Юратнă çыннăмăр‚ сана юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа хурçă пек çирĕп сывлăх‚ тапса тăракан вăй-хал‚ тулли телей‚ ăнăçу сунатпăр. Чунупа яланах çамрăк пул.
Санăн ырă кăмăлу пире хавхалантарса тăрать‚ ăшă сăмаху пурăнма вăй-хăват парать‚ инкек-синкекрен сыхлать. Аннепе иксĕр пире çуратса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн‚ тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Эпир сана юрататпăр‚ санпа мăнаçланатпăр.
Тавах сана‚ ыр çыннăмăр пурришĕн‚
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Нумай çул ватăлмасăр пурăнсам‚
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа - мăшăрĕ‚ ывăлĕсемпе кинĕ‚ хĕрĕпе кĕрÿшĕ‚ мăнукĕсемпе çичĕ кĕçĕн мăнукĕ.