Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Октябрӗн 2020, 13:20

Таштамакра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Таштамак ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна паянхи самана ыйтнипе килĕшÿллĕн хăпартнă.

ФАПра тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илмелли тата персонала ĕçлемелли условисене пурне те туса панă. Унта фельдшерпа акушер, процедурăпа прививка, çыхмалли тата бинтламалли кабинетсем, медперсонал валли хăй уйрăм, инвентарь пÿлĕмĕсем пур. Çурта шывпа тивĕçтермелли тата электричествăпа хутса ăшăтмалли системăсем, канализаци вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтра РМИАСра (республикăри медицина информаципе аналитика системи) ĕçлеме интернет сечĕпе те çыхăнтарĕç.
Строительство хакĕ 6 миллион тенке ларнă. Унсăр пуçне 500 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ туяннă. Ял çыннисене çак пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламлама республика пуçлăхĕ Радий Хабиров хăй килнĕ.
- Республикипе кăçал эпир 108 фельдшерпа акушер пункчĕ хута яратпăр. 2024 çулччен пур кивĕ ФАПсене те улăштарăпăр. Авăркас районĕнче кăçал эпир пилĕк çĕнĕ ФАП уçатпăр, çав шутра паянхи фельдшер пункчĕ те. Икĕ çул хушшинче сире валли тата тăхăр ФАП хăпартăпăр. Ку – питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир ял медицинине çĕнĕрен чĕртсе ярасшăн, кирлĕ чухне вăхăтлă пулăшу илмелле пултăр. Çитменнине сирĕн фельдшер питĕ опытлă, - палăртнă регион пуçлăхĕ.
Фельдшерпа акушер пункчĕ Таштамакпа Усманово ялĕсенчи 791 çын сывлăхне тимлесе тăрать. Пушкăртстан пуçлăхĕ фельдшерпа акушер, процедура, çыхмалли тата бинтламалли пÿлĕмсенче пулса курнă, ФАП заведующийĕпе Людмила Тимофеевăпа калаçнă. Хĕрарăм сывлăх сыхлав системинче 33 çул ĕçлет. Пациентсем ун çинчен яланах ыррине çеç калаççĕ. Людмила çак ялтах çуралнă, вĕреннĕ, çемйипе пĕрле урăх çĕре куçса кайса каялла таврăннă. Фельдшер малашне те ентешĕсене сыватма кăмăл пуррине палăртать. «Сывлăх çеç пултăр. Кун пек условисенче ĕçлемелле те ĕçлемелле», - тенĕ вăл.
- Çакăн пек çынсем çинче тытăнса тăрать пирĕн республика. Вĕсем - халăхăн тĕп хăвачĕ, - тесе каланă Радий Хабиров Людмила Тимофеева фельдшера патшалăх наградипе чыслама тăратма хушу парса. - Пĕтĕмлĕшле каласан, район мана питĕ килĕшрĕ. Илемлĕ, таса, анасене акнă. Эпир те ялсем аталанччăр, çынсем тулăх пурнăçпа пурăнччăр тесе хамăртан мĕн килнине тума тăрăшăпăр, - тенĕ Радий Хабиров.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ,
Таштамак ялĕ.
Читайте нас: