Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 12:33

«Виçĕ çул сисĕнмесĕр иртрĕ»

Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑ Тартури фестивале хутшӑннӑ.

Писатель пӗлтернӗ тӑрӑх, Жуковский ячӗллӗ литература фестивальне Людмила Казарян ҫыравҫӑ йӗркеленӗ.
«Тартура виҫӗ кун сисӗнмесӗр иртрӗ. Каяс-и, каяс мар-и тесе нумай шухӑшларӑм. Ҫапах та кайрӑм. Юкка Маллинен финн поэчӗпе, эссеистпа, славистпа, вырӑс литературине финн чӗлхине куҫараканпа паллашни маншӑн кӗтменлӗх пулчӗ», – тесе ҫырнӑ Дина Гаврилова Фейсбукра.
Аса илтеретпĕр: Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ Дина Гаврилован чӑн ячӗ - Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать.
Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн.
Чăваш халăх сайтĕнчен.
Читайте нас: