Ырă кăмăллă, юратнăран та юратнă, пуриншĕн те хаклă çыннăмăра чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Кун-çулăн анлă сукмакĕпе малашне те вашаватлăн, мал ĕмĕтлĕн утма юман пек çирĕп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, нихăçан сÿнми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул. Юратнă çемйÿ сана савăнăç çеç кÿтĕр.
Чи ăшă сăмахсем калатпăр,
Юратнăран чун-чĕререн.
Пур ырлăха сана сунатпăр.
Эс пурăнсамччĕ пит нумай.
Ăшă салампа - мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.