Давлекан районĕнчи Çĕнĕ Емпек шкулĕнчи пуçламăш класс учителĕ И.К. Яковлева шкул сукмакне такăрлатма пуçланăранпа кăçал вăтăр çул çитнĕ.
Ирина Константиновна Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялĕнчи сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне малалла аталантарас шутпа Пелепейĕнчи педагогика училищине çул тытнă. Училищĕре тăватă çул вĕренсе ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван шкулне таврăнать. Халĕ ĕнтĕ вăл вĕренекен мар, дипломлă специалист. Икĕ çул ĕçлет ку шкулта Ирина Константиновна. Аслă классенче вырăс чĕлхи, географи предмечĕсене вĕрентет. Иккĕмĕш çулĕнче, кĕçĕн классен учителĕ декрет отпускне кайсан, виççĕмĕш классене вĕрентме тытăнать. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ тенĕ пек пĕр хушă ĕçленĕ хыççăн Канчăлав ялне качча тухать. Ку ялта шкул пулман. Çавна май И.К. Яковлева Çĕнĕ Емпек текен кÿршĕ ялти шкула вырнаçса кĕçĕн класри ачасене вĕрентме тытăнать. Кăçал çак шкулта ĕçлеме тытăннăранпа 28 çул çитнĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ - 30 çул.
Пуçламăш класс учителĕ - хăйне евĕр професси. Аслă классемпе танлаштарсан, кĕçĕн çулхи ачасемпе уйрăмах тимлĕ те ăшпиллĕ, тÿсĕмлĕ пулмалла. Паллах, юрлама-ташлама та, ÿкерме те, илемлĕ калаçма та (ку списока вĕçĕ-хĕррисĕр тăсма пулать) пĕлмелле. Ирина Константиновнăра учитель профессийĕнче кирлĕ енсем пурте пур темелле.
- Пурнăçăра педагогика ĕçĕпе çыхăнтарас шухăш епле çуралчĕ? – ыйтатăп Ирина Константиновнăран.
- Пирĕн çемьере педагогсем пулман. Анчах та пĕчĕк чухне тантăшсемпе пĕрмай шкулла выляттăмăрччĕ. Эпĕ вара ялан вĕрентекенĕ пулаканччĕ. Вăл вăхăтра шкул вăйă пулнă пулсан, халĕ уроксем те, вĕренекенсем те - чăн пурнăç. Хамăн пĕрремĕш учителĕн Анна Михайловна Герасимован, класс ертÿçин Роза Галиевна Галиеван ырă тĕслĕхĕсем ача чухнех учитель пулас ĕмĕте çуратрĕç те, çитĕнсе çитсен те шкула ĕçлеме каяс шухăш улшăнмарĕ. Вăтăр çул хушшинче вун икĕ кăларăм вĕрентсе кăлартăм. Эпĕ пĕлÿ панă ачасем хушшинче тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем пур, çав шутра вĕрентекенсем те. Учитель профессине алла илнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Тавах аттепе аннене, асаттепе асаннене мана пĕлÿ илме пулăшнăшăн. Вĕсем ман шухăша ырласа йышăнман пулсан, тен, ĕмĕт те çилпе вĕçсе кайĕччĕ. Учителĕн пурнăç тăршшĕпех вĕренмелле, çĕннине пĕлме тăрăшмалла, пĕлĕвне ÿстермелле. Çавна тĕпе хурса 2013 çулта Ĕпхÿ хулинчи ВЭГУран (Восточная экономико-юридическая гуманитарная академия) вĕренсе тухса аслă пĕлÿллĕ вĕрентекен пулса тăтăм.
Маншăн шкулти чи лайăх вăхăт - ачасемпе калаçнă, ĕçленĕ самант. Вĕсемпе пĕрле чухне хăв та çамрăкланса каятăн. Юрланă, ташланă чух чун савăнать, - тет ачасен чĕри патне çул тупма пултарнă вĕрентекен.
Çак сăмахсене ачасене чăннипех те юратакан çын çеç калама пултарать. Паллах, çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕ те çавăнтах. Ирина Константиновнăн вĕренекенĕсем район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсене, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
- Манăн ачасем тăван чĕлхене те хаваспах вĕренеççĕ. Районта чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăсенче, сочинени çырас енĕпе пĕрремĕш вырăна тухаççĕ. Ытти предметсемпе те парнеллĕ вырăнсене тивĕçетпĕр. Ачасем ман ĕçе çÿле çĕклеççĕ, - кăмăллăн сăмах хушать вĕрентекен.
Вăтăр çул хушшинче Ирина Константиновна хăй те тĕрлĕ Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене, дипломсене сахал мар тивĕçнĕ. Çав шутра РФ тата ПР Вĕрентÿ министерствисен, районти вĕрентÿ уйрăмĕ ятĕнчен панисем те пур .
И.К. Яковлева - сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыракан çын. Иртнĕ çулсенче йĕлтĕрпе чупса вĕрентекенсем хушшинче районта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Ĕç кунĕ вĕçленсен Ирина Константиновна килне васкать. Унта ăна мăшăрĕ, Маргаритăпа Анна хĕрĕсем кĕтеççĕ. Анна Пелепейĕнчи медицина колледжĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет пулсан, Маргарита хăй çемьеллĕ ĕнтĕ. Вăл кукашшĕпе кукамăшне Дмитрий мăнук парнеленĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.