Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
30 Сентябрӗн 2020, 13:15

Н.И. Ашмарина - 150 çул

Октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн улăпĕ, 17-пайлă чи пысăк Чăваш сăмахĕсен кĕнекине çырса хатĕрлекенĕ, СССР Ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕ (1929ç) Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитет.

Николай Иванович Хусан кĕпернине кĕрекен Етĕрне уесĕнче (халĕ Етĕрне районĕ, Чăваш Республики) çут тĕнчене килнĕ.
Ачалăхĕ Кăрмăшра иртнĕ. Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине тата Мускаври Лазаревсен институтне (1894ç) вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕнче тутар чĕлхи вĕрентнĕ (1894-1899çç). Хусанти вĕрентекенсен семинарийĕн наставникĕ (1899-1919çç), Çурçĕр хĕвел тухăç археологипе этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çут ĕç институчĕн вĕрентекенĕ (1920-1923çç) пулнă. 1923-1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвел тухăç факультетĕнче вĕрентнĕ, 1925 çултанпа - тюркологи докторĕ. Николай Ашмарин профессор Хусанти Тухăç педагогика институтĕнче ĕçленĕ. 1929 çулта ăна СССР Ăслăлăх академийĕн член-корреспондентне суйланă.
1933 çулхи август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта çĕре кĕнĕ.
Ăслăлăх ĕçĕсем
Николай Ашмаринăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри - чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ - «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Словаре ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, ката ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.
Малтанхи икĕ томĕ - 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.
Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мифологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.
Кил-йышĕ. Несĕл
* Фёдор - аслашшĕ, Ярославль кĕпĕрнинчи крепостла хресчен.
* Иван Фёдорович - ашшĕ.
* Ксения Логиновна Гришина - арăмĕ, хутла пĕлмен хĕрарăм.
* Пётр Николаевич - ывăлĕ.
* Борис Николаевич (?-07.07.1952) - ывăлĕ, туберкулёзпа чирлĕ пулнă.
* Виктор Николаевич (26-29.10.1909 -?) - ывăлĕ, Ветеринари службин отставкӑри гварди подполковникӗ, АОВ ветеранӗ, инваличӗ, ӗҫ ветеранӗ, II ушкăн инваличӗ (1988 çул тĕлне).
* Надежда Николаевна - хĕрĕ, Шупашкарта пурăннă.
* Вера Николаевна (1919-1954) - хĕрĕ.
* Людмила Николаевна (1927-?) - хĕрĕ, эпилепсипе чирлĕ пулнă.
1921 çул тĕлне Н.И. Ашмаринăн кил-йышĕнче 9 ача пулнă.
Читайте нас: