Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2020, 14:35

Çамрăк вĕрентекене грант парса чысланă

Октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мияки район администрацин капăр та хăтлă çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери учитель кунне халалласа чаплă уяв иртнĕ. Çак кун çамрăк ăрăва вĕрентсе тивĕçлĕ пĕлÿ парас ĕçе хутшăнакансене - вĕрентÿ учрежденисен ертÿçисемпе педагогĕсене‚ çамрăк специалистсене‚ хушма пĕлÿ паракан учрежденисен педагогĕсене‚ ача сачĕн воспитателĕсене - чысланă. Уява хăйсен кун-çулне вĕрентÿпе воспитани ĕçне халалланă педагогика ĕçĕн ветеранĕсем килни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Администраци çуртне пухăннисене професси уявĕ ячĕпе саламлама хăнасем те йышлăн килнĕ. Чăн малтан вĕрентекенсен умне салам тата тав сăмахĕсемпе Мияки район администраци пуçлăхĕ Ришат Актуганов тухнă. Унтан пухăннисене Мияки районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕн ертÿçи Ханиф Мусин уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.
Ришат Габдрашитович Мияки район администраци пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессипе ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисене - Киргиз-Мияки ялĕнчи 2№ шкулăн вырăс чĕлхипе литература учительне Резида Яхинана‚ «Пионерсемпе шкул ачисен çурчĕ» хушма пĕлÿ паракан учреждени педагогне Алина Сайфиевана‚ Киргиз-Миякинчи 5№ ача сачĕн воспитальне Лилия Шарифуллинана тата Киргиз-Мияки ялĕнчи М.Абдулла ячĕллĕ 1№ шкулăн директорне Радик Якупова - чысланă. Çак çынсем профессире пысăк ăсталăхпа палăрнă‚ ĕçре çитĕнÿсем тунă‚ районти вĕрентÿ тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ.
Ханиф Шамилевич вара çамрăк вĕрентекене Марина Никифорована грант парса хавхалантарнă. Марина Юрьевна Кекен ялĕнчи шкулта хими тата биологи предмечĕсене илсе пырать. Астутаратпăр‚ 2019 çулхи июль уйăхĕнче Радий Хабиров ял-саласенче ĕçлекен çамрăк педагогсене хавхалантарма çулсерен 600 пин тенкĕлĕх 100 грант пама йышăну тунă. 2020 çулта грантсен шутне 150 çитернĕ‚ унăн виçи 690 пин тенкĕпе танлашнă.
- Урра! Пурнăçри пысăк утăм ăнăçу патне илсе çитерчĕ. Çакă тăрăшнипе çеç пулчĕ. Эпĕ кăмăллă. Яланах лайăххине‚ ыррине шанмалла. Хăçан та пулин вăл пурнăçа кĕретех. Паллах‚ кашни куншăн‚ кашни самантшăн та савăнмалла‚ - тесе çырнă соцсетьсенче Марина Юрьевна грант илнишĕн савăнса.
Вĕрентÿ уйрăмĕн методисчĕ Рафис Кадыров «Сывлăх-2020» спартакиадăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăланă. Çавăн пекех çак кунхине вĕрентекенсем физкультура тата спорт енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕн Тагир Гумеров аллинчен Хисеп хучĕсем илме тивĕçнĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ мероприяти вăхăтĕнче «çамрăк учитель» ят парассипе çыхăннă церемони те иртнĕ. Професси çулĕ çине тин тăнисене халалласа районти опекăпа попечительство пайĕн тата çамрăксен политики комитечĕн председателĕ Лиана Гатина пил сăмахĕсем каланă. Çакна та палăртса хăвармалла‚ кăçал районти педагогсен йышĕ 4 специалистпа пуянланнă. Çамрăк вĕрентекенсен ятĕнчен 2020 çулта ППУн Çтерлĕри филиалĕн педагогикăпа психологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă Ильвина Макаева сăмах каланă.
Професси уявĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă‚ паян çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх шутланакан педагог ветерансем те тимлĕхсĕр тăрса юлман. Вĕсене Мияки район администраци ятĕнчен Тав тата Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Çавăн пекех залра пухăннă педагогсем, Киргиз-Мияки ялĕнчи Тĕп культура керменĕн пултарулăх ушкăнĕсем куракансене концерт номерĕсемпе саламланă. Пĕтĕмĕшле уяв ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Мияки районĕ.
Читайте нас: