Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Октябрӗн 2020, 12:25

Нушаллă ачалăхпа паянхи телейлĕ пурнăç

Çак кунсенче манăн хаклă та юратнă йăмăк, Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан Валентина Емельяновна Петрова, 70 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çитмĕл çул çичĕ кун мар, çавăнпа та иртнине аса илмелли çителĕклех. Чăн та, темшĕн пуçа ытларах йывăр асаилÿсем пырса кĕреççĕ, куç умне хурлăхлă кунсем тухса тăраççĕ.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 4 çул иртрĕ. Фашистла Германие çĕнтерни‚ хаяр вăрçă пĕтни пысăк савăнăç. Анчах хуйхи-суйхи те аякран пăрăнса иртмест. Йывăр çулсенче арканнă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман. Унсăр пуçне çынсем чухăн пурнăçпа пурăннă. Çавăн пекех çаратакансемпе вăрă-хурахсем пырса тапăнни те пулкаланă.
1949 çулта пирĕн çемьене пысăк хуйхă пырса çапрĕ. Июль уйăхĕн пĕр шăрăх кунĕнче кĕтмен çĕртен килте пушар тухрĕ. Ĕç-пуç çĕрле пулса иртрĕ. Вут-çулăм çурт таврашне такам-тăр чĕртсе янипе тухнă пулнă. «Хĕрлĕ автан» çурт-хуралтă çине сиксе ÿксе вĕсене тĕп турĕ‚ кĕле çавăрчĕ. Çав пушарта пире ыйхăран Артемий Константинович Петровпа унăн пулас мăшăрĕ Анна Николаевна Данилова вăратман пулсан‚ эпир çунса вилнĕ пулăттăмăр. Телее‚ çак ырă чун-чĕреллĕ çынсем пире пулăшнипе эпир ырă-сывă тăрса юлтăмăр. Ниçта кайма вырăн пулманнипе уçă сывлăшра пурăнаттăмăр. Атте кĕркуннеччен çурт лартса кĕрес тесе тар тăкатчĕ. Кĕр кунĕсем çитсен çĕнĕ çурта пурăнма куçрăмăр.
Савăнăçпа хуйхи юнашарах тесе ахаль каламаççĕ пулĕ. 1950 çулхи март уйăхĕнче пирĕн çемьешĕн калама çук пысăк çухату пулса иртрĕ - атте пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вăл хут пĕлекен çынччĕ. Çавăнпа ăна ытти ялсенче те лайăх пĕлнĕ‚ хисепленĕ. Аттене юлашки çула ăсатма 5-6 ялăн çыннисем килнĕччĕ. Çав çулхи октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче çемьере «çĕнĕ кайăк» хутшăнчĕ‚ Валя йăмăк çуралчĕ. Атте çукки çăмăл мар пурнăçа пысăк йывăрлăх кÿчĕ. Эпир питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Пÿрт сивĕччĕ. Кăмака хутма вут-шанкă çукчĕ. Тирĕс кирпĕчĕ «кизяк» хĕл каçма çитместчĕ. Çавна пула пĕчĕк Валя час-часах чирлетчĕ. Çитменнине 1958 çулхине анне «бруцеллез» (инфекци чирĕ) чирĕпе чирлесе ÿкрĕ. Вăл темиçе талăк тăнсăр выртрĕ. Ун чухне аппа трахома сестри пулса урăх ялта ĕçлетчĕ. Çавăнпа ачасене пăхасси‚ хуçалăх тилхепине тытса пырасси пичче хулпуççийĕ çине тиенчĕ. Мĕнле йывăр пулсан та çак ĕçсене вăл анне больницăран тухиччен пурнăçласа пычĕ. Аннене сывалма пулăшакан эмелсем вăйлисем пулнă иккен. Вĕсем унăн ăшĕ-чиккине сиен кÿнĕ. Çав эмелсене пула 1965 çулхине пирĕн çывăх та юратнă çыннăмăр вар-хырăмĕн рак чирĕпе вилчĕ.
Валя йăмăк аппа патĕнче пурăнатчĕ. 1958 çулхине вăл пĕрремĕш класа кайрĕ. Каярах, йăмăкăм пĕлÿ аттестатне алла илсен, 1968 çулхине Юматовăри техникума вĕренме кĕчĕ. Ăна 1970 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе дипломлă специалист пулса тăчĕ. Вăл Давлекан районĕнчи М.Гафури ячĕллĕ колхозра бухгалтер пулса ĕçлеме тытăнчĕ. Ун чухне колхозри тĕп бухгалтер тивĕçĕсене пирĕн пичче Геннадий Емельянович пурнăçласа пыратчĕ. Вальăпа унра пĕр юн юхнăран ăна ĕçлеме çăмăлах пулман. Унран‚ ытти ĕçтешĕсемпе танлаштарсан‚ питĕ çирĕп ыйтнă.
1975 çулхине пирĕн çемьене тепĕр çухату амантса хăварчĕ. Хальхинче аппа пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Çак хуйха чăтса ирттерме çав тери йывăр пулчĕ. Пурнăç малалла шурĕ. Анчах мĕн ачаранах тăхăннă нуша кĕпи ÿт-пÿ çумне çыпçăнсах ларчĕ тейĕн. Аппа вилнĕ хыççăн икĕ çултан пичче йывăр чире пула çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Эпир Вальăпа иккĕн çеç тăрса юлтăмăр.
1975 çулхине Валя йăмăк Андрей Владимирович Петровпа пĕрлешсе çемье çавăрчĕ. Вĕсем пилĕк ача çуратса çитĕнтерчĕç‚ вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Килĕшÿллĕ те çураçуллă мăшăр хăй вăхăтĕнче капмар çурт хăпартса лартрĕ. Ĕçчен те тăрăшуллă çемье ăна тĕрлĕ коммуникаципе те çыхăнтарнă: унта туалет та‚ душевой та пур. Унсăр пуçне вĕсен çуллахи пÿрчĕпе выльăх картийĕ анлă та аслă. Хуçалăхра - икĕ çăмăл машина тата икĕ трактор. Тракторĕсемпе ĕçлеме çаклатмалли хатĕрĕсем те çителĕклĕ.
Паянхи кун йăмăкпа кĕрĕве 11 мăнук пурри савăнтарать. Вĕсем Иван ывăлĕпе тата Инна кинĕпе‚ икĕ мăнукĕпе пурăнаççĕ.
Иван АНДРЕЕВ пиччĕшĕ.
Давлекан районĕ‚ Рауш ялĕ.
Читайте нас: