Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 13:50

Япшар кĕпеллисене палăртнă

Асăннă фотоконкурсра Пушкăртстан Республикинче тата Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенче (Удмурт Республикипе Мускав облаçĕ) пурăнакансем хутшăннă.

Фотоĕçсене çак номинацисемпе йышăннă: «Халăх тумне çĕнетни»‚ «Фольклор тумĕ»‚ «Наци тумне автор куçĕпе кăтартса пани»‚ «Манăн çемье историйĕ наци тумĕнче». Юлашки номинаци çак сыпăксенчен тăнă: «Чи лайăх арçын этнопортречĕ»‚ «Чи лайăх хĕрарăм этнопортречĕ»‚ «Чи лайăх ача-пăча этнопортречĕ»‚ «Чи лайăх çемье (ушкăн) этнопортречĕ».
«Япшар кĕпене» ачасем çеç мар‚ аслă ÿсĕмрисем те хаваспах хутшăннă. Çитес вăхăтра конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе чыслĕç. Вĕсен ĕçĕсенчен виртуаллă фотокурав йĕркеленĕ.
Конкурса тăратнă фотоĕçсем хушшинче чăваш халăх тумĕ пулни уйрăмах савăнтарать. Çтерлĕ хулинче пурăнакан Виктор Канаев (вăл чăваш каччин тумне жюри членĕсем умне тăратнă) «Чи лайăх арçын этнопортречĕ» (16 çултан аслăраххисем) номинацинче I вырăн йышăннă. «Чи лайăх ача-пăча этнопортречĕ» (3-16 çулхисем хушшинче) номинацинче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи Елена Павлова малти вырăна тухнă.
ПР Наци музейĕ «Япшар кĕпе» регионсем хушшинчи уçă фотоконкурса хутшăнакансене пурне те Раççей халăхĕн наци тумне упрас‚ аталантарас тата популяризацилес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн‚ нацисем хушшинчи культура хутшăнăвне йĕркеленĕшĕн‚ чун-чĕм пĕрлĕхне тата халăхсем хушшинчи килĕшĕве пулăшу панăшăн чунтан тав тăвать.
Ирида МАТНИЯЗОВА.