Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Сентябрӗн 2020, 13:15

«Интернационаллă Çĕнтерÿ» марафон малалла тăсăлать

Пушкăртстан чăвашĕсен Канашĕ Раççейри Асăнупа мухтав çулне халалланă «Интернационаллă Çĕнтерÿ» республикăри культурăпа истори марафонне хастар хутшăннă. Вăл пирĕн регионта сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчех пуçланнă. Ăна республика пуçлăхĕн гранчĕпе 1941-1945 çç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Раççей халăхĕн тата уйрăм çынсен тÿпине асра хăварас тата наципе тĕн килĕшĕвне çирĕплетес, патриотла воспитани парас тĕллевпе ирттереççĕ.

Республикăри обществăлла наципе культура пĕрлешĕвĕсем, интернационалист салтаксем, çар çапăçăвĕсене хутшăннисем унăн членĕсем шутланаççĕ.
2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулин Дема районĕн 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизин музейĕнче чăвашсен Канашĕ мероприяти ирттерчĕ.
Презентаци вăхăтĕнче 112-мĕш пушкăрт кавалери дивизине халалланă стела патне чечексем хунă, музей экспоначĕсемпе, Кармаскалă районĕн «Звезда» шырав отрячĕ тата Суук-Чишмари историпе культура центрĕ асăннă темăпа хатĕрленĕ куравпа паллаштарнă. Марафона «Интернационаллă Çĕнтерÿ» регионсем хушшинчи культурăпа истори фестиваль проекчĕн ертÿçи, «Тĕрлĕ культура хутшăнăвĕсен центрĕ» («Центр межкультурного патнерства») обществăлла пуçарусене аталантаракан автономлă коммерциллĕ мар организацин директорĕ В. В. Латыпова уçнă.
Уява хутшăннисене Пушкăртстан чăвашĕсен Канашĕн председателĕ Л.И. Мурманская, Кармаскалă район администрацин пуçлăхĕн çумĕ Ф. Н. Макеева саламланă. 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизин музейĕн директорĕ Ф. К. Юсупова музейăн пĕрремĕш директорĕ, ПР чăвашĕсен Канашĕн хастарĕ Н.Г. Куприянов çинчен каласа панă. ПР чăвашсен Канашĕн ветерансемпе ĕçлекен комиссин председателĕ Б. Е. Гордеев «Асра тытчăр» («Чтобы помнили») проект пирки ăнлантарса панă. Кармаскалă районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ, «Пурин ячĕсене те асăнăпăр» («Вспомним всех поименно») кĕнеке авторĕ В.Т. Никанорова тухса калани пурне те килĕшрĕ, асра юлчĕ. П.Е. Васильев Совет Союзĕн Геройĕ пирки В.М. Васильева кинĕ аса илчĕ, унăн сăмахĕсем витĕмлĕ пулчĕç, пурин чĕрине те кайса тиврĕç пулĕ.
Çавăн пекех тĕл пулура республикăри вăрçă ветеранĕсен, право сыхлакан органсен тата тыл ĕçченĕсен Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Н.Т. Шелехова, республикăри ПР халăхĕсен Туслăх çурчĕн директорĕ И.З. Султанмуратов, Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Р.Т. Мигранова тата ытти хастарсем пулнă.
Экран çинче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă çынсен фото тата видео материалĕсене (Совет Союзĕн Геройĕсен, 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизин, 16-мĕш гварди кавалери дивизин тата ытти паттăрсен сăнĕсене) кăтартнă.
Мероприятие хатĕрлеме Демăпа Кармаскалă районĕсен культура уйрăмĕсем, «Пушкăртстан курăкĕсем» («Травы Башкирии») ООО тĕп директорĕ А.А. Иванов, ПР чăвашсен Канашĕн Президиумĕн членĕ Г.И. Степанов, Туслăх çурчĕн специалисчĕ С.С. Матвеева, хăйпултарулăх ушкăнăн ертÿçи А.Л. Степанова, «Нарспи» фольклорпа этнографи халăх ансамблĕ (ертÿçи - Г. Кириллова), Ĕпхÿ хулинчи культура çурчĕн солистки М. Васильева, ПР чăвашсен Канашĕн членĕсем О. Дмитриевапа В.Д. Гаврилова тата ыттисем пулăшнă.
Юлашкинчен, марафон йĕркипе чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Ивановна Мурманская эстафета-кубока «Кобзарь» украин центрăн ертÿçине В. Б. Дорошенкăна панă. «Интернационаллă Çĕнтерÿ» марафон малалла тăсăлать.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Читайте нас: