Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2020, 13:10

Пулма пултарать

Кама кăна каласа кăтартмарăм пуль, пурте пĕççе шарт та шарт! çапса тĕлĕнеççĕ: «Пулма пултараймасть кун пекки!» Эпĕ калатăп - пултарать! Пултарать çеç мар, чăнах та, çапла пулса тухрĕ.

Çĕнĕ çул умĕн эрне маларах инкек çине синкек йăтăна пуçларĕ: е кухньăра чарма çук шыв юхать, е ванна кранĕ тумлам шыв памасть, е тата туалетра... Каласа та пĕтерес çук.
Пĕрре чĕнтĕм сантехнике, тепре... Аранах пĕри килчĕ те ăна-кăна çавăркаласа пăхрĕ.
- М-да, - текелесе пуçне енчен енне сулкаларĕ. - Резьби якалса пĕтнĕ, çĕннине тупмалла.
- Тархасшăн, юсаса пар ĕнтĕ, - йăлăнтăм эпĕ.
- «Юсаса пар»... Калама çăмăл. Базăра çук, лавккасенче те. Çитменнине тата, укçа вĕт вăл.
- Тархасшăн, кала мĕн чухлĕ тӳлемелле?
Унта пăхрĕ, кунта пăхрĕ, пĕрне пăркаларĕ, теприне. Çамкине шăлса илчĕ те, тьфу, аранах пулчĕ пулас терĕ.
- Пĕррелĕхе «аллăла» та çитĕ. Ас тăвăр, тек ан пăсăр, - тесе хăварчĕ тухса кайнă май.
Тепрер кунран-ши, иккĕрен-ши - каллех тем пăтăрмах сиксе тухрĕ. Тин çеç улăштарнă кран фонтан пек шыв сирпĕтет, нимпе чарма çук. Каллех сантехнике чĕнтĕм.
Пычĕ хайхискер. Пăхрĕ те хаяррăн каласа хучĕ: «Çав таранах пăсмалла марччĕ ентĕ! Крансене асăрханса пăрмалла! Мĕн эсир! Çук, тем тесен те юсама пултараймастăп эпĕ. Урăххине чĕнĕр».
Каллех тархаслама пуçларăм.
- Курмастăн-им, алăсем чĕтреççĕ, - терĕ вăл, - ĕнер «атте» авланчĕ те...
- Пур, халех тупатăп! - шартах сиксе ӳкрĕм эпĕ. - Акă, кил, лар.
Сыптартăм, çитертĕм хайхискерне. Унтан тăчĕ те вăл, крана пăрхаларĕ, пускаларĕ. «Э-э, - терĕ, - чăртик сурмалăх та ĕç çук кунта! Тепĕр черкке тултариччен юсаса та пĕтеретĕп».
Тултартăм.
- Э, çук, халь юрамасть, - терĕ вăл, - вăт пĕр аллă тенкĕ укçа парсанччĕ. Эп сире татах кирлĕ пулатăп вĕт...
... Кĕçех уява кĕтсе илмелле. Хăнасене чĕннĕ. Апат-çимĕç çителĕклĕ. Ĕçмелли тесен... сантехниксем хыççăн пĕр икĕ çур литр юлчĕ те, эй, ара, эрехсĕрех килмĕç-ха.
Çапла шутлакаласа, алăкран кĕтĕм çеç, арăм сиксе ӳкрĕ:
- Хăвăртрах автомата чуп, сантехнике чĕн. Килте шыв çук. Кĕçех хăнасем пухăнаççĕ. Ăçта кайса кĕрес ман?
Чупрăм, шăнкăравларăм. Вăрах кĕттермерĕ хайхискер, килчĕ.
- Хăнасене кĕтетпĕр. Килте пĕр тумлам шыв çук, - тетĕп.
- Çӳлтисен те, аялтисен те-и? А-хă, ă-хă... Путвалне питĕрмен-ши? Крансене кăштах уçăр. Эпĕ халех. Унччен апат хатĕрлĕр.
Темле кран пăркăчисем илчĕ те тухса чупрĕ.
- Пулчĕ! Пулчĕ! - кăшкăрса ячĕ мăшăрăм. - Юхать, тапсах юхать! Эсĕ мĕн... сăмсуна усрăн?
- Эрехĕ икĕ çур литр çеç юлнă-çке. Санăн пĕр аллă тенкĕ çук-и?
Кĕçех тăврăнчĕ хайхи каччă.
- Юхать-и? Юхать. Халĕ алă çăвам-ха... Уява кĕтсе илĕпĕр.
Çурăм çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Мĕн тăвас? Икĕ çур литртан пĕрне кăларса лартрăм. Арăм кукăль касса хучĕ.
- Ăçта эсир? Ă-хă, кунта-и? - якалкаласа зала кĕчĕ хайхискер. Аллинче - пуçламан çур литр. Шурри. Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп сире, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп! - терĕ вăл, хăйпе илсе килнĕ эрехе черккесене тултарса. - Хăвăрăнне пуçтарса хурăр. Хăнасем килсен кирлĕ пулĕ.
Пĕрер черкке сыпрăмăр.
- Тахăшĕ, - терĕ хайхискер кула-кулах, - те шӳтшĕн, те юриех крана хупса хăварнă. Пĕлетĕп эпĕ хамăр слесарь-сантехниксене. Лайăх сирĕн патра. Эпĕ хам общежитире те... Ну, тепрер!
Çапла хăй эрехне сыптарса хăварчĕ. Укçа сĕнсен те, çăвар уçтармарĕ, пирĕн ĕçĕ çавнашкал терĕ çеç.
Пулма пултараймасть тетĕр-и? Пултарать!
Ваçлей САМОЙЛОВ.
Читайте нас: