Пур хыпар та
Общие статьи
23 Сентябрӗн 2020, 12:16

Çывăрас умĕн урăрсене çăвăр

Ĕçрен таврăннă хыççăн душ айĕнче çăвăнтăр пулсан та çывăрас умĕн урăрсене тепĕр хут çума манас пулмасть.

Вĕсене ялан супăньпе çума та кирлĕ мар. Юхса тăракан шывпа çусан та çителĕклĕ. Çапла тусан хĕвел тухăç сиплевçисем урасенче вырнаçнă кĕмелли-тухмалли каналсенчи энерги юхăмĕ йĕркене кĕнине пĕлтереççĕ. Çак ĕçе уйрăмах пÿре, пĕвер, ват хăмпи, сула (селезенка), шăк хăмпи, вар чирĕсемпе аптракансем пурнăçламалла. Мĕншĕн тесен асăннă органсен энерги каналĕсем ура лаппинче вырнаçнă. Çывăрас умĕн яланхилле урасене çуни çак органсен ĕçне йĕркене кĕртме пулăшать.
Читайте нас: