Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Октябрӗн 2020, 13:51

Килĕшÿре ĕç кал-кал пырать

Пишпÿлек районĕнчи «Переработка» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн (ООО) ĕçченĕсем кăçал лайăх кăтартусемпе савăнтарнă.

Халăхра «чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ» тесе калаççĕ. Çак каларăш ял çыннисен çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен тăсăлакан ĕçĕ-хĕлĕпе те çыхăннă: мĕнле тухăç пуçтарнипе, хăш лаптăкра кĕрхи çĕртме тунипе, çитес çул валли кĕрхи культурăсене мĕн чухлĕ акнипе, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат епле хатĕрленипе.
- Кăçал, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, «Переработка» ОООшăн тухăçлă пулчĕ, - каласа парать ял хуçалăх предприятин ертÿçи Владимир Судеев. - Кĕрхи ыраша кашни гектартан 30, сĕлĕ - 28, урпа - 18, хура тула 10 центнер ытла пухса илтĕмĕр.
Çак кăтартусем патне механизаторсем килĕшÿллĕ ĕçленипе, ума лартнă тĕллевсене кăлтăксемсĕр пурнăçланипе çеç çитме пултарнă. Ĕçре мала тухнисен шутне Владимир Дмитриева кĕртмелле. Вăл тырра çулса пăрахакан ЖВЗ-7 жаткăпа пысăк лаптăка çулнă, унтан «Нива-Эффект» комбайнпа çапса илнĕ. Леонид Никитин çурхи ака вăхăтĕнче кустăрмаллă МТЗ-80 тракторпа сеялка агрегачĕсене çаклатса ĕçленĕ, вырма вăхăтĕнче тĕш-тырă вырмалли комбайн çине куçса ларнă. Производство ударникĕсен шутне Мескел ялĕнче çуралса ÿснĕ Рамазан Каримов та кĕрет. Вăл кустăрмаллă Т-150 хăватлă тракторпа выльăх апачĕ валли курăк, тыр-пул çулнă çĕрте тата кĕрхи çĕртме пуссине сухаланă чух лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Унпа пĕрле Т-150 хурçă учĕпе Евгений Макаров та хастар ĕçленĕ. Комбайнсем çапнă тырра йĕтем çине Владимир Петров механизатор Т-150 тракторпа турттарнă.
Ура çинче çирĕп тăракан, налукпа банк структурисенче парăмсем çук хуçалăхăн йĕтемĕ çинче районĕпе пĕртен-пĕр ĕçлекен тырă типĕтмелли агрегат пур. Кунта операторсем пулса Анатолий Тимофеевпа Юрий Федотов тăрăшаççĕ.
- Выльăх пăхакансен ĕçне те палăртса хăварас килет, - хушса калать Владимир Анатольевич. - Пелепейĕнчи сĕт заводне тăхăр уйăх хушшинче 780 центнер сĕт ăсатрăмăр. Хуçалăхра 140 мăйракаллă шултра выльăх пур. Вĕсенчен 80-шĕ сăвăнакан хура ула ăратлă ĕнесем. Доярка пулса Ирина Ефимовапа Надежда Елхимова тăрăшаççĕ. Ĕнесене Олегпа Андрей Игнатьевсем пăхаççĕ. Фермăри кашни выльăх пуçĕ валли 40 центнер тĕркери утă, сенаж, силос хатĕрленĕ.
Хушăлкасен 50 гектар хĕвел çаврăнăшне пуçтарса илмелли çеç юлнă. 850 гектар лаптăкĕ çинчи кĕрхи çĕртме пуссине çĕкленĕ те ĕнтĕ. Çитес çул та лайăх тухăç пултăр тесе 300 гектар çинче минераллă им-çамсемпе усă курса кĕрхи культурăсене çĕре хывнă.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: