Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Октябрӗн 2020, 13:08

«Пин-пин çухрăмра та чĕре кил патне туртать»

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Любовь Русакован (Улядарован) «Манăçми Юманлăх. Незабвенная Улядаровка» кĕнеки кун çути курчĕ. Ăслăлăхпа ăнланма çăмăл (научно-популярный) кăларăмăн редакторĕ - Владимир Степанов. Кĕнекен тиражĕ - 500 экземпляр. Унăн пĕрремĕш йĕркисенченех Улядаровка авторшăн Пушкăртстанри Федоровка районне кĕрекен ахаль ял çеç мар, чĕрешĕн уйрăмах илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулнине ăнланса илетĕн.

Тăван тавралăха юратнине кĕнеке хулăнăшĕпе те, сыпăксен шучĕпе те виçмеççĕ. Ăна страница хыççăн страница уçса вуласан, унти сăн ÿкерчĕксене пăхса çав вăхăта, ял çинчен хаваспах каласа паракан пĕрялсем патне таврăнсан тин туйса илме пулать.
Кĕнеке вĕçĕнчи тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксен хушăмĕ иртнĕ кунсен чăн-чăн свидетелĕ майлах. Вĕсем Улядаровка ялĕнчи уявсенчи хаваслă лару-тăрăва, курăксен шăршипе ташă ушкăнĕнчи илемлĕ тум тăхăннă хĕрсен çăмăл хусканăвне туйса илме, районти культура уйрăмĕн пуçлăхĕ салам сăмахĕ каланине илтме, хăнасен хавхалануллă сăн-питне курма май параççĕ. Вăхăт-вăхăт куçсем куççульпе тулаççĕ. Автор чуна уçса çырни, хĕрĕсем хăйсен фронтовик ашшĕсем çинчен аса илни вулакана хумхантармасăр пултараймасть.
Ирĕксĕрех шухăша яракан ыйтусем çуралаççĕ. Хăв вăй çитменнине туйсан мĕн тумалла? Кулленхи пурнăçра тăкакланă вăй-хăвата епле тавăрмалла? Чунра канăçлăх тупас тесен ăçта каймалла? Тен, тăван тăрăха, тăван киле таврăнмалла? Нумай чухне паллакан вырăнсем тăрăх утни те, кÿршĕсемпе тĕл пулса тăван чĕлхепе калаçни те çителĕклĕ. Тен, çынна чăннипех те нумай та кирлĕ мар. Ачалăхпа çыхăннă вырăна таврăнни те мĕне тăрать? Хăш чухне сăрри хăпаланса пĕтнĕ хапха та ăшă туйăмсем çуратать.
Кĕнекери хăш-пĕр краеведени заметкисене тăван чĕлхепех кăларнă. Çакă шухăша тата та витĕмлĕрех уçса парать, кăмăл-туйăма та ытларах пырса тивет. Тăван тавралăха илемлĕн сăнласа пани ăна куç умне уççăн кăларса тăратма пулăшать. Анлă анасем, вĕсемпе юнашарах вырнаçнă çулçăллă йывăçсем ÿсекен тăвайккисем (унта ытларах юман тĕл пулать) - акă тăван тăрăхăн тĕп паллисем. Çуралнă кĕтесе, киле юратнине сăнласси çăмăл ĕç мар, анчах профессилле ăсталăх Любовь Ивановнăна çак туйăма çÿллĕ шайра уçса вулакан патне çитерме май панă.
Камилла МАДЖИДОВА,
чăваш патшалăх университетчĕн студенчĕ.
Шупашкар хули.
Читайте нас: