Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Октябрӗн 2020, 11:30

Валентина Емельяновна ПЕТРОВА

Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă мăшăра, аннене, тĕнчери чи ырă кăмăллă асаннене, кукамая Валентина Емельяновна ПЕТРОВАНА чаплă юбилей ячĕпе!

Пурнăç çулĕпе хавхаланса утма, тăван кил ăшшине упраса пурăнма, ачусемпе тата мăнукусемпе савăнма ырлăх, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Ĕмĕтленнисем пурнăçланса пыччăр, кăмăл пуянлăхĕпе ĕçченлĕх, çын хушшинчи хисеп ан иксĕлтĕр. Чунупа хальхи пекех çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн. Эпир сана питĕ-питĕ юрататпăр.
Тавах сана, ыр çыннăмăр пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Аннемĕр, пурăн ĕмĕр-ĕмĕр сывă
Пире тĕрек те вăй-хăват парса.
Ăшă салампа - мăшăрĕ, ачисем тата мăнукĕсем.
Читайте нас: