Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2020, 13:31

Тăван чĕлхе илемне упрать

Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи К.В. Иванов ячĕллĕ вăтам шкулăн аслă категориллĕ учителĕ Зинаида Федоровна Тимофеева тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентет.

Пăслăк ялĕнчи вăтам шкул - тăван чĕлхене вĕрентес енĕпе районти чи лайăх шкулсенчен пĕри шутланать. Кунта 102 ача вырăс, тутар, чăваш чĕлхисене ăша хываççĕ. Тăхăр вун икĕ ачашăн чăваш чĕлхи тăван чĕлхе шутланать. Асăннă вĕрентÿ заведенийĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçе епле йĕркелени пирки шкул директорĕ Людмила Николаевна Афанасьева паллаштарчĕ:
- Районта Пăслăк ялне чăваш чĕлхине тата чăваш халăх культурине сыхласа хăвармалли центр пек пĕлеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх тăван чĕлхене вĕрентмелли пысăк та яваплă ĕç çемьере пуçланать. Кăшт ÿсерехпе «Солнышко» ача садĕнче, унтан шкулта. Шăпах шкулта вĕренекенсем тăван чĕлхе пуянлăхĕпе паллашаççĕ, тĕрĕс калаçма, диктантсемпе сочиненисем çырма вĕренеççĕ. Çулсерен вĕсем район, республика, регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Çак çитĕнÿсем, паллах, пултаруллă педагог Зинаида Федоровна ырми-канми тăрăшса ĕçленипе çыхăннă. Вăл чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса 1994 çултанпа тăрăшать, предмета вĕрентес методикăна лайăх пĕлет, вĕрентÿ тата методика литературине тĕпе хурса ĕçлет. Хăйĕн ĕçĕнче З.Ф. Тимофеева паянхи технологие тата методикăна, ачасен ăс-тăн тата уйрăм пахалăхĕсене диагностика тумалли майсене, вĕрентĕвĕн мелĕсемпе майĕсене пĕлсе, вырăнлă усă курать. Вĕрентÿпе воспитани процесĕ тухăçлă ирттĕр тесе учитель ачасене уйрăмшар та, икшер те, ушкăнпа та ĕçлеттерет. Учитель ертсе пынипе ачасем проект, шырав ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Зинаида Федоровна вĕренекенĕсем нумай çул хушши предмета лайăх пĕлнине кăтартаççĕ, район тата республика конкурсĕсенче, олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ, - тесе хак пачĕ шкул ертÿçи.
Аслă категориллĕ вĕрентекене ĕçтешĕсем те, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ. Учитель хăй ĕç опычĕпе Пăслăк шкулĕнчи ĕçтешĕсене те, районтисене те паллаштарать. Ăна районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçине суйланă.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн педагога районти вĕрентÿ уйрăмĕн, администрацийĕн, ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе наградăланă.
Зинаида Тимофееван выпускникĕсенчен нумайăшĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, ППУн Çтерлĕри филиалĕнче вĕреннĕ, вĕренеççĕ те.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.
Читайте нас: