Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2020, 14:38

Чăтăмлă халăх умри тĕллеве пурнăçларĕ

Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене асăнса сăн ÿкерчĕксен галерейине йĕркелени çинчен эпир вулакансене кăçалхи август уйăхĕнче пĕлтернĕччĕ. Анчах та çак асăну вырăнне савăнăçлă лару-тăрура уçма май килменни çинчен (кăшăлвирус пандемине пула) пăшăрханса çырнăччĕ. Статья авторĕ Марина Прохорова хăйĕн сăмахĕсене те çаплах вĕçленĕччĕ: «Эпир - чăтăмлă халăх, кĕтмелле пулсан кĕтĕпĕр…». Чăн та, кĕтнĕ кун çитрĕ, çак кунсенче ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ.

Республика кунĕнче ялти культура çурчĕ умне халăх самай йышлă пухăнчĕ. Этĕлсем çеç мар, кунта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсем тăрăх саланнă йăхташсем те. Çавăн пекех вăрçă паттăрĕсене пуç тайма «Пограничниксен çарĕн ветеранĕсем» регионти обществăлла пĕрлĕхĕн Пелепейĕнчи уйрăмĕн хастарĕсем, «Илем» халăх ансамблĕн юрă-ташă ăстисем те килсе çитнĕ. Ярмулай ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем Ирина Васильева ертÿçĕ тăрăшнипе пуян та пысăк уяв программи хатĕрленĕ. Çак кун вĕсем хăйсем те хĕрарăм салтаксене (çие тăхăннă тумтире пăхсан - авт.) çаврăнчĕç.
Кăнтăрла çитеспе хурлăхлă çав вăхăтрах чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан митинг кĕвĕ çаврăмĕнчен пуçланчĕ. Пухăннă халăха пĕлтерĕшлĕ мероприяти ячĕпе Ярмулай ял Канаш администрацин пуçлăхĕ Константин Акимов саламларĕ. Ун хыççăн уяв ертÿçи çак пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме вăй-халне, вăхăтне хĕрхенмен чăваш хастарне Петр Дмитриев педагогика ĕçĕн ветеранне сăмах пачĕ. Петр Константинович пухăннă халăха сăн ÿкерчĕксем çинчен куçран пăхакан кашни фронтовикăн пурнăç шăпипе тĕплĕн паллаштарма тăрăшрĕ. Паянхи кун асăну галерейине 77 сăн ÿкерчĕк илем кÿрет. Икĕ уйăх каялла çеç çак хисеп 75-пе танлашнăччĕ. Апла пулсан тĕпчев тата стенда çĕнетес ĕçсем малалла пыраççĕ.
Çавăн пекех асăну митингĕнче Ярмулай ял Канашĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Михаил Сидоров, Харитон Андриянович Васильев фронтовикăн ывăлĕ Юрий Васильев юстици подполковникĕ (Ĕпхÿ хули), Пушкăртстанри «Пограничниксен çарĕн ветеранĕсем» обществăлла организацин Пелепейĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Юрий Денисов, Этĕл ялĕнчи ветерансен канашĕн пайташĕ Рудольф Алексеев, çак ялта пурăнакан Мария Костина сумлă ватă, «Урал сасси хаçат редакторĕ Юрий Михайлов сăмах илчĕç, уяв ячĕпе саламланă май истори страницисене асра тытма чĕнсе каларĕç. Матвей Гордеев вĕренекен хăйĕн кукашшĕне Федор Максимович Михайлова халалласа «Кукаçи патне çырнă çыру» сăвва вуласа пачĕ. Кашни тухса калакан хыççăн вырăнти «Рябинушка» ушкăн çар юррисем шăрантарчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче тăлăх салтак арăмĕсене те манмарĕç.
Асăну галерейине уçса хĕрлĕ хăйăва касма вара çак ĕçе пуçарса яракан Петр Дмитриев ветеран тивĕç пулчĕ. Çак самантпа усă курса пухăннисем мемориал умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Пĕтĕмĕшле вырăсла пынă мероприяти вĕçĕнче «Илем» халăх ансамблĕ хăйĕн чăваш юррисене тăсса ярсан уява чăвашлăх чунĕ кĕчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ, Этĕл ялĕ.
Читайте нас: