Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2020, 13:45

Людмила пурнăçĕнчи 13 хисеппе çыхăннă пулăмсем

Вун виççĕ хисеп çинчен халăхра тĕрлĕ уй-шухăш сарăлнă. Анчах вăл «телейсĕр» пĕлтерĕшпе ниепле те çыхăнман. Апла пулсан та вун виççĕ çумне лайăх мар ят çирĕп çыпçăннă. Çак шухăшпа вара чылайăшĕ килĕшнĕ. Гостиницăсемпе авиакомпани хуçисенчен пуçласа писательсемпе кино ÿкерекенсем таранччен. Чăн пурнăçра витĕмĕ епле-ши вара унăн?

Америкăри отельсенче 13-мĕш хут та, самолетсенче çак хисеппе çыхăннă рет те, рейс та пачах çук. Хăна çурчĕсем пирки ăнланма пулать-ха. Тĕшмĕше шанакан темиçе хăна 13-мĕш хутра вырнаçма хирĕç пулнăран отель хуçисем унпа усă курма пăрахнă.
Французсен ĕненĕвĕ тăрăх сĕтел хушшине вун виçĕ çын ларсан пĕри çывăх вăхăтра вилĕм тупать. Ăна вĕсем «Тайная вечеря» библи сюжечĕпе çыхăнтараççĕ. Ун тăрăх, Иисус вилес умĕн 12 вĕренекенĕпе пĕр сĕтел хушшине ларса апатланнă. Çавăнпа Франци çыннисен «14-мĕш хăна» професси те пур. Сĕтел хушшине 13 çын ларнă чух, инкеке вăхăтра сирес тесе 14-мĕш хăнана чĕнеççĕ.
Нумерологи 13 хисепе юрату патне ăнтăлакан этем чунĕпе танлаштарать. Христиан тĕнĕнче вăл теçеткепе Троица пĕрлешĕвĕн Çут тĕнче палли (символ) шутланать.
Вун виççĕ хисеп пĕлтерĕшĕ çын ăна мĕнле йышăннинчен те килет-ха. Тĕшмĕше ĕненекене инкек илсе килет, пурнăçри пур пăтăрмахсен сăлтавĕ пулса тăрать. Енчен те этем унпа пулса иртекен пулăмсене ăнланса йышăнать, 13 хисеп ăна ăнăçупа ăраскал çеç парнелет. Çакна ăнланакан çын çеç пурнăçри хисепсен вăрттăнлăхне уçма пултарать.
Пурнăç пуçламăшĕнче Людмила 13 хисеп ун шăпинче пĕлтерĕшлĕ пулассине ниепле те уйламан-ха. Людмила Владимировна Васильева Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче нумай ачаллă çемьере 1957 çулхи ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Малтан вырăнти 8 класлă шкултан вĕренсе тухнă, унтан район центрĕнче Ермеккейĕнче пĕлÿ пухнă. Вун ултă çултах тăван ялĕнчи Николая качча тухнă. Колхозра тракторист пулса ĕçленĕ каччă çамрăк хĕрĕн пуçне çавăрма пултарнă çав. Çемьере пĕрин хыççăн тепри ултă ача - Ольга, Татьяна, Ирина, Алексей, Марина, Владислав - çуралнă. Çав вăхăтрах Людмила колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, 1983-1992 çулсенче йăла ыйтăвĕн комбинатĕнче (КБО), унтан районти потребительсен обществин (РАЙПО) магазинĕнче ялта тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва та çак ĕçренех кайнă.
Уйланă-ши Кăратмас ялĕнчи, Речной урамри 13-мĕш çуртра пурăнакан Людмила 13 хисеп унăн пурнăçне начар улшăну илсе килессе. Паллах, çук. Вăхăчĕ те пулман унăн, ачасене ÿстермелле, ĕçе çÿремелле, килти хуçалăха пăхмалла, тирпей-илем кÿртмелле пулнă. Инкек тÿлек кунри аçа-çиçĕм пек вĕсен пурнăçне пырса кĕнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Владислав вун виçĕ çулта чух çемье пуçĕ Николай Викторович вăхăтсăр вилсе каять. Николай ун чух 47 çулти вăй питти арçын пулнă.
- Коля юлашки çулсенче пÿре, пĕвер чирĕсемпе чирлетчĕ. Тракторист пулнă май анасене хими препарачĕсемпе им-çамлама тÿр килнĕ. Паллах, сыхланмалли мелсемпе усă курман, респираторсем тăхăнман. Çавна пулах сывлăхĕ хавшарĕ, ир çĕре кĕчĕ, - мăшăрĕ çинчен аса илет Людмила Владимировна.
Çак вăхăтран Владиславăн пурнăçĕнче 13 хисеп паллипе çыхăннă пулăмсем пĕрре мар пулса иртеççĕ. Каччăн çулĕ çитсен çар хĕсметне тăван ялĕнчен 2007 çулхи декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче тухса каять. Хĕсмете Карачаево-Черкессинче иртет. Таврăнма та 2010 çулхи июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче тăван килне таврăнать. Çапла килсе тухать вĕт пурнăçра! Хăй вăйĕпе ĕçлесе туяннă хваттер те 13-мĕш пулса тухать. Каччă халĕ 33-ре çеç-ха, малта мăшăр тупасси, çемье çавăрасси, ача-пăча çуратса ÿстересси. Вун виççĕ хисеп малалла ун пурнăçне ырă пулăмсем çеç илсе килессе шанас килет.
Людмила Васильева пурнăç çине ÿпкелешмест. Вăл паянхи пурнăçпа савăнса пурăнма пĕлет, урамра, пÿртре чечек ÿстерме кăмăллать. Халĕ вăл 83 çулхи Елена аппăшне пăхать. Паллах, çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнăскере ачисене пĕччен ура çине тăратма çăмăл пулман хĕрарăма. Унăн пурнăçĕ ăнман теме чĕлхе çаврăнмасть. Ачисем те, 8 мăнукĕ те тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ . Мăнукĕсем тенĕрен çакна та каласа хăварас пулать, Людмила Владимировнан Анастасия мăнукĕ 2009 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Аслă хĕрĕ Ольга Волоколамск хулинче çемйипе пурăнать. Пурнăçне бухгалтер профессийĕпе çыхăнтарнă. Унăн çитĕннĕ Юля хĕрĕ фармацевт пулса ĕçлет.
Татьяна Пелепей хулинче тĕпленнĕ. Сергей мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ.
Виççĕмĕш хĕрĕ, Ирина, Пелепейĕнче пурăнать, Кондитер çуртĕнче пекарь пулса ĕçлет. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр ÿстереççĕ.
Алексей Пелепей хулинче «Автонормаль» заводра хуралта ĕçлет. Вăл Чечен Республикинчи 1999-2000 çулсенчи вăрçа хутшăннă. Çемьере виçĕ ача ÿсет.
Марина Мускавра чечек сутакан лавккара флористка пулса ĕçлет.
Владислав Пелепейĕнче пурăнать, вахта мелĕпе Çурçĕре ĕçлеме çÿрет .
Хăй вăхăтĕнче çемье пуçне, Николай Викторовича, Ĕç мухтавĕн орденне парса чысланă. Людмила Владимировна 6 ачана çут тĕнче кăтартнăшăн тата тивĕçлĕ воспитани панăшăн «Ача амăшĕн» медальне, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Утмăл урлă каçнă хĕрарăмран «13 хисеп паллине мĕнле йышăнатăр?» тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
- Кашни кун вăл,13-мĕш числопа пĕр килсен те, Турă панă кун шутланать. Çавăнпа та ăна çынсен ырласа йышăнас пулать. Пурнăçри пулăмсем чылай чух хăш хисеппе çыхăннинчен мар, хамăртан килеççĕ.
Эпĕ те çак сăмахсемпе пĕтĕмпе килĕшетĕп. Чăн та, лайăххи пирки ĕмĕтленсен ырри, начарри çинчен шухăшласан япăххи патне килсе тухатăн. Эсир вара, вулакансем, епле шутлатăр?
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.
Читайте нас: