Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Октябрӗн 2020, 12:20

Йăх-несĕл тымарне пĕлекен йышра ăрусен çыхăнăвĕ çирĕп

Пирĕн районти кашни ялтах пĕр тĕвве пĕрлешнипе‚ туслăхпа‚ тăрăшулăхпа‚ ĕçченлĕхпе тата тăванлăха çирĕп тытса пынипе уйрăлса тăракан çемьесем пур. Ашкатар ялĕнчи Семеновсен йăхĕ шăпах çакăн пеккисенчен пĕри. Вĕсем савăнăçпа хуйха пĕрле пайлама пĕлеççĕ‚ пĕр-пĕрне тĕрев пулма тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть Семеновсен йăх-несĕлне халалласа Ашкатар ялĕнчи клубра илемлĕ уяв иртрĕ.

Мероприяти хăнасене культура çурчĕ умĕнче кĕтсе илнипе пуçланчĕ. Сумлă хăнасем чăваш апатне тутанса пăхнă хыççăн фойене иртрĕç. Унта уяв йĕркелÿçисем «Сăн ÿкерчĕксенче истори» тата «Семеновсен çитĕнĕвĕсем» ятлă выставкăсем йĕркеленĕ. Курава Семеновсен çемье представителĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене‚ Хисеп хучĕсемпе медалĕсене тăратнă.
Вячеслав Михайлович Ерохин краевед йăх-несĕл йывăççин икĕ туратне питĕ интереслĕ хатĕрленĕ. Вăлах пухăннисене çак ăрăвăн паллă çыннисемпе паллаштарчĕ.
Пĕрял çыннисемпе хăнасене ăру уявĕпе Денискино ял Канаш пуçлăхĕ Расим Гафаров саламларĕ. Вăл Семеновсен чи аслă тата чи кĕçĕн ăру представителĕсене асăнмалăх парнесем пачĕ. Вера Денисова районти культура уйрăмĕ ятĕнчен ашкатарсене çакнашкал чаплă уяв йĕркеленĕшĕн чунтан тав турĕ. Федоровка тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председателĕ Анна Ремпель асăннă ялта йăла-йĕркесене тытса пынине‚ вĕсене çамрăк ăрăва вĕрентнине палăртса хăварчĕ. Ăру уявĕ вăхăтĕнче «Пикесем» ушкăн (ертÿçи – Елена Газизова)‚ «Ашкатар çăлкуçĕсем» халăх ансамблĕн вокал йышĕ‚ «Ашкатар çăлкуçĕсем» ташă ушкăнĕ (ертÿçи – Марс Хайбуллин) илемлĕ концерт номерĕсемпе халăха савăнтарчĕç.
Семеновсен хушшинче нумай енлĕ пултаруллă‚ чун-чĕрепе илемлĕ те уçă кăмăллă çынсем пуррине палăртса хăвармалла. Вĕсен несĕлĕнче учительсемпе тухтăрсем, спортсменсемпе педагогсем‚ юрăçсемпе ташăçăсем тата купăсçăсем пулнă. Семеновсене пирĕн районта кăна мар‚ республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен йăхĕнче ахаль çынсем те‚ ĕçпе пиçĕхнĕ ял ĕçченĕсем те пур паллах. Çак çынсем тÿрĕ кăмăлтан вăй хурса тăван кĕтеспе районшăн тăрăшнă.
Асăннă çемье хăйсен йăх-несĕлĕпе паллаштарма ятарласа презентаци те хатĕрленĕччĕ. Залра пухăннисем слайдсем çинче хăйсен тăванĕсене курчĕç‚ туслăн пĕр ял çыннисен ячĕсене аса илчĕç.
«Туслă çемье - çĕршыв тĕрекĕ»‚ - тесе калаççĕ халăхра. Семеновсен çемье представителĕсем çине пăхсан‚ халăх сăмахлăхĕ чăн пулнине ăнланса илетĕн.
Татьяна ЗАЙНУЛЛИНА.
Федоровка районĕ‚ Ашкатар ялĕ.
Читайте нас: