Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Октябрӗн 2020, 13:10

Кăратмасра ватлăх сумра

Кăшăлвирус пандемине пула çур çул хушшинче клубра пĕр мероприяти те иртмерĕ. Çавăнпа пĕр-пĕрне курса калаçманни чылай пулать.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче клуб çурчĕн алăкĕсем тинех уçăлчĕç. Тен, çак сăлтавпа‚ тен, уяв ячĕпе унта халăх лăк тулли пухăнчĕ. Кăратмас ялĕнче 78 сумлă ватă пурăнать. Вĕсене Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕпе саламлама çанталăк илĕртÿллĕ те ăшă тăчĕ.
Ялти ватăсене сума суса ирттерекен уява клуб заведующийĕ Ю.А. Мурзаковпа библиотека ĕçченĕ С.В. Филиппова уçрĕç. Юрий Александрович пухăннисене тăван чăваш чĕлхипе ăшшăн саламларĕ. Унтан уяв йĕркелÿçисем Ермеккей ял Канаш пуçлăхне Н.Н. Тимирова сăмах пачĕç (Кăратмас ялĕ Ермеккей ял Канашне кĕрет). Вăл хисеплĕ ватăсене уяв ячĕпе сывлăхпа телей сунчĕ‚ тав сăмахĕ каларĕ. Хăй сăмахĕнче ял хутлăхĕнче тунă ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ. Ялти ватăсен ушкăнĕн ертÿçи О.И. Павлова та пухăннисене саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Малалла «Шевле» ушкăн артисчĕсене сăмах пачĕç. Çак кунхине сцена çинче чăваш юррисем‚ сăввисем тата кулăшĕсем янрарĕç. Пухăннисене ытларах чăваш ташши савăнтарчĕ. Пурте пĕрле «...Ĕмĕр иртет тесе ан хурланăр‚ ăна эпир тытса чарас çук...» хамăр ял юррине (сăмахĕсене Мĕтри Мишши çырнă) шăрантартăмăр. Унсăр пуçне «ЭКО Северная Нива Башкортостан» организацирен кашни пенсионера парнесем пачĕç.
Ялти сумлă та хисеплĕ‚ тăхăр вуннăран иртнĕ В.Н. Леонова ваттисен ятĕнчен пурне те хăй пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунса саламларĕ, артистсене кăмăллă концерт кăтарнăшăн чунтан тав турĕ. Пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем – тивĕçлĕ канури çынсем. Вĕсен шутĕнче - çыхăну уйрăмĕнче вăй хунă В.О. Артемьева‚ колхозра бухгалтер пулса ĕçленĕ Е.Л. Артемьева‚ электрик ĕçĕсене пурнăçласа пынă Н.Я. Васильев‚ Ермеккей ялĕнче районти культура çуртĕнче тăрăшнă Л.М. Макеева‚ З.Н. Колесникова‚ Л.П. тата О.И. Павловасем‚ клуб ертÿçипе вулавăш ĕçченĕ.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.
Читайте нас: