Нумай пулмасть Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçипе Марина Николаевапа тĕл пулса калаçма, сывлăх управçин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма‚ унти экспонатсене курса киленме май пулчĕ.
М.А. Николаева чăваш халăхĕн паллă ывăлĕ‚ писателĕ‚ композиторĕпе драматурĕ‚ Пушкăртстанра чăваш радио ĕçне пуçарса яраканĕ‚ «Телей шыракансем» повесть авторĕ Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик пурнăçĕпе пултаруллăхĕ, музей историйĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Çак тĕлĕнмелле музея ĕнерхи шкул çуртĕнче йĕркеленĕ. Ăна ĕçчен те тăрăшуллă хĕрарăм тĕрлĕ экспонатсемпе пуянлатнă. Марина Алексеевна пĕрремĕш экспонатсене музей уçăличченех пухма тытăннă иккен. Çав вăхăтрах музей ертÿçи патшалăх учрежденийĕсене çитсе тĕрлĕ шайри калаçусем ирттернĕ‚ пĕр шухăшлă çынсене‚ меценатсемпе спонсорсене шыранă.
Марина Николаева - тĕлĕнмелле хĕрарăм‚ краевед‚ темиçе кĕнеке авторĕ. Унсăр пуçне вăл психолог та: çынсен кăмăлне çавăрма‚ вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма‚ калаçăва йĕркелеме пĕлет.
Калаçу вĕçĕнче эпир çĕнĕ проект - ялсене тăванлаштарас ĕçе - пуçарса яма шут тытрăмăр. Мелевĕс чăваш ялĕнче пуян историллĕ икĕ паллă вырăн пур: пĕри - асăннă музей‚ тепри - Серафим Саровский çветтуй чиркĕвĕ. Брик-Алга - совет саманинче никĕсленĕ ялсенчен пĕри. Ăна уçă пĕлĕт айĕнчи музейсен шутне те кĕртме пулать. Малашне пĕрле ĕçлессине çирĕплетсе çав кунхине пĕрремĕш утăм та турăмăр. Эпир пĕр-пĕрне кĕнеке парнелерĕмĕр.
Марина Алексеевна каланă тăрăх‚ тутар тата чăваш культурисем ĕмĕртен ĕмĕр кÿршĕллĕ пулнисĕр пуçне вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă та. Чăн малтан музей чăваш культурин центрĕ пулмалла пулнă. Анчах практика кăтартнă тăрăх‚ пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар‚ ытти культурăсемшĕн те уçă пулмалла.
Хирĕçле визитпа Марина Николаева хăйĕн ашшĕпе Алексей Родионовпа Брик-Алгана килчĕ. Вĕсене «Вакыт» композици интереслентерчĕ. Мелевĕс ял çыннисен çакăн йышши композицие яла кĕнĕ çĕрте лартма шухăш пур иккен.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ - Пишпÿлек районĕ.