Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2020, 14:15

«Ухсай Яккăвне вулатпăр»

2019-2020 çç вулав программине аталантарас тĕллевпе Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн Пушкăртстан Республикинчи чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторĕ «Ухсай Яккăвне вулатпăр» вулакансен онлайн-конкурсне хутшăнма чĕнет.

Конкурс çитĕнекен ăрăва хамăр ентешĕмĕрĕн литература еткерĕпе паллаштарас, Пушкăртстан Республикинчи халăхсен чĕлхисен, тăван тавралăх культурин сумне ÿстерес, республикăри наци чĕлхисене упрама, аталантарма чĕнсе калас тĕллевпе иртет. Тĕллевсен шутне çавăн пекех ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарасси, вулав культурине ÿстересси, текста илемлĕ каласа пама вĕрентесси, ачасемпе çамрăксен пуçарулăхне хавхалантарасси кĕрет.
Ăмăрту çĕнтерÿçисене дипломсемпе чыслĕç, ыттисене пурне те унта хутшăннине çирĕплетекен сертификат парĕç.
Конкурса тăратнă ĕçсене цифрăллă хатĕрсем çине çыртарнă видео евĕр йышăнаççĕ. Кашни видеофайлта пĕр конкурс номерĕ тата участник даннăйĕсем (анкета-заявлени, уйрăм даннăйсене пăхса тухма ирĕк пани (согласие на обработку персональных данных)) пулмалла. Анкета-заявкăсăр ĕçсене шута илмĕç. Конкурс результачĕсене тата çĕнтерÿçĕсен ячĕсене Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн сайтĕнче (МАУК Бижбулякская ЦБС http://bizh-bibl.ru) 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнчен кая мар пĕлтерĕç.
Ĕçсене йĕркелÿçĕсен электрон почти çине ([email protected]) октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшчен ярса памалла. Ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшчен жюри членĕсем ĕçсене пăхса тухса çĕнтерÿçĕсене тăватă номинацире палăртаççĕ: «Тăван чĕлхепе чĕрĕ вулав», «Чĕрĕ вулав куçару ĕçĕнче», «Проза», «Ухсай Яккăвне халалланă сăвăсем». Конкурс положенийĕпе тĕплĕнрех Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн сайтĕнче паллашма пулать: http://bizh-bibl.ru/custom/99/.
Йĕркелÿ комитечĕ.
Читайте нас: