ирхи апат хыççăн салтаксем казарма умĕнче строя тăчĕç. Мĕн хушни, калани Павăлăн хăлхине те кĕмерĕ, «Разойдись!» командăна çеç илтсе юлчĕ. Салтаксем казарма тăрăх саланчĕç.
- Павлик! Павлик? Тух-ха, тух! - кăшкăрчĕ Кузин танкист. Павăл уй-шухăша путнăскер, çак сасса илтсе шарт! сикрĕ.
- Мĕн пулчĕ?- тесе ыйтрĕ.
- Вера, Вера! Санăн ентешÿ килчĕ, - терĕ Кузин.
Павăл хыпаланса коридор тăрăх чупрĕ. Вăл пырса çитнĕ çĕре танкистсем пĕр çĕре ункă евĕр пухăннăччĕ ĕнтĕ. Павăл юлташĕсен хушшипе сĕртĕнсе варрине иртрĕ. Пăхать, хĕр ача тăрать. Хăй вăтам пÿллĕ, имшеркке çеç. Тумтирĕ кивелнипе çĕтĕлнĕ, вараланса пĕтнĕ, çара уран. Хура çÿçĕсем сапаланнă, çилпе вĕçсе тăраççĕ. Вичкĕн хура куçĕсем çеç йăлтăртатаççĕ.
- Яту мĕнле санăн, йăмăк? - тесе ыйтрĕ Павăл.
Хĕр ача сасă енне çаврăнчĕ те:
- Вера, - терĕ çепĕç сасăпа. Хăй читлĕхе лекнĕ чĕр чун пек вăхăтран вăхăт йĕри-тавра пăхкалать.
- Хушамату епле санăн? Аçу мĕн ятлă?
- Бередина. Атте Иван ятлă.
- Ăçтан хăвăр?
- Уралтан, У. хуларан.
Пилĕк çул хушшинче тăван енчи ентешне пуçласа курать Павăл. Те савăннипе, те хумханнипе хăй те сисмерĕ куçĕсем шывланчĕç.
- Вера, эпĕ те Уралтан, эсĕ çуралса ÿснĕ çĕртенех. Иксĕмĕр, ав, çавăнта ларса калаçар-ха.
Вăл хĕре аллинчен çавăтрĕ те вĕсем ишĕлсе аннă çуртăн пĕрени çине кайса ларчĕç.
Вера хăйĕн пурнăçĕ çинчен нумай каларĕ.
- 1942 çулта эпĕ телефон заводне ĕçлеме кĕтĕм. Малтан эпир аннепе иксĕмĕр пурăнаттăмăр. Каярах анне килтен тухса кайса урăх арçынпа пурăнма пуçларĕ. Эпĕ унăн йышăнăвĕпе ниепле те килĕшеймерĕм. Çавна пула пирĕн хушăра час-часах харкашусем туха пуçларĕç. Пĕр вăхăт аннерен уйрăм та пурăнса пăхрăм. Нимĕçсем Мускав патне килсе çитнĕ хыпара илтсен хам ирĕкпе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайрăм, - терĕ те хĕр куçĕнчен куççуль шăпăртата пуçларĕ.
Павăл Верăна лăплантарас тесе аллинчен тытса сăтăркаларĕ:
- Тăван çĕршыва хÿтĕлеме шутланă çын çирĕп чĕреллĕ пулмалла, унсăрăн эпир тăшмана çĕнес çук, - терĕ арçын хĕр йĕнине чарас тесе.
- Фронта каясси пирки никампа та канашламарăм. Ĕçре: «Мана фронта кайма ирĕк парăр, эпĕ Тăван çĕршыва алла пăшал тытса хÿтĕлеме каятăп» тесе заявлени çыртăм. Ĕçрисем мана ярасшăн мар: «Эсĕ кунта ĕçре кирлĕ. Эпир те фронтшăн тăрăшатпăр. Ямастпăр сана», - терĕç.
Пĕр-икĕ эрне иртсен пĕр каçхине станцине вăрттăн тухса утрăм. Пĕр талăк тавар турттаракан, икĕ талăк пассажир вакунĕсенче пытăм. Фронта каякан эшелонăн кочегарне пулăшса 4 талăк килтĕм. Поездран ансан чылай вăхăт ăçта каймаллине пĕлмесĕр çÿрерĕм. Хырăм выçă, çи-пуç вараланса кивелсе пĕтнĕ. Çынсемпе тĕл пулсан «ку таркăн» тесе шутланăн туйăнать, пит-куç вутпа çунать. Хама «Тăван çĕршыва хÿтĕлеме каятăп» шухăшпа лăплантаратăп.Лутра пÿллĕ уйрăм (особый) отделăн пуçлăхĕ Баранов юлташ штаба васкаса кĕрсе кайрĕ. Салтаксен пĕр пайĕ пухăннă та табак туртса тăраççĕ, теприсем хăйсен ĕçĕсемпе унталла та кунталла васкаççĕ. Тепĕр самантран штаб алăкĕ уçăлчĕ, Барановпа унăн ординарецĕ (командир хушнисене тума уйăрнă салтак) тухрĕç. Алăкран тухсанах тÿрех Павăлпа Вера ларакан пÿрт ишĕлчĕкĕсем енне утрĕç.
- Сергеев Павел ко мне! А гражданка на месте! - пулчĕ команда.
- Есть к вам, - терĕ Павăл, капитан умне чупса пырса тăчĕ те - Слушаю вас, - терĕ.
- С кем вы разговариваете? - ыйтрĕ Баранов капитан.
- Землячка из Урала, хотел с ней побеседовать, - терĕ те сулахай еннелле пĕр утăм пăрăнса, пĕр урине тепри çумне шарт! çаптарса, честь парса пăрăнса тăчĕ.Баранов капитан хĕр умне пырса унăн хушаматне, ăçтан килнине тĕпчерĕ. Вера пуçлăхăн ыйтăвĕсене хурав пачĕ. Пилĕк минут та иртмерĕ, вĕсем хĕре штаба илсе кайрĕç. Павăл темиçе пăхсан та хĕре унтан илсе тухни курăнмарĕ. Ирхи вун пĕр сехет тĕлне танкистсене строй занятийĕсене илсе кайрĕç. Кăнтăрлахи апат хыççăн Павăл Верăна дивизине ăсатни çинчен пĕлчĕ. Çав каçхинех танксем аслă çулпа фронт енне тапранчĕç.
Кĕрхи кунăн юлашки кунĕсем тăраççĕ. Çанталăк сивĕтнĕ. Хăш-пĕр чух талăкĕпех çил вĕрет. Пĕрре вăл такам уланă евĕр, тепре шăхăрнă пек шавлать. Хирте çил питĕрех те витĕрет, шинель тăхăнсан та унран çăлăнăç çук. Аслă вăрман хăрушшăн кашласа ларать. Унта та кунта хăрнă тата ватăлнă йывăçсем çул урлă йăваннă. Çавăнпа та танкпа пынă май «шарт!» тунă сасă илтĕнет. Ку ĕнтĕ хăрăк йывăçсемпе унăн турачĕсем шартлатса хуçăлаççĕ. Ял хушшинче çул пылчăклă, çуран утакана питĕрех те йывăр килет.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче танксен взвочĕ фронта çитрĕ. Декабрĕн 15-мĕшĕнче вĕсем çапăçăва кĕчĕç. Кашни танкиста палăртнă вырăнта тăшмана çĕмĕрсе тухмаллине ăнлантарчĕç. Нимĕçсен çар линийĕпе пирĕн линине пĕчĕк çеç çырма уйăрать. Юхан шыв урлă каçасси çеç йывăр, малалла çул çăмăл та хăвăрт пулассине кашни салтак пĕлет-ха. Çырма шурлăхлă вырăнта вырнаçнă. Шыв урлă каçмалли вырăн тупасси кашни салтакăн тавçăрулăхĕнчен килет.
Каç. Пурте малалла хырăмпа шăппăн шăваççĕ. Хушу пулмасăр вут-хĕм кăларма юрамасть. Çавăнпа та автомат-винтовкăсем, пулеметсем шавламаççĕ. Акă, Павăлăн хăлхине: «Все вперед, ни шагу назад! Вести огонь будете только по команде!» командирăн сасси пырса кĕчĕ. Тепĕр самантран: «Огонь!» тени илтĕнчĕ. Пеме хушу пулсан та Павăл вут-хĕм кăларма васкамарĕ-ха мĕншĕн тесен куçа пулеметран пени те, пĕр нимĕç салтакĕ те лекмерĕ. Çав хушăра танкăн сылтăм енне вут хыпрĕ, унăн çийĕпе тăхлан çумăр çăва пуçларĕ. Павăл нимĕç пулемечĕ вут-хĕм кăларнă вырăна асăрхарĕ те танк пушкине çав вырăна тĕллеме хушу пачĕ. Вут-хĕм сирпĕнет, пулемет, этемсем сирпĕнеççĕ... Сирпĕнччĕр, çунччăр вĕсем – нимĕçсем! Тăшман пире шеллес çук.Фронт линине татса тухиччен виçĕ танка вут хыпса илчĕ те вĕсем хиртех ларса юлчĕç. Çăлăнăç шыраса люкран тухакан танкистсем те вут-çулăмран хăтăлайман. Вĕсен çунса хуралнă ÿчĕсем хурçă ут çинчех çакăнса тăраççĕ. Çапла виçĕ танк пĕтĕм расчечĕпех çапăçу хирĕнче тăрса юлчĕç. Тепĕр 5-6 танк, çав шутра Павăл танкĕ те, тăшман оборонине çĕмĕрсе тыла 30-40 çухрăма кĕрсе кайрĕç. Мĕн чухлĕ штаб, подразделени аркатрĕç вĕсем çавăн чух. Çак çапăçура виçĕ кун иртрĕ. Тăваттамĕш кунхине танксем тăшман тылĕнчен тухма шут тытрĕç, анчах тăшман вĕсен çулне пÿлсе хунă. Нимĕçсем пирĕннисене плацдарм сарма май памарĕç. Малтан Сергеевăн танкĕ чарăнчĕ, унтан ыттисем те. Боеприпассем те шутлă юлнă, 3-4 снаряд çеç. Горючи енчен тата та хĕсĕкрех. Павăлăн вăл 15 çухрăма çитме тивĕç, ыттисен 5-10 çухрăма çеç. Хамăрăннисем патне çитиччен 25 çухрăм каймалла. Мĕн тăвас?
- Горючи пĕтиччен каятпăр! – терĕ Павăл. – Пурте ман хыççăн! Вăл танк люкне шаклаттарса хупрĕ те хурçă ут малалла хускалса кайрĕ. Виçĕ çухрăм кайсан хирĕç нимĕç танкĕсем тухрĕç. Пуçланчĕ вара çапăçу. Павăлăн тăватă танка лектерме снарядсем çитрĕç-ха. Тăшман вара татти-сыпписĕр снаряд сирпĕтет. Ултă танка вут хыпса илчĕ. Павăл малалла вирхĕнме шутларĕ. Вĕсен хÿтĕленме пĕр снаряд та юлман. Горючи те 1-2 çухрăма çеç.
- Пулăшу! Пулăшу! Ăçта-ши пулăшу?- тарăхса шухăшларĕ вăл. Горючи пĕтрĕ. Нимĕç танкĕ те куçран çухалчĕ. Таврара нимĕнле хăрушлăх та курăнмасть.
- Танка кунта пăрахса хăварма тивет, - терĕ Павăл.
Пурте пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Питĕ те шел пĕрле нумай хур-шур тÿсме тивнĕ, шанчăклă хурçă «туса» хирте пăрахса хăварма. Танксене хĕрхеннипе юлташĕсен куçĕсем шывланчĕç. Анчах ним тума та çук, малалла каяс пулать. Каç пулнă çĕре пĕр вар патне килсе çитрĕç. Çакăнта çĕр каçма шутларĕç. Çул çинче пулни виçĕ каç çитрĕ ĕнтĕ, çăвара пĕр кашăк апат та лекмен. Тăваттăмĕш каçхине пĕр яла çитрĕç. Ял хĕрринче, çырма леш енче ларакан пÿрте пырса кĕчĕç. Пÿлĕмре ватă старик ларать. Сывлăх суннă хыççăн Павăл:
- Мучей, кунта нимĕçсем пур-и? – тесе ыйтрĕ.
- Вĕсем кунта малтан та пулман, халĕ те çук, - пулчĕ хурав. Ватă çын ăшне тытса сăтăркалама пуçларĕ, вар виттипе аптратăп тесе пÿртрен тухрĕ. Вăрах вăхăт хушши мучи пÿрте каялла таврăнманни танкистсене шиклентерчĕ. Кунта ыррине кĕтмелли çуккине туйса вĕсем пÿртрен тухса çухалчĕç. Кăшт вăхăт иртсен мучи ултă нимĕç салтакĕпе килсе çитрĕ. Пÿртре çынсем çуккине курсан нимĕçсем шалта та, тулта та шырама пуçларĕç. Вăл вăхăтра Павăл тата пилĕк салтак ялтан аякри пĕр тарăн вара вырнаçнăччĕ ĕнтĕ.Декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче каçхи 8 сехетре пехота полкĕ икĕ сехет артиллери хатĕрленĕвĕ иртнĕ хыççăн тапăну пуçларĕ. Вĕçĕмсĕр пульăсем вĕçеççĕ, снарядсем сирпĕнеççĕ. Пуç çинчен шăхăрса иртнĕ хыççăн аякра шартлатса çурăлни илтĕнет. Акă ĕнтĕ çывăхрах çурăла пуçларĕ.
Павăлпа юлташĕсем тарăн варта малалла мĕн пулассине кĕтеççĕ.Оборони çирĕп пулманран нимĕçсем каялла чакма пуçларĕç.
- Эх, кунта халĕ пĕр-икĕ граната пулсан, - тарăхать Павăл.
Пĕр граната мар, пăшалĕнче те пĕр патрон çеç сыхланса юлнă. Ăна та Павăл хăйĕнчен хăй тенĕ пек пытарса хăварчĕ. «Нимĕçсен аллине лекиччен хамăн чĕре варрине кĕрсе ларсан лайăхрах пулĕччĕ» шухăшланăччĕ вăл.
Пуç çине нуша килсен çывăрса ларакан тăманан та куçĕ уçăлать теççĕ халăхра. Акă пĕр фриц ун еннелле чупать. Павăл вилнĕ çын пек хускалмасăр выртма шутларĕ. Анчах та нимĕç ун пек уйламарĕ çав. «Мĕнле вырăс салтакĕн тумĕ тăхăннă çын выртать кунта?» тесе уйларĕ пулĕ. Фриц хул пуççи çинчен винтовкине хыврĕ те тĕллесе печĕ. Павăлăн сăмси çинчен юн юхма пуçларĕ, куç лупашкине тулчĕ. Татах пăшал сасси илтĕнчĕ. Аяк пĕрчинчен пĕçерсе кайрĕ, анчах та хускалса, айлатса сас парас темерĕ вăл. Çывăхра çын сасси илтĕнменнине кура куçне уçса пăхас терĕ. Сылтăм куçне уçаймасть, вăл юнпа кĕвĕлсе ларнă. Сулахай куçĕпе сăнарĕ - таврара никам та çук. Павăл ерипен çаврăнче те хырăмпа шума пуçларĕ. Нумаях та шăваймарĕ, куçĕсем хуралса кайрĕç, суранран юн юхнипе вăйĕ пĕтрĕ. Аташса: «Çын хăй вилнĕ чух мĕн те пулин туять-ши е сисмесĕрех вилсе выртать? Çук, çук вилместĕп, çакăн пек вилме çуралман эпĕ», - тесе хăйпе хăй калаçма пуçларĕ. Акă вăл малалла шума пикенчĕ. Сăмсинчен юн юхма чарăнчĕ, суранĕ пылчăкпа питĕрĕнсе ларчĕ пулас. Пуля сăмса çунаттине татса кайни вăл пысăк сиенех мар-ха, анчах аяк пĕрчи мĕнле-ха унăн? Павăл тăнне çухата пуçларĕ. Хутран-ситрен çеç суранĕ ыратнине пула йынăшса илнисĕр пуçне пĕр сас та памасть. Аран çеç сывлать.
Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар Кĕçтенттин текен яла тăшман аллинчен çăлса ирĕке кăларчĕ. Çав ялтан пилĕк çухрăмри варта выртакан Павăл та ирĕке тухрĕ. Вăл çакна пĕлмесĕрех вилсе выртĕччĕ, анчах та малалла пурăнмалли, Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли, нуша курмалли тивĕçĕсем пулнă-ха Павăлăн.
Ирхине ирех Крюков хулине хирти çар госпиталĕ пырса вырнаçрĕ. Кунта аманнисене турттарса вырнаçтарма пуçларĕç. Виçĕ кун хушшинче госпиталь суранланнă салтаксемпе лăк тулчĕ.
Саккăрмĕш палатăра çĕрĕпе куç хупмасăр суранлисене Вера ятлă медицина сестри пăхрĕ. Ирхи 11 сехет тĕлне тата аманнисене илсе килчĕç. Вĕсен хушшинче Павăл та пурччĕ. Тепĕр кунхине арçын куçне уçакан пулчĕ. Тинех хăй аманнине ăнланса илчĕ, анчах та госпитале епле майпа лекнине ниепле те тавçăраймарĕ. Нумай шухăшласа выртрĕ Павăл, анчах суран ыратни уй-шухăша çĕнтерет, хăйĕн çинчен астутарсах тăрать. Акă 8-мĕш палатăна шур халат тăхăннă тухтăр чирлисене пăхма пырса кĕчĕ. Унпа пĕрле çамрăк, хура куçлă хĕр. Тухтăр чирлисене речĕпе пăхса тухрĕ те алăкран кĕрсенех сылтăм енчи 3-мĕш койка çинче выртакан Павăл патне пырса тăчĕ.
- Санăн яту, хушамату мĕнле?
- Сергеев Павел Стефанович, - хуравларĕ Павăл аран-аран сывласа.
Тухтăр суранлă çынна сывлама хĕн пулнине курса урăх ыйту парса тарăхтарас темерĕ. Ыйтас пулсан та Павăл ăна хурав параймĕччĕ. Мĕншĕн тесен вăл кун шутне те маннă, хăй хăш кун аманнине те астумасть. Вера Павăла палласа илчĕ. Пĕр вăхăт тухтăр назначенине çырма мансах шанк хытса тăчĕ. Çакна асăрхаса тухтăр тепĕр хут:
- Сергеев Павела ыран операцие хатĕрлес пулать, - терĕ.
Хĕр васкаса тухтăр мĕн хушнине çырса хучĕ, куçĕнчен куççуль тумлама пуçларĕ. Пуçра пĕр шухăш: «Часрах обход пĕтсен Павăлпа калаçасчĕ». Ĕçрен пушансан Вера 8-мĕш палатăна васкарĕ. Павăл умне пукан çине ларчĕ, йăл кулса илчĕ, анчах нимĕн те калаймарĕ. Каччăн аллине çĕклесе хăйĕн пичĕ çине хучĕ. Те чуп тума шутларĕ вăл, анчах Павăл суранĕ хытă ыратнине пула çакна тавçăраймарĕ пулас, аллине туртса илчĕ те тăнне çухатрĕ.
- Тухтăра чĕнĕр! Тухтăра! - тесе кăшкăрса Вера палатăран чупса тухрĕ. Тепĕр самантран палатăна тухтăр пырса кĕчĕ. Кислород баллонĕпе Павăла тăна кĕртрĕç. Чĕрене ĕçлеме пулăшакан кофеин укол турĕç. Пĕр вăхăтран арçын сас пачĕ, йынăшса илчĕ.
Верăн паян канмалли кунччĕ, анчах вăл Павăл умĕнчен каймарĕ, юн таппине тĕрĕслесе тăчĕ. Пĕр кунхине арçынна вилекенсен палатине те куçарнăччĕ. Анчах та Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтакăн малалла пурăнмалли пулнах çав.
Госпитале суранланнисене илсе килсех тăраççĕ. Сывалнисене каллех фронта ăсатаççĕ. Юрăхсăррисене киле яраççĕ.
Павăл госпитальте виçĕ эрне сипленет ĕнтĕ. Анчах та сывлăхĕ çаплах хавшак-ха. Сăмси çунаттинчи суранĕн йĕрри те юлмарĕ, вăл час тÿрленчĕ. Ак, паян кăнтăрла çитиччен Павăла татах операци тăваççĕ. Маларах унăн сылтăм енчи виçĕ аяк пĕрчи шăммине кăларса илнĕччĕ, пыршине кĕскетнĕччĕ. Паян тата мĕн тăвĕç-ши? Суран шăтăкĕнчен ÿпкери пÿр-сÿрсене тухма резина трубка лартрĕç. Операци хыççăн та Вера хăйĕн канмалли кунне шута илмесĕр Павăл патĕнче ирттерчĕ.
Павăл пек шăпаллă салтаксем вăрçă вăхăтĕнче, паллах, чылай пулнă. Пурин çинчен те çырма май çук. Вăрçă тата вăл вăхăтри аса-илÿ авăрне те каялла таврăнас килмест. Мĕншĕн иккенне вулакан хăй те тавçăрса илĕ.
Василий КУЗЬМИН,
медицина службин кĕçĕн лейтенанчĕ.
Читайте нас: