Ялти ватǎсене библиотекǎра пухни вырǎнлǎ пулчĕ. Кунта тǎрǎшуллǎ библиотекарь пулас ǎру валли упраса хǎварас шутпа чǎваш аваллǎхне çутатса паракан кĕтес уçнǎ. Сурпансем, сĕлкĕсем пурнǎçран тухнǎ пулин те библиотекǎра илемлĕн курǎнса тǎраççĕ. В.И. Павлова экспонатсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пухса пынǎ. Библиотекǎна кĕнеке илме килекенсем вара çак япаласене курмасǎр тухса каймаççĕ.
Ватǎсенчен пĕри - Елена Степановна Андреева туй юрри-çеммине аса илнĕ май библиотекǎра упранакан сурпан-сĕлкĕсене курсан амǎшĕ тĕртсе хатĕрленĕ япаласем çинчен каласа пачĕ. «Чǎваш хĕрарǎмĕсем капǎр тǎхǎнма юратнǎ. Мункуна ятарласа çǎпата питне йǎлтǎркка пулма улǎм пĕрчисем хунǎ» - аса илчĕ кинеми.
Тетĕрпуç ялĕнчи туй йăли-йĕрки манǎçа тухнǎ тесен те йǎнǎш пулмĕ. Çакǎн сǎлтавĕ - хальхи вǎхǎтра кафе-ресторансенче туй-çуй ирттернине пула ĕмĕртен килекен йǎлана тытса пыманнинче. Унсăр пуçне иртнĕ пурнăçа асра тытса вĕрентекенсем çуккинче те. Çапах та, тетĕрпуçсем «шыв çулĕ уçни» йǎлана манмаççĕ. Туй хыççǎн иккĕмĕш кунĕнче çĕнĕ çынна çǎл куç патне илсе каяççĕ. Кĕвентине тĕрлĕ хǎюсемпе илемлетеççĕ. Çǎл куçран шыв ǎсса илсен çамрăк арăм туй халǎхне укçалла шыв ĕçтерет. Каласа хǎварас пулать: юлашки вǎхǎтра ялти çамрǎксем тутар хĕрĕсене качча илеççĕ. Çак йǎла тутарсен те пур, çавǎнпа «шыв çулĕ уçни» йǎлана çамрǎксем хапǎлласах ирттереççĕ.
Тетĕрпуç чǎвашĕсен туй йăли-йĕркин лексикипе юрри-такмакĕсене çырса илме пулǎшнǎшǎн Валентина Ивановна Павлована, Альбина Павловна Иванована, Елена Степановна Андреевана чунтан тав сǎмахĕ калатǎп.
Лира АФАНАСЬЕВА, филологи наукисен кандидачĕ.
Çтерлĕ хули.