Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2020, 13:25

Кăвак хуппи

Октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çыравçă, драматург, композитор, Ф.Н. Вуколов-Эрлик çуралнăранпа 118 çул çитет. Филипп Николаевич Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнче çуралнă. Çыравçă хăй хыççăн пуян литература еткерĕ хăварнă. Çав шутра, К.В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх çырнă «Нарспи» драма, «Телей шыракансем» историлле повесть, «Кăвак хуппи» («Зарница») историлле роман. Автор хăй сывă чухне тем пекех «Кăвак хуппи» романне кун çути кăтартма ĕмĕтленнĕ. Шел пулин те, вăл вăхăтра унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. «Кăвак хуппи» роман ал çырăвĕ нумай çул хушши Гуманитари ăслăлăхĕсен чăваш патшалăх институтĕнче выртнă. Мелеспуç ялĕнче Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла краеведени музейĕ уçăлсан ун ертÿçи М.А. Николаева, çыравçăн ывăлĕ Рафаэль Филиппович тата Геннадий Рафаэлович мăнукĕ «Кăвак хуппине» кун çути кăтартас ыйтăва çĕкленĕ. Çакăн хыççăн ПР чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçин çумĕ Ю.П. Михайлов Гуманитари ăслăлăхĕсен чăваш патшалăх институтĕнче пулса ал çырăвне ксерокопи туса илсе таврăннă, музее парнеленĕ. Музей канашĕн пайташĕ шутланакан Рудольф Матвеевич Павлов çыравçă романа редакцилеме, компьютер наборĕ туса пичете хатĕрлеме, ум сăмахне çырма килĕшнĕ. Паян кун роман пичете хатĕр тесен те юрать. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса памалли çеç юлнă. «Кăвак хуппи» - революцичченхи Раççейри чăвашсен йывăр шăпине сăнласа паракан роман. Кунта чăвашсен пурнăçĕпе пĕрлех автор хăй çуралнă тăван тавралăх илемне те çырса кăтартнă. Сире, хисеплĕ вулакансем, романăн пĕрремĕш сыпăкĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Сĕм вăрман. Ĕмĕт пек вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрман.Тĕрлĕ йывăç. Хырсемпе чăрăшсем çурта пек тÿрĕ, пĕлĕте лекес пек çÿллĕ, акăш-макăш парка йывăçсене касса йăвантарсан, тункати çинче туй халăхĕ ташламалăх пур. Ку вăрмана нимĕнле вăй-хăват та тĕп тăвайман. Çут тĕнчере мĕн-ши вăл чи вăйли, тесе ыйтсан: «Çил-тăвăлпа вут-кăвар, вĕсемпе шыва танлаштарма пулать», - тенĕ ваттисем. Чăн сăмахăн суйи çук, анчах ку вăрмана çак виçĕ вăйлă хăват та çĕнтереймен.
Хăй ĕмĕрĕ тăршшĕнче тем те пĕр курнă вăл. Асар-писер çил-тăвăл тухсан, вăрман тинĕс пек хумханнă, шавланă та кашланă, çĕре çити авăннă, тĕреклĕ йывăçсем, тупăпа пенĕ пек, кĕрслете-кĕрслете йăваннă. Вăрман çаплах парăнман. Çил-тăвăл татти-сыпписĕр тилĕрни (беситься) çитмен, йăлтăр-ялтăр çиçĕм çиçнĕ, кĕр-р! кĕрленĕ аслати, аçа çапса çĕр кăкрине тăр-тăр! чĕтретнĕ, вăрмана вут хыпнă, тамăкри пек çунтарнă. Пурĕпĕр ун тымарне, ун вăрлăхне вут-кăвар та çунтарса пĕтереймен. Çунни çуннă, ÿсмелли ÿснех.
Вăрман шыва юратать, унсăр пурăнаймасть. Анчах шыв та яланах лăпкă мар. Кăра çилĕллĕскер, вăхăтне кура, кĕрлĕ-çурлă, вут-кăвар пек ашкăнма,тилĕрме пăхать. Ăна та çав урăм-сурăм çил-тăвăлах хĕтĕртет.
Вăрман çав тери сĕмсĕр-сарăмсăр тилĕрекен çурхи шывран та хăрамасть. Унта ватти вакланать, çĕмĕрĕлет, çамрăкки çăлăнать, чĕрĕлет. Ку вăрман хăмăш пекех çăп-çăра. Шаларах кĕрсен, хĕвел çути кураймăн, сĕм тĕттĕм унта. Кичем, хăрушă. Тăр кăнтăрлах аташмалла. Мĕн авалтан унта çитмĕл çичĕ тĕрлĕ тискер кайăк, аçтаха-çĕлен, упăте… ваттисем каланă тăрăх, арçури те пулнă, теççĕ. Ку вăрмана час-часах тискер кайăксен патши - вăрăм çилхеллĕ арăсланпа юнăçлă (кровожадный) тигр та киле-киле кайнă. Тигрсенчен пуринчен те хăрушши этем какайне тутанса пăхни имĕш. Хăрушă пулнă кунта кушак сăнарлă ытти тискер кайăксенчен те. Вĕсем йывăç тăрринчен çынсем çине тÿрех сикнĕ. Аçтаха-çĕлен çăварне карсан, вăкăр кĕрсе каймалла, хÿрипе çапсан, сăра хуранĕ пек пысăк вулăллă йывăçа та хуçса вăркăтать. Унран тарас пулсан, вăл шыв арманĕ кустăрми пек пулса, хуса çитет, тискер куçĕпе тинкерсе пăхса, чĕр чуна вăй-халран ярать те хускалайми тăвать. Çавнашкал хăш-пĕр çĕлене хăватлă çиçĕм те çунтараймасть, теççĕ.
Çавăн пекех кунта арçурисем те хăрушă пулнă, тет. Кусем вара вăрмантан çÿллĕ, курăкран лутра та пулма пултарнă, тет.
«Арçури армак-чармак вăрăм аллисене çÿлелле тăсса ярать, тет те, ахăлтатса кулса, вăрăм пĕççисемпе тем тăршшĕ яра-яра пусса, этем умне самантрах çитсе ÿкет, тет, хăрушшăн хуçкаланса, хăлхана çурас пек ахăрашса ташланă май, шĕл-кăвар пек хĕп-хĕрлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут-çулăм сирпĕтет, тет, этемĕн сехрине хăпартса, кăтăкласа вĕлерет, тет. Вăл вăрмана пĕччен пырса кĕресрен пÿлĕхçĕ сыхлатăрах» тенĕ ваттисем.
Анчах тетсене ĕненекен Нехвет шыва кайса вилнĕ, тет. Тискер кайăксем тем тери хăрушă вăй-хăватлă пулин те, этем вĕсене пурпĕрех парăнтарнă.
Ку вăрман пĕр енчен хăрушă пулсан, тепĕр енчен çĕрме пуян та ытарма çук илемлĕ. Кунта кăмпи-мăйăрĕ, çĕр тĕрлĕ çĕр çырли, кунта çĕмĕрт çĕрсе выртать, хура хурлăхан çын татманшăн хурланать. Кунта темĕн чухлĕ енлĕк-куянĕ, тилли, упи вăрман тулли. Кунта сăсар, пакша, юс, кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе пăши, пăлан.
Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман тенĕ çĕрте çĕр пичĕ тикĕс пулмасть. Тухăçалла кайнăçемĕн хутлам-хутлам тусемпе сăртсем, ешĕл тÿпеттей тăхăннă тÿпемсем курăнаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ шурă пĕлĕтсемпе танлашнă.Симĕссĕн-кăваккăн курăнакан çÿллĕ тусем хушшипе йăрăм-йăрăм тарăн варсем пĕлĕтрен татăлса аннă пек туйăнаççĕ. Кашни варта тăп-тăрă шыв, çавра кÿлĕ чĕркĕмĕл (ртуть) пек ялтăрать, пур енчен те вĕсене çÿллĕ çыран хÿтĕлет, хушăран çăра тĕтре хупăрласа илет. Уяр кун ула-чăла пĕлĕтсем, çÿллĕ çырансем çийĕн, ырнă ака вăкăрĕ пек, ерипен кăна шуса иртеççĕ. Теплерен пĕрре ăмăрт кайăк вăрмантан ярăнса вĕçсе тухать те хăмăр пĕлĕтсене урлăн та пирлĕн пăлхатать е чăл-пар салатма хăтланать.
Ăмăрт кайăкран самай аяларах вĕтĕрех пĕркĕтсем, кăра çилĕллĕ кăйкăрсем, йĕпкĕн хура хурчка, хăла хăлат е çăткăн çăхан урлă-пирлĕ ярăнни курăнать. Кусем юн ĕçекеннисем.
Ку вăрманта тем чухлĕ шыв-шурлăх, ытарми хитре чечеклĕ уçланкăсем, тем чухлĕ çап-çаврака кÿлĕсем. Кÿллисем пĕринчен тепри хитре. Пуринчен те шаларахри кирек кама та, кирек мĕнле чĕр чун кăмăлне те каймалла. Шавласа юхса тухакан çăл шывĕ, паллах ĕнтĕ, кÿлĕре шăнăçаймасть. Вăл ирĕксĕрех çак шыв-шурлăхран юхса тухса, кăнтăр еннелле ытарма çук хитре çырма пулса, ту айккипе малалла юхнăçемĕн ÿссе пырать, пыра-киле хăйĕн ятне те туянать вăл. Ăна кунти халăх Мелевĕс çырми тесе çÿретет. Çав çырма çăл куçне Аслă шур вăрманĕ хăй вăйсăрланичченех упраса пурăнать.

Пĕр ушкăнтан икĕ ял


Аслă шур вăрманĕ. Тайга вăрманĕн хĕвел анăç хÿрипе сыпăннă сĕм вăрман иккенне, унăн шурлăхĕнчен Мелевĕс çырми пуçланса кайни çинчен эпир вулакансене маларах та астутартăмăр. Ку таврара тăпра та хуп-хура, мамăк пек çемçе, тыр-пулă акма çав тери лайăх, пархатарлă пулнă. Улăх тăршшĕпе туп-тулли тĕрлĕ çимĕç, çырмара пĕтесси çук пулă… Ăна ку таврана килсе курнă чăвашсем хĕрсе кайсах кăмăлланă. «Хура тăпра ырлăхĕ - хура халăх пурнăçĕ, кунта туртуна тăрăнтарса лартсан та чĕрĕлмелле», - тенĕ вĕсем шалтах тĕлĕннĕрен. Кун пек пуян, чаплă çĕршыв камăн кăмăлне ан кайтăр ĕнтĕ? Тутлă шăршăллă чечек çине пыл хурчĕн те ларасси килсех ларать. Ăçта ăшă, çав еннелле çил вĕрет, ăçта хитре - çавăнталла чун туртать. Çавăнпа ку тавраналла вăтам Атăл таврашĕнчен хăйсен ирĕкĕпе куçа-куçа килнĕ чăвашсем те сахалах пулман. Вĕсем Мелевĕс çырми тăрăх та ытти çĕрелле киле-киле вырнаçнă. Мелевĕс çырми пуçнерех вырнаçнă ялăн ятне «Мелевĕспуç» тесех çÿретнĕ. Кĕскен - «Мелеспуç» тенĕ ăна.
Çав çырма тăрăх пилĕк-ултă çухрăм анаталларах усал Тăхтаман çуралса ÿснĕ Хушăлка ялĕ вырнаçнă. Вăл Мелевĕспе кĕçĕн Мелевĕс çырми пĕр çĕре хутшăннă тĕлти вырăна йышăннă. Пушкăртсем ку вырăна «Куш-йăлка» тесе çÿретнĕрен, чăвашсем хăйсем те ял ятне «Хушăлка» тенĕ.
Ку таврара чăваш ялĕсем ытти халăх ялĕсенчен нумайрах пулнăран, вулăсĕ те чăваш ялĕнчех пулнă. Упранса юлнă кивĕ документсем тăрăх, малтанласа кунти вулăс Кистенлĕ ялĕнче пулни курăнать. Ваттисем кивĕ документсем кăтартнă тăрăх, кунта малтан килнĕ икĕ чăваш кулава çĕре пушкăртсенчен ик çĕр сум укçа тенкĕ тÿлесе илнĕ те икĕ пая уйăрнă. Уйăрас умĕн шăпа янă. Пĕрне, Вĕлле Мĕтри текеннине, хальхи Хушăлка çĕрĕ килсе тухнă. Çавăнпа Вĕлле Мĕтри Хушăлка ялĕн тĕп никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕçне хураканĕ пулса тухнă темелле. Тепĕр пайĕ кĕреçе сухаллă тĕне кĕмен чăваша, Иштирек ятлă лутра старике, тивĕçлĕ пулнă. Ку вара Мелеспуç ял никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕçне хураканĕ пулнă.
Çапла Вĕлле Мĕтрипе Иштирек старик малтан килсе çĕр илнĕ хыççăн, кунта 1763 çулхине чылай пысăк ушкăн чăвашсем куçса килеççĕ. Çав ушкăнран вара икĕ ял никĕсленет, пĕр ушкăнран икĕ ял пулса каять. Хушăлка никĕсне хуракансем: Арук, ехвейттăр Айтукан, Енчура, Сармантей, Тавит тата ыттисем те. Мелеспуç никĕсне хуракансем: Тимати старик, йĕрĕх Матус, кервен Лариван, Мăшик Митрук, пакăлти Пуклак, унăн арăмĕ Чани тата ыттисем те.
Çапла чăвашсем вăтам Атăл таврашĕнчен кунталла, Пушкăрт çĕрнелле куçса килсе, телей тупăпăр тесе ĕмĕтленеççĕ. Ĕмĕт хутаççин тĕпĕ çук теççĕ çав. Мускавра чăхсене те сăваççĕ тет…
Вĕсем кунталла куçса килсен, ырлăхра нумай савăнса пурăнайман. Хăшĕсем чăвашсенчен маларах, хăшĕсем каярах та пулĕ, ку тавраналла упа-кашкăрсенчен тата та çăткăнрах пусмăрçă улпут-купцасем килсе тулнă. Мĕн каласси? «Пуянлăх - ухмах ĕмĕчĕ, ырă ĕç - ăслă çын ĕмĕчĕ» теççĕ-çке. Вĕсен укçа-тенки - кĕсьере, хĕç-пăшалĕ - алăра. Укçа-тенкĕпе хĕç-пăшал алăра пулсан, тем те тума пулать.
Мелевĕспуçĕн Тукасри кĕперĕ урлă каçса çур ана урлă утсанах Шихобаловпа Аксаков, вĕсенчен кăшт çурçĕр еннерех Бунинпа Осокин, мал енчи ту çине хăпарсан Щелкановпа Юраш, кăнтăр енне Коншинпа Кулагин улпутсем килсе вырнаçаççĕ. Çав улпут-купцасем пурăна киле ял куштан-пуянĕсемпе пĕр майлă пулса, пурнăç йывăрлăхне пĕтĕмпех ял чухăнĕсем çине тиесе пурăнма тытăнаççĕ. Çут çанталăк пуянлăхне ним шухăшламасăр çарата-çарата Аслă шур вăрманне те хурлантараççĕ. Чухăн чăвашăн ирĕксĕрех:
Кăвак кăвакарчăн эп пулăттăм,
Карлăк çине ларса юрлăттăм,
Хĕн-хурлăха пĕрттех пĕлмĕттĕм,
Куççуль сая ярса йĕмĕттĕм, - тесе юрланă хурлăхлă сасси нумай çулсем хушши ăçта килчĕ унта çын чĕрине ыраттарнă. Ку тĕрĕсех çав ĕнтĕ, тĕрĕсех. Улпут-купца таврашĕсем Мелевĕспуçпа Хушăлка чăвашĕсене пусмăрласси вăл акă ăçтан пуçланса каять.
***
Вăхăт кĕтме пĕлмест. Вăл пĕрмаях малалла шăвать. Чăвашсем кунта килсе вырнаçнăран вара, вăхăт аллă çулран та ытлашшипех иртсе кайрĕ пулмалла.
Эрĕнпурти оберформейстер, Мустафин князь Хушăлкапа Мелевĕспуç чăвашĕсене панă çĕр лаптăкне кĕрекен вăрмансене вĕсем чăвашсене тивĕçлĕ вăрмансем мар, казённăй вăрмансем тесе, Аксаков улпутăн крепостной хресченĕсенчен кастарттарса тикĕт вĕретмешкĕн ирĕк панă. Аксаковăн именниĕ Мелевĕспуç ялĕнчен тăватă çухрăмра çеç пулнă. Билетне Прокопьев Павел ятлă хресчен аллине тыттарнă. Крепостла хресченсем, паллах ĕнтĕ, тÿре хушнă ĕçе тумасăр пултарайман. Выçă хырăм çынна тискер кайăка та çавăрать. Кун çинчен С.Т. Аксаков хăй пĕлнĕ-ши, çук-ши? Тĕрĕсне каласан, пĕлмен те пулмалла. Мĕншĕн тесен вăл ун чухне çамрăк пулнă-ха. Пĕлнĕ пулсан та, хăй хушас çук: вăл çут çанталăка, вăрмана чун-чĕререн юратакан çын пулнă-çке. Çакна вăл çырнă кашни кĕнекерех курма пулать темелле. Анчах çак мăшкăла тÿсеймен пирки чăвашсем ăçта кирлĕ çавăнта çăхав хыççăн çăхав çыраççĕ.1839 çулхине çырнă çăхавра хăйсен ĕçне епле те пулин çиеле кăларасшăн пулса, вĕсем пушкăртсемпе 1803 çулхине тунă килĕшÿ çине тайăнаççĕ. Çине тăрсах ку ĕç пирки хăйсем те ăçта кирлĕ çавăнта çÿреме пуçлаççĕ. Вăл килĕшÿре акă мĕнсем кăтартнă пулнă: «1803 года июля 9 дня, мы нижеподписавшиеся Оренбургской губернии, Белебеевского округа, Илкельминской волости вотчинники башкиры со всего нашего согласия дали сей договор в том, что продали жалованную нам от Великих государей предкам нашим землю из которой часть во владение на вечные годы Белебеевской же округи к деревням Менеузбаш-Кошелга тож и Мало-Менеузовской из чуваш новокрещену Степану Гаврилову с товарищами всего 175 душам, которой сею пользовались от нас оной землёю и имели на ней жительство по договору от нас же данному на время», - тесе çырнă. Унтан тата: «Ныне мы обществом своим вотчинники башкиры за способность себе сочли отдать им тоё часть земли на которой жительство имели в вечное владение без платежа оброка, что и совершили действительно нижеподписавшимися урочищами означенным жителям деревни Менеузбашевой Кош-Елга тож и Малой-Менеузовской из чуваш новокрещенам ценою за тысячу рублей, а именно урочищи значит…» - тенĕ. Малалла çĕр чикки ăçтан пуçланса ăçта çитнине, мĕнле сăрт-çырмапа, лупашкапа, ялсемпе чикĕленнине йăлтах кăтартнă. Слакпуçне, Ăхпуçне, Кистенлĕ ялне тата ытти ялсене те палăртнă. Çак килĕшÿ тăрăх ку ялсем Хушăлкапа Мелевĕспуçĕнчен маларах килсе вырнаçни те курăнать.

Пиллĕкмĕш ревизи списокĕ тăрăх Хушăлкапа Мелевĕспуçĕнче ун чухне миçе арçын, миçе хĕрарăм чунĕ пулнине те кăтартнă, тата ытти те.
Çак договора шута илсе, ун çине çирĕппĕн таянса, чăвашсем хăйсем те ăçта кирлĕ - çавăнта çÿреме тивĕçлĕ пулнă. Ку чăнах та тĕрĕсех.

Малтанласа чăвашсем пуху ирттереççĕ. Унта икĕ кулава (глава) суйлаççĕ. Пĕрне - Иштиреке, теприне - Ларивана. Мĕншĕн тесен, леш крепостной хресченсем Аслă шур вăрманне касма ерĕçнĕ пулнă - 50-60 хресчен хитре йăвăçсене хиреççĕ кăна иккен!..Çакна кура кунта хайхи икĕ кулава, Иштирекпе Лариван та, пырса тухаççĕ. Вăрман касакансем - япăх, çийĕнчи тумтирĕсем те çĕтĕк-çатăк.
- Эсир мĕн тăватăр кунта? - теççĕ хайхискерсем.
Лариванĕ чылай вăрăм, çирĕп шăм-шаклăскер. Иштирекĕ - лутрарах та самаях парка. Пит-сăнĕпе тутар евĕрлĕрех.
- Ара, мĕн тунине курмастăр-и? Вăрман касатпăр, вăрман.
- Касассине касатăр-та-ха, анчах сире кам хушрĕ вара пирĕн ял вăрманне касма?
- Кам хуштăр? Хуçасем.
- Да. Хуçасем çав. Вĕсем пире тикĕт кирлĕ, теççĕ.
- Çапла … Вĕсем тикĕт нумайрах сутса, нумайрах укçа тăвасшăн. «Пуян куçĕ нÿхреп куçĕ» теççĕ-çке.
- Правильно! Пуян çыннăн çăкри те йÿçĕ! - хыттăнах кăшкăрашрĕç чухăн крепостнойсем пĕр шикленмесĕр.
- Кун çинчен нумай калаçса тăмалли те çук, что правильно, то правильно, друзья! - тесе хучĕ чи аслăраххи.
Вăл вĕсен пуçлăхĕ пулчĕ пулас. Ыттисем ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Вăл чăвашсемпе кăмăллăн сывпуллашнă хыççăн, ыттисем те сывпуллашрĕç. Пурттисемпе пăчкисене илчĕç те, Куроедово текен ял еннелле утрĕç. Вĕсем чăвашсемпе курса калаçичченех вăрмана касассисем килмен пулас.
Çапла Мелевĕспуçĕпе Хушăлка чăвашĕсем 1803 çулхине пушкăртсемпе тунă килĕшĕве çухатмасăр упраса хăварни, пысăк хуйха ернĕ чăвашсене пит те кирлĕ, вырăнлă пулса тухнă. Вĕсем Аслă шур вăрманĕшĕн улпут-купцасемпе çине тăрсах кĕрешни сая кайман. Кун пирки, паллах, Лариванпа Иштиреке халăх тав тумашкăн та тивĕçлĕ пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем çак ыйтупа, сивви сивĕ мар, çил-тăманĕ тăман мар кунсенче, Эрĕнпура пĕр хут çеç мар кайса килмелле пулнă. Юлашкинчен Эрĕнпурти казёный хысна палати Пелепей уесĕнче судăн йышăнăвне çирĕплетсе панă. Çавăнпа хайхи вăрман Мелевĕспуç чăвашĕсен аллинче ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă. Çак ĕçĕн ырлăхĕ Мелевĕс çырми тăрăх пурăнакан мĕнпур чăвашсемшĕн, çавăн пекех ытти халăхсемшĕн те, пысăк пархатарлă ĕç пулса тухнă. Аслă шур вăрманĕн шăпи, унăн кун-çÿлĕ мĕнле пулни çинчен сăмах малалла пырĕ.

Лариван ушкăнĕ

- Эпир ÿксе вилсен мĕн юлать?
- Хамăр тăрăшнă таран акса ÿстерсе хăварнă, пархатарлă çимĕç çеç юлать.
Лариван та Лариван тесе калаçатчĕç пирĕн ялта. Мелевĕспуç ялне никĕсленĕ чăвашсенчен пĕрне кирек ăçта та асăнатчĕç ăна, пуринчен мала хуратчĕç.
Пĕррехинче çуркунне тарăн варсем, çырмасем тăрăх çурхи шыв шавласа, кĕрлесе юхать. Ял урамĕсем тăрăх шыв кÿлленчĕкĕсем типсе пĕтеймен-ха. Çурт-йĕр таврашĕ сала кайăк, шăнкăрч, ытти вĕт кайăк-кĕшĕк сассипе янраса çеç тăрать. Çуркуннене пур чĕрĕ чун та хавас. Калăм уявĕн виççĕмĕш кунĕ. Çав кунхине ваттисене асăнма шăпăрçă Мĕкĕтен чипер кăна тирпейлесе тасатнă кĕтеслĕ пÿртне мĕнпур хурăнташ-ăру пухăннă. Вĕсем пурте Лариван йăх-несĕлĕсем. Кунта çĕр çултан иртнĕ Павăл старикпе унăн самаях ватăлса çитнĕ икĕ пуян ывăлĕ, Ваçкапа Путап, лутра кăна пуян Исак старикпе унăн чухăн шăллĕ вăрăм Симукка, Ванюкка ятлă старикпе унăн ывăлĕ, Хура Карачăм тата ыттисем те килсе çитнĕ. Карачăмăн Ваçилей ятлă йăваш кăна ывăлĕ те пур. Вăл сахалтан та утмăл çултан иртнĕ арçын ĕнтĕ. Тата кунта тепĕр Ваçянка старик Микишĕпе купца Кируш, Мĕкĕте пиччĕшĕ усал Патиер, тем чухлĕ карчăк-кĕрчĕк пухăннă. Хăшĕсем ĕçсе-çиеççĕ, хăшĕсем юрлаççĕ, хăш-пĕрисем иртнĕ пурăнăçпа ваттисем çинчен юмахлаççĕ.
Хура Карачăмăн хăйĕнчен вăрăм Малля ятлă карчăкки, вăлта хуллинчен кăшт çеç хулăнрахскер, кăкрисем те путене çăмарти пек çеç, çапах та йÿççине сыпсан, пит те мухтанма юратать. Вăл тулли сăра куркине сулахай аллине тытнă, шĕвĕр сухаллă шăпăрçă Мĕкĕте умĕнче сылтăм аллине çавăра-çавăра хăйĕн ялан юрлама юратакан юррине, туй арăмĕ пек, лăпчăна-лăпчăна юрланçи пулать:
И-пурнар-и, тăвансем, ай, пурнар-и,
Пурçăнсенчен картасем çаврар-и,
Пурçăнсенчен картасем çавăрни çук,
Тăванĕнчен тăванĕ тăранни çук.
Шап-шур иккен çĕмĕртĕн çеçкисем,
Пит тутлă иккен хамăрăн тăвансем, - тесе, хумхана-хумхана юрлать. Хушса юрлаканнине çавăра-çавăра хурать. Мĕн каласси? Кирек мĕнле юрă та хăй саманине кура-çке-ха? Карчăк юррине юрланă май хурланчĕ. Тутри вĕçĕпе куççульне шăлса илчĕ. Иртнисене ирĕксĕрех астуса:
- Эх, Мĕкĕте, Мĕкĕте! Итле-ха, шăллăм, ман сăмаха. Итле-ха! Эпĕ мĕн каласшăн?
- Пĕлместĕп-çке, Малля аппа, тем каласшăн эсĕ мана. Анчах санăн çемçе чĕлхеллĕ ырă сăмахусене эпĕ кирек хăçан та итлеме хатĕр.
Мĕкĕте начартарах куçĕсене мăч-мăч тутарса, шăпăр хуллипе халь çеç тасатса пĕтернĕ чĕлĕм чăпăкне тĕкĕр витĕр пăхнă пек пăхса илчĕ.
- Мĕн каласси пур ĕнтĕ, Мĕкĕте, мĕн каласси-и? Çут тĕнче иккĕ килмест. Эпир те ватăлатпăр ĕнтĕ. Çамрăк ĕмĕрсем хур кайăксем пекех карталанса вĕçсе иртсе кайрĕç. Сиссе те юлаймарăмăр. Тĕрĕс мар-и?
- Ара-а… ан та кала ĕнтĕ, Малля аппа, ан та кала. Çамрăк ĕмĕр иртнине эпĕ хам та сисеймерĕм. Эсĕ каларăшле, чăн-чăнах та хур кайăк пек вĕçсе иртсе кайрĕ. Кун-çулсем, шыв пек юхаççĕ те, çынна пĕртте кĕтсе тăмаççĕ.
- Çапла-а, Мĕкĕте, çапла-а… Малля аппун хăçан суйни пулнă? Нихăçан та пулман. Çамрăклăх тепĕр хут çаврăнса килмест çав. Çитĕнме лайăх та, ватăлма япăх. Вăхăт карланки пурне те çăтать. Çапах та Турра шĕкĕр! Эпир Лариван ушкăнĕсем-çке. Лариван мăнукĕсем эпир. Пирĕнни пек чаплă ушкăн ялта та çук. Ялта çеç мар, ниçта та çук пуль-ха ун пекки! «Ашшĕн туйăмлăхĕ çÿлти Туррăн - çÿллĕ, амăшĕн - тинĕсрен тарăнрах» тенĕ. Лариванпа пирĕн асатте-асанне, атте-аннесем тивлечĕпе пирĕн ĕçмелли те пур-ха, çимелли те. Ют ял çыннисем урампа пирĕн ушкăн çынни иртсе пынине кураççĕ те: «Ку кам? Мĕнле çын ку? Ку çын кăрнатир пек яштак та çеçке пек чипер-çке. Унăн утти те улăп утти пек тĕреклĕ» теççĕ вара. Ун пек çын кам пултăр ĕнтĕ? Мĕкĕте, кам пултăр? Паллах, Лариван ушкăнĕнчен тухнă çын. Лариван тивлечĕпе ÿснĕ çын. Халь эсĕ пурăнакан тĕп кил-çурт хуçин мăнукĕсен. Ырă улмуççи ăçтан пÿтсĕр çимĕç патăр-ха вăл? Ăçтан тутлă çимĕç ан патăр? Тĕрĕс мар-и, Мĕкĕте?..

- Тĕрĕсне тĕрĕсех ĕнтĕ, Малля аппа, тĕрĕсех, - терĕ Мĕкĕте.
Сăмахне малалла тăсасшăн пулнăран, чĕлĕмне васкавлăн сăвăра-сăвăра илчĕ, анчах сăмахне хушса ĕлкĕреймерĕ вăл, сăмахлама Малля карчăках ерĕçрĕ:
- Тĕрĕс çав. Питĕ тĕрĕс. Пирĕн Лариван асаттемĕр çынна çитнĕ çав, ăслă та паттăр çын пулнă. Ăна ваттисем каланă тăрăх астуса илсен те, чун çумне çунат хушнăн туйăнать. Хăвна ху çамрăкланнă тейĕн. Лариван акса хăварнă вăрлăх халь те вăйлă тырă-пулă пекех ÿссе килет. Унăн йăвинчен тухса вĕçнĕ чĕпĕсем эпир хамăр ялта та çирĕм тăхăр йăвана çитрĕмĕр пулас ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ çамрăк ÿсет! Унăн тивлечĕпе эсĕ ху та пилĕк ача ÿстеретĕн. Пирте те çич-сакăр ача.
Ку куркасене Лариван асаттемĕре асăнса, пысăк чыс туса тÿнтерер-ха, Мĕкĕте, иксĕмĕр. Пирĕн, вĕсен тивлечĕпе ĕçсе çини, унăн умĕнче те пултăр. Ырă вырăнта вырттăр.
- Тавах ырă сăмахушăн, Малля аппа, тавах, пурте канăçлă вырăнта выртчăр.
Кусем калаçнине Малля карчăкăн упăшкипе Хура Карачăмăн ашшĕ Ванюкка старик, Тĕрĕк вăрçинче пулса курнă вăрăм сухаллă Павăл старик хăлхана чиксех ларнă-мĕн. Иккĕшĕ те Малляпа Мĕкĕте çумнерех куçса ларчĕç.
Павăл старик Малля карчăк пек кăштах йÿççине сыпсан çăмăлттайланать, мухтанма, шÿт тума та юратать. Вăл кăшт кукăртарах сăмсине кĕпи çаннипе нăш-нăш! тутаркаласа шăлса илчĕ. Малля карчăкпа Мĕкĕте çине кулкаларах пăхрĕ. Вăрăм сухалне ывăçласа, кăп çеç хыпрĕ, кутăн кăларса, ăна тулли черкке пек, майлаштарса тытрĕ, хăйĕн кĕске кăна такмакне шăрантарма тытăнчĕ:
Чиятта та чиятта ,
Чиятта та чистота!
С нами Бох, с нами Бох,
С нами водки полуштоф!
- Эпир Тĕрĕк вăрçине çапла каласа кĕреттĕмĕрччĕ! - терĕ вăл, шÿтлесе. Сухал вĕçне çăварĕ умне хучĕ те, эрех ĕçнĕ евĕрлĕ туса, кăтартрĕ. Чылайăшĕ лăх-лăх! кулса илчĕç. Хăш-пĕрисем кулмарĕç. Вĕсем ваттисене асăнса хывнă кун кулни аван мар терĕç.
- Лариван çинчен мĕн каласси? Лариван çинчен тĕплĕн пĕлессĕр килсен, эсир пиртен, Ванюккапа иксĕмĕртен, çеç ыйтăр. Ун çинчен лайăх пĕлекенсем эпир çеç юлтăмăр ĕнтĕ. Эпир çеç вĕт, Ванюкка? - терĕ вăл, хайхи сухал вĕçне çăлкаланă май, хăйпе юнашар ларакан старик çине ешĕл-сенкер куçне мăч-мăч тутарса пăхса.
Ванюкка хăйĕн кукша пуçне кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ.
- Çаплине çапла пуль-ха та, анчах пирĕнпе пĕрле ун çинчен Микиш ашшĕ Ваçянка старик лайăх пĕлет-çке. Унăн çĕр çултан иртни те чылаях пулчĕ ĕнтĕ. Эпир санпа çĕр çул çине те тин çеç пусса килетпĕр-ха, - терĕ лăпкăн çеç.
- Ку, паллах, çапла-ха ĕнтĕ, Ванюкка. Ку тĕрĕсех, - кăштах пăшăрханнă пекрех пулчĕ Павăл старик. - Тÿрĕ сăмахăн кукри çук. Сăмаха шухăшламасăр калама юрамасть. Анчах Ваçянка старик, çĕр çичĕ çул тултарнăскер, сÿтĕлме те пуçларĕ çав ĕнтĕ. Çамрăклăх вăл, мăн çулпа килет те, вак çулпах иртсе каять. Ăна чатăр карса та чарса пулмасть. Халь ĕнтĕ унăн хăлхи те илтмест иккен. Ĕлĕкрех мĕнле вастра çынччĕ вăл? Кăçал йăлтах начарланчĕ. Эпир санпа çапах та малалла тапаланатпăр-ха. Вилес килмест вĕт, мĕн тăвасси пур. Лариван вăл хăй те яланах: «Такăнмасăр ÿкес мар, ватăлмасăр вилес мар» - тесе калатчĕ тетчĕç.
Çапла Лариван çинчен юмахлама çак икĕ старик те тапранчĕç. Унăн кашни аяк пĕрчине пĕрчĕн-пĕрчĕн пĕрчĕлерĕç темелле.
Вĕсен юмахĕ тăрăх Лариван вăл акă мĕнле çын пулнă: кунти пушкăртсен çĕршывне вăл хăйĕн тус-йышĕсемпе пĕрле хальхи Чăваш Республикин Куславкка районĕнчи Чашлама текен ялтан куçса килнĕ.
Чашлама ялĕ Атăлран вуникĕ çухрăм кăнтăр енче вырнаçнă. Вăрманĕ «Уштамаш» ячĕпе çÿрет. Унтан вăйлă çăл шывĕ чашласа тухать. Чашлама ялĕ ун чухнех пĕчĕк ял пулман пулмалла. Чĕпписем йышлăн ÿссе çитсен, кирек мĕнле пысăк йăва та тăвăра юлать. Пулă та ăçта тарăнрах - çавăнта чăмать. Лариван вăл мĕн çамрăкранпах ĕçлеме юратаканскер «вăй пур чухне кĕреш, шăл пур чухне какай çиме тăрăш» тенĕ. Пушкăрт çĕршывне куçмашкăн вăл та ытах ахальтен теветкеллемен пулмалла. Юлташĕсен хушшинче вăл чи вăйли, хăюллăраххи пулнă теççĕ. Хăйне кура унăн Сăлукка ятлă арăмĕ те йĕтĕр пек тулли шăм-шаклă, çырла пек сăн- питлĕ, паттăр хĕрарăм пулнă. Упăшкипе тату, пĕр-пĕрне сума суса пурăннă. Ларивана вăл, суйласа хунă улма пек, сакăр ывăл та, пике пек икĕ хĕр çуратса панă. Анчах та тăватă аслăрах ывăлĕ ашшĕпе амăш хушнă, вĕрентнĕ пек пурăнасси килмен. Ашшĕпе амăшĕнчен вăтанмасăрах «тĕрĕслĕхпе пурăнса шур курница (кермен пек çурт) лартаймăн, суймасăр пуяймăн» тенĕ вĕсем. Уйрăлса тухнă та çăмпа, пуринчен ытла çăмартапа, суту-илÿ тума тытăннă.
Лариван, хăй вăйĕпе ĕçлесе, тĕрĕс кăмăлпа пурăнма вĕреннĕскер, ывăлĕсен ултавлă та киревсĕр шухăшĕпе пĕртте килĕшмен, вĕсене хытă ятланă, ылханнă. Икĕ хĕрне качча парать те, хăйĕн тус-йышĕсемпе пĕрле теветкеллесе, çĕнĕ çĕрелле куçса кайма шут тытать. Иштирекпе Вĕлле Мĕтри тата ыттисем Лариванпа пĕрле çĕнĕ çĕре куçма хĕрсе кайсах килĕшеççĕ: çурт-йĕрĕсене сутаççĕ те пушкăртсен çĕршывне куçаççĕ. Унăн лере юлнă ывăлĕсем тĕрлĕ хуласенче пуян купцасем пулса кайнă теççĕ. Лариван çирĕп çын пулнă. Вăл пушкăртсен çĕршывне куçнă çулхине 70 çулран иртнĕ çын пулнă пулас, анчах унăн сăн-питне, çирĕплĕхне кура, ăна никам та çитмĕлти çын тесе калама пултарайман. Пăхăр тĕслĕ питĕнчен юн сирпĕнсе тухас пек, сеп-сенкер куçĕсем çава пек вичкĕн, икĕ юплĕ вăрăм сухалли кăшт кукăртарах сăмсаллă питне виçсе хунă пек килĕшсе, кирек камăн кăмăлне те кайнă.

Кирек мĕнле çыннăн кăмăлĕ те хăйне кура, хăйне майлă пулать. Тепри ĕçчен çынах вăл, анчах ытлашши çăткăн. Вăл çăткăнлăхĕпе хăйĕн ăсне те çиет, ăсран йăлтах каять. Унăн чĕринче намăс тени пĕр хĕлхем те юлмасть вара. Урнă кашкăр пек, теприн мулне хыпса, çăтса яма та хатĕр. Вăл мĕн хăтланни, мĕн туни…пурте хăйĕншĕн çеç. Лариван ун пек çын пулман. Вăл уçă кăмăллă пулнă. Йăвашпа йăваш, усалпа усал, темелле. Чухăна шелленĕ. «Чухăна шăнса килсен, ăшăтса яр, выçă килсен, хырăмне тăрант» тенĕ.
Мăн кăмăллă пулман, мухтанман. Нумай сÿпĕлтетмен. Хура çăкăра хура тарпа тупса, унăн хакне лайăх чухлаканскер, кахала юратман. Намăссăр, çăткăн улпут-купцасене çын вырăнне те хуман. Мĕн тăвасси пур? Ун чухне ял ĕç çынни хальхи çĕр ĕç машинисене тĕлĕкĕнче те курман-çке-ха? Ху пурăнакан кĕтессÿ ăшă, хырăму тутă, çи-пуçу питĕ пултăр тесен, ыйхине-мĕнне пĕлмесĕр, тăрăнса каяс пек ĕçлеме тивĕçлĕ пулнă вăл. Çитменне тĕрлĕрен харам пыра тăрант! Тăрантман хушăра сана е саламат, е тĕрме, е Çĕпĕр кĕтет.
Лариван ырми-канми ĕçленĕ. Паянхи куншăн çеç мар, ыранхишĕн те, ыранхипе пĕрле çамрăксемшĕн те ырлăх туса хăварасшăн тăрăшнă. «Эпир ÿксе вилсен мĕн юлать? Хамăр тăрăшнă таран акса ÿстернĕ, пархатарлă çимĕç çеç юлать», - тенĕ вăл час-часах. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлассишĕн çывăрасса та ытлашши çывăрман. Çавăнпа та хăш-пĕрисем «Ку тĕнчере ыйхăран тутли нимĕн те çук» теççĕ. Ман шутпа, тĕрĕс мар ку. Ыйхăн унăн - пăчĕ те пĕр пус, кĕренки те пĕр пус», - тенĕ вăл хăш-пĕр чух.
Кун пирки мĕн калаçасси пур ĕнтĕ? Пурăнан ĕмĕрте, пыра-киле хăй вăхăтĕнче паха, тĕрĕс пулнă сăмах та кивелме, пăрахăçа тухма пултарать.
Лариван арăмĕ Сăлукка та тăрăшуллă, кÿнтем хĕрарăм пулнă тенĕччĕ эпир. Ку чăн та тĕрĕс сăмах. Ĕçре упăшкинчен кая юлман. Лариванпа Сăлукка ĕçчен, тăрăшуллă пулман пулсан ун чухнехи çав тери йывăр саманара çавăн чухлĕ йышлă ача-пăча çуратса ÿстереймен те пулĕччĕç. Вунă ача çитĕнтересси, ял урамĕ тăрăх чупса тухасси çеç мар.
Лерен, хăйсемпе килнĕ ывăлĕсенчен чи асли - Калумпи, унтан кĕçĕнтереххи - Çитрук, тепри - Якăп, чи кĕçĕнни Якунне пулнă. Çитрук текенни Пăкачав вăрçинче пуçне хунă теççĕ.
Пыл хурт çурисем çуралса, аталанса çитнĕ-çитмен, амăшне сырса илеççĕ, пăхаççĕ вĕсем ăна, сыхлаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Лариванпа Сăлуккан кунта килнĕ ывăлĕсем - Калумпипе Якăп та авланса, уйрăлса тухиччен, пăртакçă пулăшнах ĕнтĕ, пулăшман мар. Анчах авланса, уйрăлса тухсан, пулăшман тесен те юрать пулмалла. Кунта куçнă тĕле кĕçĕн ывăлĕ Якунне те ака лашисене хăваламалăх çитĕннĕ. Вăл вара ашшĕпе амăшне мĕн пĕчĕкренех пулăшнă. Çурт-йĕрне Лариван вăл тĕпсĕр кÿлĕрен инçех те мар çыран çывăхнерех лартнă. Çакна кура унăн тус-йышĕсем шăпах хăраса ÿкнĕ иккен.
- Ара-а, итле-ха, Лариван! Ма кунта вырнаçатăн? Ма пирĕн сăмаха итлеместĕн? Тепĕр кÿлĕре аçтаха çĕленсем пур теççĕ. Кун çинчен пушкăртсем сана хăвна та каларĕç мар-и вара? Кунта вырнаçма тур-пÿлĕхçĕ кăна сыхлатăр. Тархасшăн, ан ларт кунта! Ан та хăтлан, - тенĕ вĕсем.
Çапла вĕсем ăна темиçе хутчен те киле-киле ÿкĕтленĕ, анчах Лариван аçтаха çĕленсенчен шик те шикленмен: «Хăракан çын хыççăн кайсан, хăрăк турат вĕçне те тăрса юлăн», - тенĕ вăл. Çуртне хăй палăртнă çĕрех лартнă.
Хура халăх хушшинче ĕлĕкренех «Кăткăран вăйли çук. Кăткă вăл хăйĕнчен пысăк чула та, тимĕре те сĕтĕрме пултарать» тенĕ.
Лариван кăткă пек вăйлă пулнă темелле. Вăл тунă çурт-йĕртен шăпах тĕлĕнмелле пулнă. Пуринчен ытла пÿрчĕпе кĕлетĕнчен. Вĕсене çемье пуçĕ сăра хуранĕ пек хулăн пĕренесенчен пураса лартнă. Çурмаран çурса, çав шултра хыр пĕренесенченех урайне те сарнă. Алă вĕççĕн вĕсене мĕнле пурама, мĕнле кăна тума пĕлнĕ-ши?..
Шăпах тĕлĕнмелле. Çурт çийĕсене пурне те малтан сарлака хуппа ун çинчен ыраш улăмĕпе витнĕ. Улăмне çулсерен çĕнетсе тăнă, витĕр пĕр пĕрчĕ çумăр та кайман. Лариван 1763-1764 çулсенче хыр йывăççисенчен лартнă пысăк кĕлет унăн мăнукĕсен аллинче, çутă хурçă пек якалса, пĕр çĕрмесĕр, 1919 çулхине Мелевĕспуçĕпе Хушăлкана мур илесшĕ шуррисем тупăпа персе çунтаричченех, ларчĕ. Çунса кайман пулсан, халĕ те вăл пĕр çĕрмесĕр упранса юлнă пулĕччĕ. Çурт-йĕр çуннă чух, Шăпăрçă Мĕкĕтепе арăмĕ пуринчен ытла çав кĕлетшĕн татăлса йĕчĕç.
Хура халăха хура çăкăр çитерекен выльăх-чĕрлĕхсенчен малти вырăнта тăраканни вăл вăхăтра, паллах ĕнтĕ, лаша пулнă. Çавăнпа Лариван вăл пуринчен ытла ут выльăха юратнă. Калама çук лайăх пăхнă. Вырăссем каларăшле, пĕчĕк ачана çупăрланă пек, юратса çупăрланă. Шеп çÿреме çамрăкранах пиçĕхтернĕ. Эрĕмпура тăвар тиеме каять-и, ăста тимĕрçĕ пулнăран Ĕпхĕве е ытти çĕре тимĕр-тамăр илме чуптарать-и, унăн лашисем, çил-тăвăл пек хĕрÿ çÿренĕ. Ĕпхÿпе Мелевĕспуç хушшинчи икçĕр çухрăма хăш чухне пĕр талăкрах çаврăнса таврăнатчĕ тетчĕç.
Чĕрĕ юман пек çирĕп, тĕреклĕскер Лариван хăш-пĕр чух чăн-чăнах та «Такăнмасăр ÿкес мар, ватăлмасăр вилес мар», - тенĕ.
Çемçе милĕкпе мунчара хĕрÿ çапăнма юратнă. Мунчине вăл, çырма хĕрринчи хĕрлĕ çыран аркине чавса тунă пулнă. Эрнере пĕрре мунча кĕмесĕр нихăçан та юлман. Хĕрÿ çапăнса хĕрлĕ автан пек хĕрелнĕ хыççăн, мунчинчен çывăх тарăн авăра чупса кайса, çуйăн пулă пек, чăма-чăма ишнĕ. Хĕллехи шартлама сивĕсенче вак касса та пулин кĕрсе тухнă е çемçе юр çине вырта-вырта йăваланнă. Мунчаран килне таврăнсан яланах пĕр алтăр сивĕ шыв ĕçнĕ. Кун хыççăн шур курăк е хурлăхан çулçинчен тунă чей ĕçме юратнă. Апат-çимĕç пирки сăмах хускатнă хушăра: «Мана мăнтăр хур е мăнтăр лаша какайĕ çисен, ниепле хĕл сивви те çĕнеймест», - тенĕ вăл. Эрехпе чĕлĕм тĕтĕмĕ шăршине вăл пĕртте тÿсеймен. Хĕлле унăн ÿт-пĕвĕ пуринчен ытла сунарта, çулла уй-хир ĕçĕнчи таса сывлăшра е хĕвел питĕнче пиçĕхнĕ. Хăйĕн такăнмасăр ÿкес мар, ватăлмасăр вилес мар тенĕ каларăшне ялан асра тытса, кирек мĕнле ĕçе те сывлăхне упрас, çирĕплетес йĕркепе туса пынă, кирек мĕнле ĕçе те çын тĕлĕнмелле тĕплĕн те тирпейлĕн тума пĕлнĕ.

...Анчах пурăнăç пĕр пăрăнчăксăр пулмасть. Ĕмĕр тăршшĕ вĕрен тăршшĕ çеç мар. Ватăлмалăх кунта Лариванпа Сăлуккашăн та киревсĕр шăпа, пысăк инкек сиксе тухнă. «Çырса хунинчен», унашкал киревсĕр шăпаран Лариванпа Сăлукка пек паттăр çынсем те хăтăлаймаççĕ иккен. Мĕн тăвасси пур?...
Çав ирсĕр инкек пурăна киле акă мĕнле килсе тухнă. Ăна кĕскен, пĕр-икĕ сăмахпа çеç каласа пама май çук. Тĕплĕнрех каласа пĕлтерес тесен унăн тĕп тымарне тарăнтарах чавса пăхма тивет.
Пĕчĕкçĕ çырма кăнтăр еннелле ерипен çеç юхса выртнă. Çырма мал еннипе чăнкă та кăн-кăвак çыран кăнтăр еннелле тăсăлнă. Çыран çийĕ тикĕс мар. Аякран пăхсан, унăн çурăмĕ вырăнĕ-вырăнĕпе икĕ курпунлă тĕве çурăмне аса илтернĕ. Аркинче, кăвак тăмсăр пуçне нимĕнле ÿсен-тăран та ÿсмен. Мал енче - сĕм вăрман, унăн вĕçĕ- хĕрри курăнман. Çырма тĕпĕ тĕксĕм хăйăрлă пулнă, çавăнпа шывĕ те тăрă мар, пăтранчăк курăннă. Çыран арки вĕçĕнчен, унтан та кунтан çăл шывĕ те палкаса тухнă, анчах улăхĕ япăх тесен те юрамалла, мĕншĕн тесен кунта çĕмĕртлĕх те, шĕшкĕлĕх те пулман. Сайра кăна хăвалăх хушшинче, унта та кунта хурлăханпа хăмла çырли çеç тĕл пулкаланă. Кунти улăха çут çанталăк хăех кÿрентернĕ темелле.
Çаксене шута илсен, ку çырма таврашĕ çынна илĕртмелле вырăн тесе каламалла та мар. Çавăнпа та вăл пушкăртсен хăйсен кăмăлне те кайман. Анчах XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче çак вырăна вăтам Атăл чăвашĕсем килсе вырнаçнă. Нуша тени вăл, çын çумне пĕр пырса çыпăçсан, куршанакран та хытăрах çыпăçать иккен. Ку таврана куçса килнĕ чăвашсен нуши те тăрса юласшăн пулман, хăйсемпе пĕрлех ерсе килнĕ.
Кунти çырма хĕррипе вырнаçса ларнă чăвашсем малтанласа чăннипех те лăпкăн, чипер çеç пурăнма пуçланă. Вĕсене ытлашши кансĕрлемен. Хăйсен вăйĕ çитнĕ таран тыр-пул акса, выльăх-чĕрлĕх усракаласа, вăрмантан хурт-хăмăр пылĕ пухкаласа пурăннă. Çак ырлăхсемшĕн тур-пÿлĕхçе асăнса, тав туса, парне кÿмелли вырăнĕ те пĕчĕкçĕ çырма хĕрринчех пулнă. Вĕсем ăна «Чÿк çырми» тесе çÿретнĕ. Çурçĕр еннелле каçса каймалли кĕпере те «Киремет кĕперĕ» тесе ят панă. Анчах хайхи йĕксĕк нуша чăвашсен çумĕнчен, çав киреметсене çуллен-çул чÿк туса, парне кÿрсен те хăпма пĕлмен. Чăвашсем лăпкă пурнăçпа савăнса кунта та нумай пурăнаймаççĕ. Çăткăн улпут-купцасем ку тавраналла та пĕрин хыççăн тепри киле-киле вырнаçаççĕ. Пелепей хули никĕсне хураççĕ вĕсем. Нумай пурăнаççĕ-и вĕсем, сахал-и, анчах чăвашсен тĕшмĕшлĕ пурнăç йĕркисем (киремете, хĕрт-сурта, йĕрĕхе, тата ытти тем-тепĕрсене чÿкле-чÿкле пуç çапни) улпут-купцасемпе чиновниксен кăмăлне кайман пулас. 1745 çулхине чăвашсене ку çырма хĕрринчен ирĕксĕрлесех хăвалаççĕ. Хăнăхса çитнĕ вырăнтан мăнтарăн чăвашсен ирĕксĕрех йĕре-йĕре сывпуллашма тивет. Хăшĕ-пĕрисем хальхи Пĕчĕк Пелепей текен ял вырăнне, теприсем Пелепейрен 5-6 çухрăм хĕвел анăç енчи вăрман таврашне куçаççĕ.
Ун чухне, паллах ĕнтĕ, Пелепей хула картне ларса çитеймен-ха, ял пек çеç шутланнă. 1757 çулхине администрациллĕ кĕнеке çине 70 кил-çуртлă хула пулса çырăнанçи пулнă. 1781 çулхине Кĕтерне патша указĕ тăрăх Ĕпхÿ наместничествин 92 кил-çуртлă уезд хули, 1796 çулхине Эрĕнпур кĕпĕрнин штат тулашĕнчи уезд хули шутланнă. 1825 çулхине тин Ĕпхÿ кĕпĕрнин уезд хули ятне панă.
Пелепей хули пуçланса, унтан хуллен-хуллен аталанма тапраннă вăхăталла ку таврана чи малтан С.Т. Аксаков писатель аслашшĕ Степан Михайлович, ун хыççăн Осокин, Шихобалов, Шелканов тата ытти те килсе вырнаçни çинчен сăмах хушнă-ха эпир. Çав вăхăталлах пулмалла, Пелепей хулинче земство начальникĕ пулса ĕçленĕ Александр Иванович Бунин ятлă улпутăн аслашшĕ Сергей Бунин та куçса килнĕ.
Пелепейĕн хĕвел анăç еннипе ытарма çук илемлĕ пуян çĕр-шыв лаптăкĕ пуçланать. Кунти вăрман Аслă шур вăрманĕпе çыхăннă. Тем чухлĕ çаран сарăлса выртать. Тыр-пул акмалли çĕрсем çинче кирек мĕнле тырă аксан та ăнса пулмалла. Ăçта пырсан та тăп-тăрă шывĕ шăнкăртатса юхать. Инçех те мар Ăх шывĕпе Ĕсен шывĕ, кăшт çурçĕр еннерех Кантра-кÿлĕ тĕрлĕ пулăпа тулнă.
Çаксене курсан Сергей Бунин улпутăн куç-пуçĕ чарăлсах кайнă пулмалла. Ку таврана ытамласа илес ĕмĕтпе йăлтах хыпăнса ÿкнĕ. Пелепейрен хăваласа кăларнă чăвашсемех килсе вырнаçнă-çке. «Кусемпе мĕн тумалла-ши вара?» шухăшлать çĕнĕ пÿрт хыçĕнчи хĕвел ăшшине канма тухса ларнă улпут. Бунин тенĕрен, Иван Алексеевич Бунин - писатель, Пелепейри земство начальникĕ пулса ĕçленĕ Алексей Иванович Бунинпа тата унăн аслашшĕ - Сергей Бунин таврашĕнченех тухнă-ши? Ахăртнех, тухман та пулмалла. Мĕншĕн тесен Иван Алексеевич çыравçă пулнă, 1870 çулхине Воронеж хулинче çуралнăскер. Вăл 1953 çулхине Парижра вилнĕ. Пелепейĕнчи Сергей Бунинпа унăн земство начальникĕ пулса ĕçленĕ мăнукне Александр Ивановича пĕлекен ват çынсем пĕри те ăна ырламаççĕ. Вĕсем усал, çук çынсене шеллеменскерсем пулнă теççĕ.
- Да-а…а ну-ка, постой, постой, - пăшăлтатать хăй тĕллĕн, улпут шур сухалне пĕркеленчĕклĕ пÿрнисемпе шăла-шăла, хĕвел анăç еннелле тинкерÿçĕн . - Не-ет, шалишь… вăл чăвашсем припущениксем те мар пулас-ха. Мар çав! Пушкăртсемпе договор тума та ерĕçеймен пулас.

Кил картинче темĕн туса, ухтарса çÿрекен Вадим Зверев ятлă управляющине хăй патне чĕнсе илет. Вадим Зверев - сăн-пичĕпе сап-сарă, вăрăм сăмсаллăрах вăтам çултан иртнĕ çын. Вăл - усал, хресченсене шеллекен çын мар, хăйĕн пурлăхне сутса-ĕçсе, тăккаласа пĕтерсе çука юлнă улпут. Халĕ вăл Сергей патĕнче управляющи пулса ĕçлет. Хуçа хушнине яланах пурнăçлать.
Халь ăна улпут чăвашсем пушкăртсемпе договор тунипе туманни çинчен паянах кайса, тĕплĕн пĕлсе килме хушать.
Договорне тăвайман пулсан, чăвашсене вăл вырăнтан хăваласа ярасси çинчен те каласа ăнлантарать. Мĕн тăвас тетĕн? «Шывăн турачĕ, улпутăн чĕри çук» теççĕ çав. Зверев хăй çÿрекен лаши çине утланса ларать те малтанласа тÿрех Нагай пушкăрчĕсем патне вĕçтерет. Чăвашсем договор тума ерĕçейменнине пĕлет. Çав кунхинех хайхи чăвашсем патне те çитсе ÿкет. Чăвашсем ку вырăнтан урăх çĕрелле куçмашкăн тивĕçли çинчен те систерет.
Лешсем, паллах, хирĕç. Епле хирĕçлемĕн? Пĕр енчен вĕсене Пелепейрен хăваласа кăларни те нумай пулмасть-ха. Тепĕр енчен ку питĕрех те ытармалла мар хитре вырăн. Кунти чăвашсенчен пуринчен ытла вăрăм Михалипе хулăм шăм-шаклă Ахма хытă кăшкăрашаççĕ.
- Эпир пушкăртсемпе договор тума килĕшсе татăлнă. Договор тума ерĕçеймерĕмĕр çеç.Тырă акас вăхăт çитрĕ-иç. Мĕн тăвасси пур? Апла пулсан эпир договора ыранах кайса тăватпăр. Çĕршĕн 200 сум укçа-тенкĕ пама килĕшнĕ! Пĕлетĕн-и? Чÿпĕк пуç! - хăюллăнах кăшкăрса пăрахаççĕ çилленсе çитнĕ чăвашсем хайхи Зверева.
- Вот оно што-о!... Ишь вы какие-е-е!... Так вы не хотите меня слушать?... Ладно, ладно… Посмотрим, - терĕ хайхискер, чăвашсем çине тискеррĕн пăха-пăха. Лашине çавăрчĕ те, аллине сулса, Пелепей еннелле вĕçтере пачĕ. Чăвашсем аптраса юлчĕç.
Тепĕр кунхине ир-ирех хайхи Зверев тем пулнă пек васкаса Нагай пушкăрчĕсем патне вĕçтерет. Çав тери пÿтсĕрскер, чăвашсен умне пÿлсе, вĕсенчен ирттерсе, пушкăртсене вăл хайхи çĕршĕн икçĕр аллă сум укçа, виçĕ така, икĕ витре эрех лартса пама килĕшет. Пушкăрт пуянĕсем хĕпĕртесех ÿкеççĕ. Мĕн тăвасси пур ĕнтĕ? «Çăхан куçне çăхан сăхмасть» теççĕ. Çĕр хакне килĕшме мăкаричне ĕçнĕ хыççăн чее Зверев килнелле хĕпĕртесех вĕçтерет.
Çул çинче хайхискерне Михали старикпе асапа Ахма кĕçех хирĕç пулаççĕ. Çĕршĕн пушкăртсене укçа-тенкĕ тÿлемешкĕн кайма кусем те тухнă иккен.
- Стоп!... Эсир ăçта каятăр капла?
- Çĕршĕн укçа тÿлеме!
- Да? Укçа тÿлеме?...
- Çапла, укçа тÿлеме!...
- Нет уж, уже поздно. Тек вăхăтăра сая ярса ан та çÿрĕр!
- Как? Мĕншĕн? Эпир çĕршĕн 200 сум тÿлеме тĕплĕнех калаçса татăлнă-çке? Мĕншĕн куç кĕретех суятăн?!
- Çук, суймастăп. Эсир 200 сум. Эпир - 250 сум. Кун çумне 3 така, 2 витре эрех пама пултăмăр.
- Суятăн, тискер кайăк! Суятăн, çĕлен!... Кĕççе пит! - тем пекех хыттăн кăшкăрчĕç икĕ кулава. Асапа Ахма йĕксĕк Зверев аллинчи тилхепине туртса илчĕ, ăна чышкă парасшăн хыттăнах ăнтăлчĕ, анчах йĕксĕк управляющи аллинчи пушшипе лашине шарт! тутарчĕ те, лаши ялт! сикрĕ малалла. Ахма тилхепине ярса илеймесĕрех тăрса юлчĕ. Чăвашсем калама çук хытă çилленсе, тарăхса юлчĕç.
Тепĕр кунхине ĕç тата та хăрушăланчĕ. Хайхи Зверев вĕсем патне 6-7 страшникпе пырса çитрĕ. Чăвашсем çав тери хытă çилленнĕ пулин те хирĕç тапăнма хăяймарĕç. Çапах та страшниксем вĕсене хăвала-хăвала çурăлса каяс пек çилленсе çитрĕç пулин те, вырăнтан хускатаймарĕç. Нимĕн тăвайманран, хула еннелле ирĕксĕрех такăлтатрĕç.
Çĕр каçнă хыççăн хайхи эсрелсем татах килсе çитрĕç. Хальхинче 6-7 страшник çеç мар, вун пиллĕкĕн. Вĕсем хĕç-пăшалĕсемпе хăрата-хăрата, чи малтан пуринчен хăюллă та хытă хирĕç тăракан чăвашсен пÿрт кăмакисене ише-ише тухрĕç. Мăнтарăн чăвашсене кула-кула, макăрта-макăрта хăвалаççĕ.
Анчах…çапла 2-3 кун хушши хăвалаççĕ пулин те пурпĕрех хăпмаççĕ чăвашсем.Тăшмансене парăнас килменрен, ĕçе суда параççĕ.Чăвашсемшĕн сучĕ те усăллă пулса тухмасть… Юлашкинчен Эрĕнпурти хысна палати 15 чăваша Мелевĕспуç ялне, ыттисене урăх ялсене куçарма йышăнать. «Кантур ĕçне ĕçлекен - халăх юнне ĕçекен» тесе ахальтен каламан пуль çав ĕнтĕ.
Хăйне кирлĕ таран йăвашрах чăвашсене улпут кунта, хăйсем вырнаçнă вырăнĕнчех, хăварать. Пурăна киле вĕсем йышлăланаççĕ. Вĕсенчен хутор пулса каять. Çав хутора халĕ те пулин Бунин хуторĕ тесе çÿретеççĕ.
Çапла улпут-купцасем ку таврари çĕршыва çавăрса илсен, кунти вăрманшăн та канăçлă кун-çул пулмасть. Пĕр енчен ку хутортан 3-4 çухрăмра пысăк мăнастир лартаççĕ. Ăна Сергей Андрейчă мăнастирĕ тесе çÿретнĕ. Ăна тунă чух кунти вăрман мĕн чухлĕ çаралнине пĕлме çук. Тепĕр енчен хулари улпут-купцасем тĕрлĕ çурт-йĕр, лавкка-магазинсем кирлĕ пулнăран ним йĕркесĕр те тирпейсĕр каса-каса çаратнă. Çăткăнăн хырăмĕ тăранма пĕлмест, ăна çĕр шăтăкĕ çеç тăрантать.
Мелевĕспуçне хăваласа янисен шутĕнче вăрăм Михалипе асапа Ахма, Иштирекпе унăн ывăлĕ Патирек, мăнтăр Макçăм, курпун Куртин, нăркки Кевришĕ, самăр Сахар тата ыттисем пулнă.
Вĕсене Пелепейри чиновниксемпе купцасем, кусем хыççăн Бунин улпут çăтмахри пек илемлĕ çĕртен хуса ярса нушалантарни çитмест, вĕсем ирсĕр нушаран Мелевĕспуç ялне куçсан та хăтăлаймаççĕ. Мелевĕспуçне килсе унăн никĕсне хунисенчен чи пуяннисем - йĕрĕх Матуçпа Тимати старик - вĕсене йышăнасшăн пулман. Çавăншăн вĕсем ку çĕнĕрен килнисене курайман, ăçта кирлĕ çавăнта тапăнма тытăннă.
Пĕррехинче çапла, çураки пĕтсе çитмен-ха. Ял çине каçхи тĕттĕм сарăлса килет. Çанталăк ăшă та тутлă ыйхă пек лăпкă. Урамра выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнмест. Унта-кунта ял йыттисен ÿркевлĕн вĕрнĕ сасси хăлхана кĕрет. Улăхри чĕвĕл-чĕвĕл вĕт кайăк-кĕшĕк илемлĕ юррисене юрлама чарăнман. Çирĕклĕхре пĕр пар чăпар куккук та хаваслăн ăмăртса авăтать. Ав, лере, çĕнĕ хапхапа юнашар пĕренесем çине вăрăм Михалипе Лариван тухса ларнă. Вĕсем иккĕшĕ те çамрăк çынсем мар ĕнтĕ, анчах иккĕшĕ те вăрăм та самаях çирĕп шăм-шаклă çынсем-ха. Михали, Бунин хуса янисенчен пĕри, йăваш чăваш. Вăл ырă камăллă Лариван кăмăлне те кайнă, çавăнпа вĕсем халь те ăшшăн та татуллăн шăкăлтатса калаçса, пурăнăç çăмхине сÿтсе лараççĕ.

Кусем патнелле анаткас енчен, йÿççине самаях сыпнă, тайкалана-тайкалана йĕрĕх Матуçпа хăнчăр куçлă Тимати те пĕр сăмах чĕнмесĕрех пырса ларчĕç. Вĕсем Михалипе Лариванран кĕçĕн мар, тантăшсемех пулма тивĕçлĕ. Çÿç-сухалĕсем иккĕшĕн те шурала пуçланă. Часах кусем патне лутрарах кăна тепĕр кĕреçе сухаллă Иштирек старик те çитсе тăчĕ. Вăл пĕренесем çине пырса ларнă майăн:
- Аван-и, стариксем? Ырлăх-сывлăх сунатăп, - тесе ăшшăн сăмах хушрĕ.

- Аван-ха, Иштирек, аван. Ху мĕнле? - терĕç Михалипе Лариван та кăмăллăн.
- Хуллен çеç çав ĕнтĕ, эпĕ те. Çÿлелле вĕçме çунатсем кĕскелсе килеççĕ çав, кĕскелсе килеççĕ. Кулленĕн ватăлса пыратпăр, - тесе хучĕ Иштирек. Те пĕр сăмах та чĕнменрен, Матуçпа Тимати çине те куç хывса илчĕ.
Сăмах чĕнмесĕр чылай ларсан-ларсан, йĕрĕх Матуç куç шуррипе Михали çине чалăштарса пăхрĕ те:
- Хм-м-м… эсĕ, Михали, итле-ха, - терĕ сиввĕн.
- Ну, итлетĕп. Мĕн каласшăн вара?
- Каласси-мĕнĕ…Сире эпир кунти çĕре пушкăртсенчен пин сум-талир укçа-тенкĕ парса илни çинчен миçе хутчен каларăмăр-ши ĕнтĕ! Миçе хутчен каласа ăнлантармарăмăр-ши!
- Çапла, тĕрĕс.
- Тĕрĕс пулсан… Эппин… эсир мĕншĕн вара пирĕн енчен ниепле килĕшÿ пулмасăрах ку яла килсе хĕсĕнтĕр? Мĕншĕн, тетĕп? - аялти тутипе кăвак сухалне сивĕ чирпе чирленĕ çын пекех чĕтретсе илчĕ Матуç.
- Ак, тамаша! Эпир хамăр пуç тĕлесшĕн, ним сăлтавсăр килсе кĕмерĕмĕр-иç кунта? Кун çинчен эсир хăвăр та, Лариван та пит лайăхах пĕлетĕр. Пĕр сăлтавсăр мĕнле килсе кĕрен тет? Эпир Эрĕнпурти хысна палати çирĕплетсе панă саккунлă ĕç хучĕпе килсе кĕтĕмĕр. Ун çинчен сире эпир хамăр та пĕр хут çеç каласа ăнлантарман.
- Ав, мĕнле. Илтрĕн-и, Тимати?
- Илтрĕм-ха та, илтрĕм. Саккунлă ĕç хучĕ имĕш. Суять вăл! Вĕсем çĕр хакне лере те тÿлесе татман пулмалла. Улпутпа пушкăртсем çавăн пиркиех хăваласа янă пуль-ха вĕсене! Çитменне эпир пин сум укçа-тенкĕ тÿленĕ çĕре килсе кĕчĕç. Апла пулсан намăсăр ăçта, Михали? Намăсăра ăçта чиксе хутăр?
- Тĕрĕс çав. Питĕ тĕрĕс! Эсир намăсăра, выç кашкăр пек, тахçанах хыпса çăтнă пулмалла! - хыттăнах кăшкăрчĕ йĕрĕх Матуç.
Михали старикĕн куçĕ умне пурте сасартăках тухса тăчĕç: тÿре-шарасемпе купцасем вĕсене Пелепейрен мĕнле хăваласа кăларни, тискер Зверевпа улпут пÿрт кăмакисене страшниксене иштерттерсе хитре вырăнтан хăваласа яни, ун пирки асапа Ахмапа Михали Пелепейпе Эрĕнпура мĕн тери тарăха-тарăха çÿрени. Çитменнине тата, ак, ку çăткăн куштан пуянсем вырăнсăр кÿрентерни питĕрех те хытă ыраттарчĕ ун чĕрине. Çурăмĕ тăрăх сивĕ тар тумламĕсем йăпăр та япăр! чупкаласа илчĕç. Аллисем те ирĕксĕрех чăмăртанчĕç, сапăрлăх чĕлпĕрне çапах та аллинчен вĕçертмерĕ.
- Юрать, - терĕ Михали йăвашшăн çеç, - сирĕн шухăшăрпа эпир намăса çăтнă çынсем имĕш.Тĕрĕс мар калаçатăр эсир, стариксем, тĕрĕс мар. Эпир çĕршĕн пушкăртсене лере те 200 сум тÿлемешкĕн калаçса татăлнăччĕ. Татах калатăп. Кунта эпир тÿресен йышăнĕвĕсĕр килмен. Эрĕнпур хысна палатин йышăнăвĕ пирĕн хамăр алăрах. Эппин эсир хăвăра-хăвăр ырă çын вырăнне шутлатăр пулсан, мĕншĕн пĕрчĕ вăтанмасăрах хăвăр та суймаллипех суятăр? Çĕршĕн эсир хăвăр та тÿлесе татман-çке-ха? Тÿлесе татманнине кирек кам та пĕлет. Апла пулсан тÿлесе татнă чух, пиртен мĕн чухлĕ тивĕçлĕ, çав хака эпир те пĕр сăмахсăрах тÿлĕпĕр, анчах сире мар, ăçта тивĕçлĕ - çавăнта. Кашкăр йăптăхне тăкать те, анчах çăткăнлăхне нихăçан та пăрахмасть! - тесе хучĕ Михали те тÿррĕнех.
- Тю-тю-тю-у, ав, мĕнле-е! - кĕл пек шуралчĕ хайхи Матуç. - Тьфу-у! эсрел кĕлетки! Пире сирĕн вараланчăк укçăр кирлĕ мар! Çав укçăрпа ялтан çăва патнех сирпĕнсе кайăр! Çăва шăтăкнех! Тĕрĕс вĕт, Тимати?
- Тĕрĕс ара, тĕрĕс пулмасăр! Чăн сăмахăн суйи ăçтан пултăр? Хăйсен пур пек çĕтĕк-çатăк ăпăр-тапăрĕсене тикĕтлемен ураписем çине тиеччĕр те, ăçтан килнĕ çавăнталла ÿпне-питнех çаврăнса кайччăр! Кун пек намăссăрсем ялтан тасални лайăхрах! - терĕ Тимати хаяррăн. Хăй Лариванпа Иштирек çине тилмĕрÿллĕн пăха-пăха илчĕ. Вĕсем унăн хутне кĕрессине ĕмĕтленчĕ пулас, анчах та лешсем пĕр сăмах та шарламарĕç. Те çакна курах та пулĕ, Матуç тата хытăрах тилĕрме тапранчĕ.
- Ух! йĕксĕкскерсем! … Ух! Эсир… халех тасалнă пулăр пирĕн ялтан! Хăть х-халех! Илтетĕн-и, намăссăр кĕççе пит? Вон! Талуй пирĕн ялтан! Талу-уй! - кăшкăрчĕ Матуç, пырĕ çурăлса каяс пек хыттăн.
Михали старик çине сиксех ÿкрĕ. Кăркка аçи пек хăлаçланса, шăкăр-шакăр шăмăллă чăмăрĕпе Михали кăкринчен пĕтĕм вăйĕпе килсе чышрĕ. Михали каялла сулăнса кайса, кăшт çеç йăванмарĕ.
- А-а, эсир капла иккен-ха! Сире çын сапăрлă пулни те килĕшмерĕ пулас. Эппин кучченеç хире-хирĕç пулать-çке вăл, - терĕ йĕркеллĕн çеç. Кăштах каялла чакса, кинеттĕн малалла ыткăнчĕ те вирлĕ аллипе хайхискерне кÿсекпе чышнă пек чышрĕ. Йĕрĕх Матуç каялла çăмха пек сирпĕнчĕ. Лариванпа Иштирек çаплах шарламарĕç-ха. Матуçпа Тиматти ăна-кăна асăрхаса тăмарĕç, Михали çине урнă кашкăр пек сиксе ÿкрĕç. Иккĕш ик енчен эхлете-эхлете тÿпелеççĕ.
Михали те парăнмарĕ. Лешсене тĕке-тĕке ярса, хăйне хăй хÿтĕлеме тăрăшрĕ. Çапах та иккĕн иккĕнех. Михалие шăп та шап! перкелеççĕ, чарăнма та пĕлмеççĕ. Иштирек хăть пĕр сăмах чĕнин. Лариван аптраса кайрĕ. Те пуянсен хутне кĕмелле унăн, те Михали хутне?
- Ак, тамаша! - терĕ шăппăнрах Лариван, - Хăть эсĕ те пулин кала-ха, Иштирек, мĕн тăвар-ши ку ухмахсемпе? Унсăрăн…
Иштирек Лариван çывăхнерех пычĕ те:
- Ара-а-а, - пăшăлтатрĕ вăл, - мĕн каласси пур? Эсрел валли чун çитмен, пуян валли мул çитмен, теççĕ-çке. Вĕсем хăйсен çăткăнлăхне тем тусан та пăрахас çук, - тесе хучĕ.
Лариван тулашакансем çине пăхса:
- Эй! итлĕр-ха! Сире калатпăр.Тĕттĕм те пулчĕ. Сире çитет пуль ĕнтĕ ăсран тайăличченех йытă пек хархашма! Çитĕ, Матуç! Эсĕ ытлашшипех тилĕрсе çитрĕн пулас! Çитĕ тетĕп! Унсăрăн…
- Мĕн унсăрăн? Мĕн унсăрăн? Сана мĕн çитмерĕ? Мĕн çитмерĕ тетĕп? Эсĕ çав, намăссăрсене ялтан хÿтерсе, кăларса ярас вырăнне, вĕсен хутне хăвах кĕретĕн иккен! Юрать. Вăт тупăнчĕ тепĕр йĕксĕк чÿпĕк пуç! Апла пулсан, эпир санăн ыйхуна та часах уçăпăр! - тесе кăшкăрчĕ хаяррăн. Ÿсĕр çыннăн турти ытла кĕске пулать çав. Лариван патне чупса-чупса пычĕ те, пуç капташкинчен шăп та шап! тутарчĕ.
- Аха, ав мĕнле! Капла эсĕ хăвна ху улăп вырăннех хуратăн? Шăпах паттăрлантăн. Юрать эппин. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе пултăр. Ырлăхпа чарăнмастăр пулсан, шырлăха та кĕрсе ÿкĕр.
Филипп ВУКОЛОВ-ЭРЛИК.

Малалли çитес номерте

Читайте нас: